Тăлăха тăвăл хуçайман

18 Мар, 2015

- Асаппа çитĕнтĕмĕр эпир, - терĕ Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Мария Сытина вăрçă çулĕсене асаилнĕ май. - Анне каланă тăрăх - атте вăрçа кайнă чухне /1941 çулхи кĕркунне/ эпĕ виçĕ уйăхри ача пулнă. Сăпкара выртнă. Аслă пичче 7-мĕш класра вĕреннĕ. Атте, Василий Петрович, колхоз председателĕнче ĕçленĕ. Ял халăхĕ питĕ килĕштернĕ ăна. Ахальтен мар вăрçа ăсатма ялĕпех пуçтарăннă. Атте пиччене: «Эпĕ те килейĕп, те килеймĕп - унта икĕ телейлĕ. Санăн çакăнта кил-çурт тытса пурăнмалла пултăр», - тесе пилленĕ.

Асрах арчари çырусем

Пĕчĕк хĕрĕнчен уйрăлма та çăмăл пулман кил хуçине. - Анне асаилĕвнех куç умне кăларатăп, - малалла сыпăнчĕ пирĕн калаçу. - Чунĕ сиснĕ пекех килтен тухса кайма васкаман атте. Мана, сăпкари ачана, пыра-пыра алла илнĕ вăл. Пÿрт алăкĕ патне çитсен каллех сăпка енне туртăннă. «Эх, мĕншĕн ку пукане мар-ши? Пукане пулсан чиксе тухса кайăттăм. Курас килнĕ вăхăтра кĕсьерен кăларса пăхнă пулăттăм», - тенĕ вăл.

Атте ларнă пуйăс тапранса кайнă. Анне нимĕн пĕлми чупма тытăннă. Атте ял халăхне уçă алăкран: «Тытăр, тытăр, пуйăс айне кĕрет вĕт!» - тесе кăшкăрнă. Вара тахăшĕ аннене çупăрласа илсе ял енне илсе кайнă. Çапла уйрăлнă вĕсем. Фронтран янă виçкĕтеслĕ çырăвĕсем чылай упранатчĕç. Юлашки çырăвне 1944 çулта Сталинград патĕнчен янăччĕ. Вăл артиллерист пулнă. «Хыпарсăр çухалнă» текен çырăва та илнĕччĕ. Пĕртен-пĕр сăнÿкерчĕкĕ упранса юлнă. Снаряд ешчĕкĕсем патĕнче виççĕн тăраççĕ.

Çырусене анне арчара типтерлĕн упратчĕ. Ăна вăл кунне миçе хут тытса пăхман-ши?! Арчине уçсанах ун çывăхне пырса лараттăм. «Шкула кайма пуçласанах унта мĕн çырнине вулатăп та-ха», - теттĕм. Чăн та, шкул çулне çитсен арчана уçса аттен çырăвĕсемпе паллашаттăм. Анне куриччен вĕсене типтерлĕн майлаштарса хураттăм. Вĕсене лÿчĕркетĕр тесе вăрçатчĕ пире.

«Акиç ?аннене çапла чĕннĕ%, мĕнле те пулсан ĕне усра. Унсăрăн ачасем выçă вилĕç», - тесе пĕлтернĕ вăл пĕр çырăвĕнче. Чăн та, анне ĕне усрама пăрахмарĕ. Вăрçă хыççăн та çăмăл марччĕ. Патшалăха темĕн тĕрлĕ налук та панă. Çапах та шăратнă çăва аннерен вăрттăн пиччепе ирĕлтерсе çинине халĕ те астăватăп.

Уявсенче аннене ытти çынпа пĕрле чысламанни кулянтаратчĕ. Пĕринче тутăр парнеленĕ ăна. Уншăн вара калама çук савăнчĕ.

 

Спортра та, юрă-ташăра та

Амăшĕ пилĕк ачине пĕчченех çитĕнтернĕ. Ачаранах ĕçпе пиçĕхтернĕ вĕсене. Çавна май тĕрлеме, кĕпе çĕлеме юратать Мария Васильевна.

- Мана кĕпе туянса паракан пулман. Аппасен япалисене тăхăнаттăм ялан. Кирпĕч заводне ĕçлеме кĕрсен мĕн тĕрлĕ тумтир туянмарăм-ши!

Хĕрача хăй тĕллĕнех купăс, балалайка калама вĕреннĕ. Пĕртăвансем пурте унпа каланă. Пĕчĕкскерĕн пĕринче артист пулас ĕмĕт çуралнă.

- Вăрçă хыççăн артистсем килетчĕç яла. Вĕсене пирĕн патра вырнаçтарнăччĕ. Сцена çине тухиччен чиперленме пуçларĕç çакскерсем. Вĕсене çăвар карса пăхса лартăм, артистсем пек сăрланас, тăхăнас шухăш çуралчĕ. Пĕррехинче анне тырă вырма кайсан никама каламасăр Шупашкара çул тытрăм. Кукка мана кăштах укçа панăччĕ. Театра шыраса халтан кайрăм. Пĕр хĕрарăм ăнлантарчĕ, çапах тупаймарăм. Хырăм та выçрĕ, ăшчик вăркама тытăнчĕ. Каялла автовокзала кайрăм. Ĕмĕте пурнăçлайманнишĕн çул тăршшĕпех макăртăм. Анне ĕçрен киличчен кил хушшинчи ĕçсене пурнăçларăм. Çапла вара эпĕ хулана кайса килнине никам та пĕлмерĕ. Çулсем иртнĕçемĕн çеç тăвансене хамăн вăрттăнлăха уçса патăм.

Мария Васильевна халĕ артистран пĕрре те кая мар. Ял тăрăхĕнчи, районти мероприятисене яланах хутшăнать. «Выля хуткупăс, янра такмак» конкурсра темиçе хут та çĕнтернĕ вăл. Хăй вăхăтĕнче унăн пьеси тăрăх ялти клубра спектакль те лартнă. Вăл пуçарнипех ялта улахсемпе уяв каçĕсем те йĕркелеççĕ. Улахра алĕç тунисĕр пуçне юрлаççĕ, ташлаççĕ. Мария Васильевна тĕрлеме те юратать. Аслă Çĕнтерÿ 50 çул тултарнă тĕле вăл «Тăван çĕршыв-анне чĕнет!» плаката тĕрлесе районта пĕрремĕш вырăна тухнă, республикăра хутшăнма пултарнă.

Кинемей спортпа та туслă. Хăй те, Олег ывăлĕн çемйипе те тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнать. Йĕлтĕрпе чупмалла-и е кросра ăмăртмалла - нихăçан та кутăнлашса тăмасть, старта тăрать.

- Тренировка ăçта ирттеретĕн? - кăсăклантăм эпĕ.

- Кĕтĕве кайсан кунĕпех чупаттăм маларах. Халĕ ĕне çук. Çавăнпа та иртен пуçласа каçчен чупса çÿретĕп. «Мĕн чупатăн? Утса çÿре-ха», - хистет мана хăшĕ-пĕри.

Спортри, культурăри çитĕнÿсемшĕн панă медальсемпе дипломсене типтерлĕн упрать вăл.

- Эпĕ ĕмĕре çын хушшинче пурăнса ирттертĕм, - терĕ Мария Васильевна. - Малашне те ял-йышпа савăнса пурăнасчĕ.

Унăн хастарлăхĕпе пултарулăхĕнчен çамрăксен тĕлĕнмелли çеç юлать. Пур çĕре те ĕлкĕрет вăл. Ара, пĕтĕм чăваш диктантĕнчен те юлмасть-çке. Ăна кашни çулах çырать, лайăх паллăсем илет.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.