Сцена çинче суйнине чăтма пултарайман

14 Мар, 2015

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн ĕçченĕсем астăвăм каçĕ йĕркелени - çирĕпленнĕ пулăм. Пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче РСФСР, Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх артисчĕ, К.С.Станиславский ячĕллĕ РСФСР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Леонид Родионов çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Черетлĕ тĕлпулăва сцена ăстисем ăна халалларĕç.

Леонид Никанорович - Самар облаçĕнчен. Вăл профессионал чăваш режиссерĕсенчен пĕри пулнă, 10 ытла пьеса çырнă, 5 кĕнеке пичетлесе кăларнă. Юбиляр çавнашкалах классика драматургине сцена çинче кăтартнипе палăрса юлнă. Унăн «Отелло» /В.Шекспир/, «Ревизор» /Н.Гоголь/, «Айăпсăр айăплисем», «Вăрман» /А.Островский/, Мещансем», «Старик» /М.Горький/, «Тĕттĕмлĕх тытăмĕ» Л.Толстой/, «Хĕн-хур айĕнче» /Çемен Элкер/, «Нарспи» /К.Иванов/, «Октябрь хумĕ» /А.Кăлкан/, «Уçнă çерем» /М.Шолохов/, «Уйăх тулнă каç», «Айкуль çĕршывĕ» /М.Карим/, «Манăн хĕрлĕ тутăрлă тополь» /Ч.Айтматов/... спектаклĕсене куракансем çав тери ăшшăн йышăннă.

СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев Леонид Никанорович хăйĕн ĕçне парăннă, пултаруллă, ĕçчен çын пулнине палăртрĕ. Унăн витĕмĕпе театр çирĕпленсе аталаннă. Вăл тăван тăрăха тăтăш кайса çÿренине аса илчĕ Валерий Николаевич. Халĕ, шел те, артистсен йышĕнче республика тулашĕнчен килнисем çук.

СССР халăх артистки Вера Кузьмина Леонид Родионов çинчен никамран лайăх пĕлет. Вăл унпа нумай çул пĕрле ĕçленĕ. Хăйĕн сăмахне 1947 çулта Мускавран вĕренсе килнинчен пуçларĕ ят-сума тивĕçнĕ хĕрарăм. Дипломлă çамрăксем ун чухне, фойере сумлă артистсемпе паллашнă вăхăтра, чăваш çĕрне пăхăнтарма, Шупашкара тыткăнлама тĕллев тытнине пытармарĕ вăл. Анчах çĕршывăн тĕп хулинче пĕлÿ илни чăн артист пулса çитнине пĕлтермест вĕт. «5 çул массовкăра чупса çÿренĕ хыççăн тин пĕчĕк сăнарсем шанса пама пуçларĕç. Кайран тĕп сăнарсем калăплама пуçларăм. Унпа ĕçлеме питĕ интереслĕччĕ. «Пурнăçри пек мар-çке. Эс ан выля», - пĕрмай çапла калатчĕ», - йăл кулăпа çиçрĕ унăн сăн-пичĕ.

Леонид Никаноровичăн ялĕнчен инçех мар сарăлса выртакан 2 кÿлĕпе çыхăннă пăтăрмах çинчен каласа кăтартрĕ вăл. Пĕринче - сивĕ, тепринче ăшă шыв пулнă. Артистсем çакăнта канма кайнă. Вĕсене, спектакльте вылякансене, паллах, сиввинче ишме хушман. Хăшĕ-пĕри пурпĕрех иккĕшне те кĕрсе тухнă. Кайран вара... сасси çĕтнĕ. Апла пулин те спектакль кăтартмасăр килмен.

«Сумлă сăнарсем шанса панăшăн Леонид Никаноровича тав тăватăп, ун умĕнче пуç таятăп. Вăл тĕплĕ ĕçлетчĕ. Сцена çинче суйнине чăтма пултараймастчĕ. Хăйне килĕшмесен тÿрех чаратчĕ. «Çĕнĕрен», - тетчĕ. Вăл мана ура çине тăма пулăшрĕ. Ун патĕнче пултарулăха туптанăшăн хама телейлĕ тесе шухăшлатăп», - çирĕплетрĕ Вера Кузьминична.

Раççей халăх артисчĕ Николай Григорьев сцена çинче вылянисĕр пуçне театр директорĕнче 20 çул тăрăшнă. «Хушма пĕлÿ илсе ĕçлеме пуçланăччĕ кăна, Леонид Никанорович чĕнсе илчĕ мана. Çамрăк Ленин сăнарне калăплама сĕнчĕ. Ун чухне пирĕншĕн вăл турă вырăнĕнче пулнă. Мĕн калăн? Шанса параççĕ тăк хирĕçлеймĕн - ĕçлемелле. Ăна та, кăна та вулатăп, пурте вĕрентеççĕ, анчах вырăнтан тапранма йывăртарахчĕ», - пăлханса калаçать Николай Данилович. Мускав комиссийĕ темиçе хут - сăнар çирĕплетме, спектакль хаклама - килсе кайни хăех асран тухмĕ. Шăпах «Хумсем çырана çапаççĕ» /Н.Терентьев/ ĕç К.С.Станиславский ячĕллĕ РСФСР Патшалăх премине тивĕçнĕ. Чăваш театрĕшĕн пысăк çитĕнÿ, савăнăç пулнă ку.

«Леонид Никанорович маншăн - театр çулне тупма пулăшнă çын. Унпа калаçман тăк çакăнта ĕçлеме мар, курма кăна килнĕ пулăттăм. Çакăн пек пулса тухрĕ: яла артистсем спектакльпе килсе тухрĕç. Леонид Никаноровичпа тепĕр темиçе çын пирĕн пата чăх йăтса пычĕç, пĕçерсе пама ыйтрĕç. Ун чухне вăл малти пÿрте кĕрсе мана сывлăх сунчĕ, шкул хыççăн ăçта вĕренме каяссипе кăсăкланчĕ. Çав вăхăтрах сăвă калас, юрлас, сăнар калăплас ăсталăха тĕрĕслерĕ. Унтан çак çулах Мускава артиста вĕренме каймашкăн сĕнчĕ. Хам çула тухасшăнччĕ - килтисем ямарĕç. Çу иртсен колхозра ĕçлеме пуçларăм. Пĕр кун пирĕн пата клуб ĕçченĕ чупса çитрĕ. Артист пулас ĕмĕтлисене Шупашкара тепĕр хут чĕнекен пĕлтерÿ курнă вăл», - çĕкленÿллĕ кăмăлпа сăмахлать Раççей халăх артистки Нина Григорьева. Çакăн хыççăн хĕр республикăн тĕп хулине вĕçтерсе çитнĕ. «Автобусран анса кăшт утсан кĕтмен-туман çĕртен Леонид Никаноровича куртăм. Ун чухне унăн ятне-шывне пĕлмен. Вăл куçран çухаличчен «эй!» кăшкăрса хыçран чупрăм. Мана палласа илчĕ. Кайран вĕренме кĕме пулăшрĕ», - тăсăлать калаçу.

Нина Ильинична куракан кăмăлне нумай сăнарпа тупнă. 15-ри Айкуле, тĕслĕхрен, 35 урлă каçсан вылянă. Ку ĕçе пьеса авторĕ Муса Карим та ырланă.

«Нарспие нумайăшĕ вылянă, анчах сана çитекенни пулман», - тенĕччĕ Нина Григорьевăн юбилей каçĕнче Валерий Николаевич. Ку спектакле театр ĕçченĕсем хамăр республикăра кăна мар, Мускавра, Питĕрте, чăвашсем пурăнакан ытти тăрăхра кăтартнă. Яланах тулли зал пуçтарăннă. Ку сăнара та аса илчĕ артистка. Нарспи рольне йышăнасшăнах пулман вăл. Пĕрремĕшĕнчен, ун чухне Сетнер савнийĕн çулĕнчен иртнĕ. Иккĕмĕшĕнчен, Нарспие пурте пĕлнĕ, çавăнпах ăна сцена çинче кăтартасси пушшех шухăшлаттарнă.

Çак сăнара халăх патне çитерме пулăшнăшăн Нина Ильинична Леонид Родионова тав тăвать. Ку спектакль режиссерăн юратнă ĕçĕсенчен пĕри пулнă.

«Ырă кăмăллăччĕ, пурнăç çинчен калаçма юрататчĕ вăл. Пĕрре урамра тĕл пулсан манпа Константин Иванов пирки сăмах пуçарчĕ. «Нарспи» поэмăн сыпăкне вулама ыйтрĕ», - сăмах илчĕ Сетнере вылянă Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Владимир Семенов.

Раççей халăх артисткине Нина Яковлевăна режиссер «Хумсем çырана çапаççĕ» спектакльте Иван Яковлевăн мăшăрне Екатерина Алексеевнăна выляма шаннă. Çакăншăн Геннадий Волков хăйĕн статйинче артисткăна мухтаса та илнĕ. «Кун пек сăнара Нина Яковлева çеç кăтартма пултарнă», - çырнă унта. Çакă уншăн, хăй калашле, пыл сĕрнĕ пекех пулнă.

«Нарспи» ĕçре Сетнер амăшне калăпланă вăл. Ку та - Нина Михайловнăн юратнă сăнарĕсенчен пĕри. «Пирĕншĕн Леонид Никанорович атте вырăнĕнче пулнă», - терĕ артистка. Унтан режиссерăн мăшăрĕ Наталия Афанасьевна çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл çамрăк чухне учительте тăрăшнă. Хĕрарăм хăйĕн пурнăçне упăшкине халалланă. Ахальтен мар çакăнта пуçтарăннисем Леонид Родионов киле те, ĕçе те васканине палăртса хăварчĕç.

«Тĕлĕнмелле ăслăччĕ, лăпкăччĕ, пултаруллăччĕ вăл», - терĕ ун пирки Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев. Вĕсем мăшăрпа пĕрле вăрмана çÿреме юратнă. Кăмпа, çырла, мăйăр татнă. Кайран вăрман пуянлăхне пĕрле тирпейленĕ.

«Леонид Никанорович ĕçе çуран çÿретчĕ. Эпĕ те унран тĕслĕх илсе ытларах утма тăрăшатăп», - терĕ сăвăç. Çавнашкалах писательсен пĕрлĕхĕнче драматурги уйрăмĕн ĕçне йĕркелесе пыма пулăшнă вăл.

«Хыпар» хаçат редакторĕнче вăй хунă Демьян Семенов Леонид Родионовран 2 хут интервью илнĕ. Пĕрре хаçатра театр çинчен критика статйи пичетленсен режиссер кÿреннине те манман вăл. Ăна Ефим Никитин шăрçаланă иккен. Çавăншăн калаçмасăр та пурăннă. Кайран пурпĕрех иккĕшĕ пĕр чĕлхе тупнă.

Ĕçтешĕсем Леонид Никанорович çĕр ĕçне юратни çинчен каласа кăтартрĕç. Артистсене те дача туянма сĕннĕ вăл.

Унăн ывăлĕ Виталий Родионов асăну каçне Мускавран ятарласах килнĕ. Вăл та ашшĕ театр ĕçне чунран хисепленине аса илчĕ. Унăн юлташĕсене хăйĕн ачисем пекех юратнине палăртрĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.