Ĕçлекен халăх пурăнать

21 Мар, 2015

Мана пуринчен ытла паянхи кризис хумхантарать. Хаксем калама çук вăйлă ÿссе кайрĕç, лавккана кĕрсен те, пасара кайсан та нимĕн илме аптрамалла. Халăх малтанхи пек мар, чи кирлине кăна туянать. Эпĕ пĕлекен чылай çамрăк Шупашкартан Канаша куçса кайрĕ. Унта хваттер тара илсе пурăнма йÿнĕрех, апат-çимĕçне ашшĕ-амăшĕ ялтан парса яратех. Хальлĕхе çапла саплаштаркалаççĕ, хăйсем Шупашкартах ĕçлеççĕ. Çул хакĕ те аптратмасть вĕсене. Тĕп хулана кайнă чухне те, каялла таврăннă май та çын лартса килеççĕ. Паянхи çамрăксем çухалса кайманни, вĕсен çаврăнăçулăхĕ савăнтарать.

Çапах та темле йывăр пулсан та чăваш халăхĕ пуçне усмасть. Лаша пек ĕçлет вăл. Ялтан хулана сĕт-турăх, тăпăрчă илсе килсе сутать. Панулмине те çĕрме памасть, типĕтет, хĕлле пасара илсе тухать. Чăваш карчăкĕ алăк умĕнче хĕвелçаврăнăш сурса ларнине курнă-и? Çук, вăл ĕçсĕр пурăнма хăнăхман. Кăштăртатса çÿресех кил хушшинче хăйне валли мĕн те пулин тупать. Кăшт пушансанах çăм арлать, çыхать, тĕрĕ тĕрлет. Ачаран ĕçлесе ÿснĕскерсенĕн ватăлсан та аллисем канăç тупаймаççĕ. Урама та сайра-хутра, касуран выльăх таврăнасса кĕтме кăна, тухса лараççĕ. Ĕçлекен халăх пурăнать. Темле йывăр тапхăрта та çапса хуçаймăн ăна.

Паянхи кун ача сачĕсенче чăвашла вĕрентменни те канăç памасть мана. Патăрьел районĕнчи пĕр ялта пултăм. Ача садĕнче шăпăрлансене вырăсла кăна калаçтараççĕ. Чăвашла вĕренме программа çук-мĕн. Ăна хатĕрлеме укçа-тенкĕ çук тесе сăлтавлаççĕ. Ачасене майĕпен тăван чĕлхепе калаçтарма пăрахас тенипе çыхăннă ку. Шупашкар çывăхĕнчи чăваш ялĕсем пирки сăмах та çук. Вĕсем йăлтах вырăсланнă. Хăть кукашшĕ-кукамăшĕн, аслашшĕ-асламăшĕн мăнукĕсемпе чĕлхе хуçса вырăсла калаçас марччĕ. Атăльяла кайсан çăл патĕнче чарăнтăм та: "Кунта шыв ăсма пулать-и?" - тесе ыйтрăм пĕр ачаран. Куçне мăчлаттарса пăхса тăрать - нимĕн те ăнланмасть. Вырăсла калама тиврĕ вара. Швейцарире ачасем виç-тăватă чĕлхе таран пĕлеççĕ. Вĕсен ашшĕ-амăшĕ хăйне, тăван çĕршывне хисеплеме вĕрентет, ачине çуралнă-çуралман тăван чĕлхерен пистермест. Малтан хăйĕн чĕлхине вĕрентет. Пирĕн амăшĕсем, вырăсла калаçма та пĕлменнисем: "Çук, ачасене вырăсла вĕрентмелле, чăвашла нимĕн тума та кирлĕ мар", - теççĕ. Тутарстанри Нурлат хулинче пулса курнăччĕ. Шел, унта та халăх вырăсланма тытăннă. Çамрăксем тăван чĕлхене маннăпа пĕрех. Шупашкарта, троллейбусра çамрăксем пĕр вăтанмасăр чăвашла калаçни савăнтарать мана. Чылайăшĕн телефонĕ çинче те - чăвашла юрă-кĕвĕ. Пĕтместпĕр эпир нихăçан та. Куншăн хăрамалли çук. Ĕлĕк те пире çунтарнă, çĕмĕрнĕ - пурпĕрех сыхланса юлнă. Чăваш халăхĕ темĕн те чăтма хăнăхнă. Халь тин ăна нимпе те хăратаймăн. Вăл пурпĕрех парăнас çук. Шывра та путман, вутра та çунман.

Алексей ИВАНОВ/СĔРМЕК/,

"Аксар" фирма ертÿçи, продюсер

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.