Питлĕх тапса, хуткупăс тăсса уявларĕç çавра çула

19 Мар, 2015

«Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем Трак тăрăхĕнче «Капкăн» журнала юратнине тепĕр хут курса ĕненчĕç. Мартăн 17-мĕшĕнче Пикшикри культура çуртне сатирăпа юмор журналĕн тусĕсем чылаййăн пухăнчĕç.

Вăхăт еккине нимĕнпе те тытса чараймăн. Çулсем пĕрин хыççăн тепри ылмашăнаççĕ. Ав «Капкăн» та 90 çул тултарчĕ. Анчах журнал ватăлать теме чĕлхе çаврăнмасть. Пачах тепĕр май: «Капкăн» çĕнелсе те вăй илсе, кăсăкланса та çунат сарса пырать çеç. Редакци ĕçченĕсем уява ирттерме Красноармейски районне ахальтен çитмен. Ку тăрăхра журнала çырăнса илекен, унпа тачă çыхăну тытакан нумай. Пикшикри «Шанчăк» пултарулăх ушкăнĕ хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илни - тем пысăкăш хисеп. Тăванлăх юрри, ырă та ăшă сăмахсем янăрарĕç алăк урати урлă каçнă-каçман.

Культура çурчĕн залĕ палăртнă вăхăта халăхпа тулнăпа пĕрехчĕ. Ватти те, вĕтти те курма килчĕç юратнă журналне. Чи малтанах «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай сăмах илсе савăнăçлă уява уçрĕ. Валерий Владимирович журналпа çыхăну тытакансен ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕ, çак туслăх малашне тата çирĕпленессе шаннине каларĕ. Уявра чи хастаррисене «Хыпар» Издательство çурчĕн Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕç. Вĕсен йышĕнче - Георгий Тусли, Николай Ершов, Геннадий Федотов...

«Капкăн» редакторĕ Николай Ишентей журнала Калининградран пуçласа Камчатка таранах çырăнса илнине хĕпĕртесе палăртрĕ. Николай Петрович «Капкăн» картти тата пысăкланасса шаннине пĕлтерчĕ.

Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков тухса калаçнă май сатирăпа юмор ăстисене сумлă юбилей ячĕпе саламларĕ, ĕçре çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума сĕнчĕ. Унтан микрофон 2001-2005 çулсенче «Капкăн» редакторĕнче ĕçленĕ Юрий Михайлов аллине куçрĕ. Çăмăл мар тапхăрта йышăннă вăл ертÿçĕ пуканне. Çав вăхăтри шÿтлĕ самантсене аса илнĕ май Юрий Сергеевич кулмасăр чăтаймарĕ - темĕн те сиксе тухать-çке пурнăçра.

Уяв кашни минутран минута «хĕрсе» пычĕ. Шкул ачисем сцена çине тухса сăвă-калав вуларĕç. Трак тăрăхĕнчи ветерансен пултарулăх ушкăнĕ сцена çине тухсан, Георгий Ефимов-Тусли хуткупăс тăсса ярсан кам лăпкă ларайĕ? Урапа питлĕх тапса хуткупăс каланине унччен курманччĕ. Валери Туркай та тÿссе тăраймарĕ - алла хуткупăс тытрĕ те урипе питлĕхе тапма пуçларĕ. Хаваслă та илемлĕ юрă зала тултарчĕ. Эх, уйрăлас та килмест-çке тăвансенчен, çывăх туссенчен. Нумайлăха мар пуль...

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

В.Кузьмин сăнÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.