- Чăвашла верси
- Русская версия
Калафати тата унăн хĕрарăмĕсем,
е 104 çулта та чиперуксен кăмăлне тупма пĕлекен арçын çинчен
Пĕрремĕш тĕлпулу
2002 çулта хаçат ĕçĕпе Шупашкарти Мăшăрлану керменне кайнăччĕ. Унта тинтерех пĕрлешнĕ 91-ри Анатолий Калафатипе 82-ри Виктория Орловская çинчен каласа кăтартрĕç. Манăн ку мăшăрпа çав тери паллашас килчĕ. Шупашкарти вĕсен хваттерĕн шăнкăрав тÿмине пĕрре те, иккĕ те мар, виçĕ хутчен кайса пусрăм - уçса кĕртекен пулмарĕ. Пурпĕрех шанăçа çухатмарăм, редакци телефонне çĕнĕ çынсен кÿршине хăвартăм. Кăштахран мана Анатолий Васильевичпа Виктория Петровна хăнана чĕнсе илчĕç. Çак тĕлпулу халĕ те куç умĕнче - 13 çул иртмен те тейĕн. Капăр тумланнă кил хуçи арăмĕ çÿ-ÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа ташласа-юрласа кăна çÿрерĕ, çепĕç калаçрĕ. Çемье пуçĕ çак илеме пăхса тăранайми сăнарĕ. Мана та йĕри-таврари хăтлăх тыткăнларĕ. Унран та ытла тĕлĕнмелле çак мăшăрăн кун-çулĕ кăсăклантарчĕ. Çапла çуралнăччĕ 13 çул каялла "Вăхăта парăнмасть юрату" статья.
Ун чухне Мускава куçма хатĕрленетчĕç вĕсем. Эпĕ çак мăшăрпа тепĕр хутчен тĕл пулма ĕмĕтленсе пурăнтăм. Шел, Виктория Петровна çутă тĕнчере çук ĕнтĕ. Çав çулах çĕршывăн тĕп хулине çитсен мăшăр медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. 80-ран иртсен те чечек пекех курăнакан хĕрарăм ракпа чирлине палăртнă. Темиçе уйăхранах çĕре кĕнĕ вăл. Çакăн хыççăн Анатолий Калафати Чăваш Ене пĕчченех таврăннă.
Мана та манман
Ăна курсан малтанхи пекех савăнăç, хăпартлану туйăмĕ çавăрса илчĕ мана. Вăл та мана тахçантанпах кĕтнĕн туйăнчĕ. Алăкран кĕрсенех Виктория Орловскаян сăнÿкерчĕкне асăрхарăм.
Çак кунсенче 104 çул тултаракан Анатолий Калафати пуçватмăш хуравĕсене шырать. "Нумайăшне тĕп-тĕрĕс пĕлет", - теççĕ ăна пулăшма килсе çÿрекен хĕрарăмсем. Вĕсене Турă амăшĕпе танлаштарать арçын.
Анатолий Васильевич мана та манман. "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçатра пичетленнĕ статьяна типтерлĕ упранине каларĕ вăл. Апла тăк - пирĕн çыхăну пĕр самантлăха та татăлман. Улшăнманпа пĕрех вăл, малтанхи пекех питĕнче пĕркеленчĕк сахал. Куç çивĕчлĕхĕ, вăйĕ çеç чакнă.
Питĕртен - Шупашкара
Аса илтеретĕп, Анатолий Калафати ашшĕ Римский-Корсаков вĕренекенĕ, Санкт-Петербургри консерватори профессорĕ пулнă. Ывăлĕ те çамрăклах джаз-оркестр йĕркеленĕ. Культура керменĕсенче сасăсăр кино пуçланиччен концертсем лартнă вĕсем. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан пĕр ушкăна чăмăртаннă çамрăксене çапăçу хирне илсе кайнă.
Çĕнтерÿ хыççăн гастрольсемпе таçта та çитнĕ Анатолий Васильевич. 1965 çултанпа Шупашкарта пурăнать вăл. Малтан вырăс драма театрĕн музыка пайĕн пуçлăхĕнче, унтан филармонире ĕçленĕ. Пианист, аккордионист "ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ" ята тивĕçнĕ.
Чĕрĕ юлнă
Анатолий Калафатин асаилĕвĕн пысăк пайĕ фронтпа çыхăннă. Аманнă хыççăн медсанчаçре сипленнĕ вăхăтра юрăсем хывнă вăл. "Забайкалье помнится сырое" юрра, тĕслĕхрен, çĕр пÿртсенче, медсанчаçре, стройпа утнă чух, пултарулăх концерчĕсенче шăрантарнă. Вăрçă хыççăн та ăна Раççей телекуравĕпе, радиопа çине-çинех итлеттернĕ.
"Мана тахçанах вилнисен йышне кĕртнĕ, эпĕ халĕ те пурăнатăп-ха", - тет вăрăм ĕмĕрлĕ арçын. Çук, ним чухлĕ те ÿстерсе каламасть вăл. Акă çакна çирĕплетекен йĕркесем те алăрах: "Дивизи оркестрĕн ертÿçи, Анатолий Калафати композитор 1944 çулта вилнĕ", - çырнă "65-мĕш дивизин юррисем" брошюрăра. Мĕнле пулса тухнă-ха апла? Псков çывăхĕнчи çапăçу хирĕнче пĕр салтакпа калаçса тăнă вăл. Çав вăхăтра бомба шăхăрса вĕçни илтĕннĕ. "Пăрăн", - пĕтĕм вăйран кăшкăрса траншейăна сикнĕ Анатолий Калафати. Анчах тепри вырăнтан та хускалайман, унăн ÿтне бомба вакланă. Анатолий Васильевича тепĕр кунхине тин чавса кăларнă. Çумĕнче документсем пулман. Ыттисем, чĕрĕ юлнисем, малалла кайнă. Çавăнпах арăмне мăшăрĕ вилни çинчен пĕлтернĕ. Çакăн хыççăн хĕрарăм урăх арçын тупнă.
Çунат хушма пулăшакансем
Анатолий Калафати 4 хут авланнă. Хĕрарăмсемпе çырăнмасăр та пурăннă. Пĕрремĕш арăмĕ 1 ывăл Лиандр çуратнă. Вăл нумаях пулмасть 80 çул тултарнă. Пăрахут капитанĕнче ĕçленĕскер Питĕрте пурăнать, ашшĕпе çыхăну тытать. Ытти тăванĕсем те телефонпа шăнкăравласа тăраççĕ.
Юрату, ăш çунтармăш хĕрарăмсем çинчен сăмах пуçарсан Анатолий Васильевичăн сăнĕ кулăпа çуталчĕ.
Пĕрремĕш арăмĕпе Анатолий шкулта пĕрле вĕреннĕ. "Малтанах унсăр сывлама та пултараймастăп пек туйăнатчĕ", - палăртать арçын. Кайран, хăй калашле, урăх хĕрарăмсем çине те пăхма пуçланă. Çакна арăмĕ кăна мар, хунямăшĕ те йышăнасшăн пулман. Вăл çине тăнипе çемье саланнă.
Унтан пĕр хĕрарăм инструмент ĕнерлеме киле чĕнсе илнĕ ăна. "Çав вăхăтра мăшăрсăрччĕ те... ун патĕнчех юлтăм", - чăнласа та, шÿтлесе те калаçать композитор. Маргарита Павловна тухтăрта ĕçленĕ, хăйĕнчен 25 çул çамрăкрах пулнă. Юратнă çыннине шала кайнă чирсене те парăнтарма пулăшнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Анатолий Васильевичăн ури пÿрленсе юхма пуçланă. Сывлăхĕ хавшасах пынă. Апла пулин те арçын пĕр самантлăха та сывалас шанăçа çухатман. Маргарита Павловна тăрăшнипе хăвăртах ура çине тăнă, чире çĕнтернĕ вăл.
Чăваш Республикинче пурăнакансем унăн тепĕр юратăвне - Маргарита Гришина юрăçа - лайăх пĕлеççĕ. Вăл Анатолий Васильевичпа пĕрле Питĕртен Шупашкара килнĕ, пирĕн тăрăхра ĕçе вырнаçнă. Маргарита Ивановна çĕре кĕричченех иккĕшĕ пĕр-пĕринпе хутшăннă.
"Юрату вăл - ар хутшăнăвĕ кăна мар, тĕнчене тытса тăракан хăват. Ăна нимпе те виçме çук", - ăнлантарать Анатолий Васильевич. Хăй палăртнă тăрăх, унăн пурнăçĕнче хĕрарăмсем калама çук пысăк вырăн йышăнаççĕ. Çапах хăшне ытларах юратнă-ши вăл? Ăна, паллах, хăй вăхăтĕнче пурте хавхалантарса тăнă.
Астармăш илем
Анатолий Васильевичпа Виктория Петровна 1954 çулта Челябинска гастроле кайсан паллашнă. "Ман ума тĕлĕкре те тĕлленмен чиперкке тухса тăчĕ. Кĕлеткине чи ăста скульпторсем шăрантарса кăларнă тейĕн. Хĕрлĕрех хура çÿçĕ чĕркуççирен те иртет. Ман çине ăшшăн пăхать хăй. "Качча тухнă-и вăл, çук-и, пурпĕрех хăçан та пулин манăн пулатех", - тупа турăм ăшра", - Виктория Орловскаяна курнă самант унăн ăс-тăнĕнче çакнашкал çырăнса юлнă. Кайран та курнăçсах, калаçсах тăнă вĕсем. Малтан çемье çавăрма май килмен - иккĕшĕ те мăшăрлă пулнă. Кайран сăлтавсăр чăкăрташса илнĕ те иккĕшĕ те урăххисемпе пĕрлешнĕ.
Вырăнпа выртса чирленĕ хыççăн Ялтăна канма кайсан шăпа каллех Викторийăпа тĕл пултарнă ăна. Юрăçăн мăшăрĕ те вĕсем пĕр-пĕриншĕн тунсăхласа çитнине сиснĕ. Çавăнпах арçын арăмне пÿлĕмре çăрапах питĕрсе хăварнă. Юратакан çынсене çапла майпа сивĕтме пулать-и вара? Арçынпа /грек/ хĕрарăм /полька/ çаплипех пĕр-пĕрин патне туртăннă. Анчах Ялтăра уйрăлнă хыççăн 20 çул ытла курнăçман вĕсем. Хăшĕ ăçта пурăннине пĕлмен. 1982 çулта юратакансем тинех тĕл пулнă та çыхăнăва урăх татман.
Виктория Петровнăн мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлсан тин иккĕшĕ çемье çавăрнă. Шел те, хĕрарăмăн ĕмĕрĕ сарăмсăр татăлнă.
Эрехе сахăрпа улăштарнă
- Анатолий Васильевич, телейлĕ-и эсир?
- Паллах. Ĕмĕтленни пурнăçланса пынă. Юлашки вăхăтра хама лайăх туйни те - савăнăç. Куратăр ĕнтĕ, халĕ те манпа юнашар хĕрарăмсем пур.
- Выçă тытни те ĕмĕре тăсма пулăшать тенĕччĕ.
- Тĕрĕсех. Çулталăкне икĕ хут - çуркунне тата кĕркунне - апат çимесĕр пурăнаттăм. Унсăр пуçне эпĕ пирус та туртман, эрехпе те ашкăнман. Фронтра 100 грамм шурă эрехе те 20 грамм сахăрпа улăштараттăм. Йĕлтĕрпе ярăнма юратнă. Пирĕн йăхра вăрăм ĕмĕрлисем татах та пулнă.
Хăнасене хăй тĕллĕн пăхайманшăн пăшăрханать Анатолий Калафати. Уншăн та кăмăла пăсма кирлĕ мар. Халĕ арçыншăн Лилиана Зорскаяпа Вера Стекольникова - чи çывăх çынсем. "Лилечка, Верочка", - ăшшăн чĕнет вĕсене вăрçă ветеранĕ. Тем тесен те Анатолий Васильевич хĕрарăм кăмăлне тупма пĕлет.
"Ун чухлĕ пурăнма пÿрни те, паянчченех ăс-тăнпа калаçни те - телей", - палăртаççĕ Лилиана Владимировнăпа Вера Ивановна.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Автор тата Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сăнÿкерчĕкĕсем.
Комментировать