- Чăвашла верси
- Русская версия
«Çын куçĕнчен пăхас килмест»
- Питĕ лайăх астăватăп, эпир, ялти вĕт-шакăр, Советскине ярмăрккана кайнăччĕ çав кун. Çанталăкĕ калама çук лайăхчĕ. Каруççельпе ярăнтăмăр, пĕремĕк илсе çирĕмĕр. "Вăрçă пуçланнă, вăрçă. Нимĕçсем пирĕн çĕршыв çине тапăнса кĕнĕ", - кăшкăрашма пуçларĕç çынсем. Эпир, айван ача-пăча, аслисен калаçăвне ăша ытлах хывма та пĕлмен ун чухне. Вăрçă мĕн иккенне те ăнланман. Халăх тăрук саланса пĕтрĕ, вĕсем хыççăн эпир те килелле утрăмăр, - каласа кăтартать Çĕнĕ Тинкешре пурăнакан вăрçă ветеранĕ Михаил Руфов.
Ашшĕне эрнеренех вăрçă хирне илсе каяççĕ. 1942 çулта 17 çулти Михаил ячĕпе те фронта кайма повестка килет.
- Çĕмĕрлене ялтан пиллĕкĕн тухса кайрăмăр. Йĕнипе аннен куçĕ шыçсах ларнăччĕ. Тинкешри ытти хĕрарăмпа пĕрле ял вĕçĕнче алă сулса юлчĕ мĕскĕн. Тĕпренчĕкне камăн юн тăкма кăларса ярас килтĕр-ха? - куççульне шăлать Михаил Руфович. Тăшманран хÿтĕленме Мари Республикинче хатĕрлентернĕ хыççăн вунçиччĕри яшсене вăрçă хирне ăсатаççĕ.
Запорожьери чылай хулапа яла нимĕçсем пырса кĕни, сирпĕтни-çунтарни, унта чăтса ирттернĕ кашни кун Михаил Руфович асĕнче ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă.
- Пире, тин çеç алла хĕç-пăшал тытма вĕреннĕскерсене, тÿрех çапăçăва кĕртсе ячĕç. Ирхине нимĕçсем çывăрма юратнипе усă курса тул çутăличченех атакăна тухаттăмăр. Пĕрремĕш тăхлан хулпуççине амантрĕ, иккĕмĕшĕ ĕнсене вăйлах касса кайрĕ. Тăн çухатса хирте кунĕпе выртнă эпĕ, вăрантăм, таврара никам та çук, пуç кашлать, хам тăрăх юн юхать. Бомба шăтăкĕнче пĕр салтака асăрхарăм. Аманнăскерне çурăм хыçне çакса аранах çывăхри пĕр яла илсе çитертĕм. Санитарсем хăвăртрах чупса тухса шкулти госпитале вырнаçтарчĕç. "Эсĕ кĕпепе çуралнă", - терĕ тухтăр çур ĕнсе çуккине курсан. Сывă та вăйлă пулнă çав ун чухне, çамрăк организм теме те чăтнă, - вăрçă çулĕсене куçĕ умне кăларать ветеран. Суранĕ тÿрленмесĕрех вăрçă хирне тухса утать Михаил. Сывалсах çитейменнине кура салтака эрне ытла саппас полкра тытаççĕ. Румынире каллех амантаççĕ ăна. Сипленнĕ хыççăн Болгарие, Венгрие, Чехословакие, кайран Австрие нимĕçсенчен хăтарма хутшăнать чăваш салтакĕ. Германире 1949 çулчченех çарта тăрать Михаил Руфович.
Вăрçă хыççăн та нуши-терчĕ вĕçленмен-ха. Çапăçу хирне утса тухнăскерĕн кайран тата мĕн кăна тÿсме тивмен-ши? Ватă салтак мирлĕ саманара мĕн чăтса ирттернисене хаçатра çыртарасшăн пулмарĕ.
- Çичĕ çултан тин таврăнтăм яла. Çĕртме уйăхĕччĕ. Атте те вăрçăран килнĕ. Анне таса-сывах. Мана курсан мĕн тери хĕпĕртерĕç. Килте никам та алă усса ларман вăл вăхăтра. Тепĕр куннех çул-йĕр юсанă çĕре кайрăм. Унти ĕçе вĕçлесен çамрăксемпе вăрман касма çÿреме тытăнтăм, - аса илет ветеран.
Бригадирта - 20, пушарнăйра - 10, почтăра 4 çул ĕçленĕ Михаил Руфович. Мăшăрĕ колхозра вăкăрсем самăртнă çĕрте вăй хунă.
- Лайăхчĕ ман Зоя. 57 çул килĕштерсе пурăнтăмăр. Вăрçăнман, пĕр-пĕрне сивĕ сăмах каласа кÿрентермен, ялта çын култарман эпир. Икĕ ывăла та пÿрт лартма пулăшрăмăр. Халь акă 6 çул ĕнтĕ пĕчченех кун кунлатăп. Карчăккипе иксĕмĕре лайăхчĕ те, пăрахса кайрĕ çав мана, - каласа кăтартать хăй пурнăçĕ çинчен Михаил Руфов. Тĕрĕсех калаççĕ, тату пурнăç, пĕр-пĕрне хавхалантарни, çур сăмахран ăнланни çын ĕмĕрне тăсаççĕ çав.
Михаил Руфовичăн ывăлĕпе кинĕ юнашарах пурăнаççĕ. Çĕнĕ çурта куçас темен ватă, киввинчех юлнă.
- Пĕччен те лайăх мана. Кунта карчăкăн шăрши те пур пек. Тепĕр чухне вăл юнашар пекех те туйăнать. Çамрăксен уйрăм пурăнмалла, ман вĕсене кансĕрлес килмест. Кĕпе-йĕме çуса параççĕ, килсе пулăшаççĕ, сывлăхпа кашни кунах кăсăкланаççĕ. Апатне вара хам та пĕçереетĕп. Салтак пулман-и эпĕ, мĕн çын куçĕнчен пăхмалли пур? - тет ветеран.
Михаил Руфович радио итлеме юратать, хаçатсемпе те кăсăкланать. Румыни, Югослави, Германи укçи-тенкине паянхи кун та упрать. Вĕсене ашшĕ-амăшне, йăмăкĕсене кăтартма вăрçă хирĕнченех илсе килнĕ.
- Лаша çук, машина çук ман, çавăнпа та çуран нумай утатăп. Лавккана та хамах çÿретĕп. Хăть çулла, хăть хĕлле, çанталăкне те пăхса тăмастăп, уй-хире, улăхалла хăпарса анатăп, - хавхаланса калаçать вăрçă ветеранĕ.
Михаил Руфовичăн - икĕ ывăлпа пĕр хĕр, ултă мăнук, мăнукĕн виçĕ ачи. Кукаçи, асатте тесе чĕннине илтсен тем пекех савăнать вăл.
Украинăра вăрçă кĕрленĕшĕн, унта мирлĕ халăх юн тăкнăшăн кулянать Михаил Руфович. Ара, 1941-45 çулсенче вĕсемпе çума-çумăн тăрса çĕршыва хÿтĕленĕ, унти çынсем тус-тăван пекех çывăх шутланнă-çке. Украинсем пĕр чаçре те пулнă. "Вăрçăран хăрушши çĕр çинче нимĕн те çук. Пирĕн çĕршывăн ăна урăх курмалла ан пултăрччĕ", - тесе ăсатрĕ хĕн-хурне нумай тÿснĕ ветеран.
Елена АТАМАНОВА.
Етĕрне районĕ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментировать