- Чăвашла верси
- Русская версия
КУÇ ÇЫВĂХА КУÇАТЬ...
Шкула кайсан ачасенчен хăшĕ-пĕри мĕншĕн тăтăшах чирлет-ха? Вĕренÿри йывăрлăх ачан психикине, ăс-хакăлне пысăк витĕм кÿнипе пĕрлех сывлăха та хавшатма пултарать. Гигиенистсем час-часах тĕл пулакан виçĕ чире палăртаççĕ: вăрах гастрит, куç çывăхран çеç курни, кĕлетке кукăрăлни. Çак чирсенчен мĕнле хÿтĕленмелле-ха?
Гастрит. Ирхи тата кăнтăрлахи апатсене çиессине тĕрĕс йĕркелемелле. Хăшĕсем шкул столовăйĕнче апатланасшăн мар. Кун пек юрамасть. Ашшĕ-амăшĕн питĕ тимлĕ пулмалла, ача кунсерен пĕр вăхăтра çитĕр тесе тăрăшмалла. Урок тунă чухне ан чăмласа лартăр, тăтăшах кукăль е печени йăтса ан çÿретĕр.
Куç çивĕчлĕхне упраса хăварма урок тумалли вырăна тĕрĕс йĕркелемелле: сĕтелпе пукан кĕлетке çÿллĕшĕпе килĕшсе тăччăр, çутă çителĕклĕ пултăр. Уроксен хушшинчи тăхтавсенче, килте урок хатĕрленĕ чухне куç валли гимнастика тумалла. Малтан куçсене хытă хĕсмелле, унтан чарса пăхмалла - 4 хут тумалла. Чÿрече патне пырса кÿршĕри пÿрте, унтан кантăк çинчи пăнча тинкерсе пăхмалла. Куçсене сылтăмалла-сулахаялла, çÿлелле-аялалла çавăрттармалла.
Ачан кĕлетки кукăрăласран уйрăмах асăрханмалла. Тĕрĕс мар ларнипе вăл чалăшма пултарать. Парта хушшинче ларнă чухне çурăм тÿрĕ пулмалла, янах шăммине кăштах антармалла. Çак хăнăхтару усăллă: малалла пĕшкĕнмелле, хырăм çине выртса пуçпа хул пуççисене çĕклемелле. Кĕлеткене тÿрĕ тытма хăнăхмалли мел - çурăмпа стена çумне тăни. Ура кĕлипе, купарчапа, хул калаккисемпе, ĕнсепе стена çумне çыпăçсах тăмалла. 2 минутран кĕлетке тÿрĕлĕхне улăштармасăр малалла утса каймалла.
Комментировать