- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хĕрарăмĕ хăйне шеллемест
Хуралтăсемпе çурт тăррисенчен пăт та пăт! тумлать çурхи тумла. Сенкер тÿпери март хĕвелĕ те малтанхинчен янкăр çутăрах пек туйăнать. Йывăç тураттисем çинчи ир-ирех вăраннă чĕвĕл-чĕвĕл кайăксен сасси кирек камăн кăмăлне те çĕклĕ. Ыран хĕрарăмсен - ăш пиллĕ аннесемпе ырă-ырă кукамай-асаннен, чипер аппасемпе йăмăксен - мимоза шăршиллĕ, сар хĕвел шевлиллĕ ăшă та çутă, ачаш та черчен уявĕ.
«Анне» - пĕрремĕш тата сăваплă сăмах. Анне - кашни çын пурнăçĕнчи пуçламăшĕн пуçламăшĕ. Мĕнешкел ачашлăх, çепĕçлĕх, юрату тапса тăрать унра. Аннерен хаклăрах çын пур-ши çак тĕнчере? Çутçанталăк хĕрарăма тĕлĕнмелле туйăм парнеленĕ - амăшлăх туйăмĕ.
Студент чухнехи пĕр ÿкерчĕк час-часах куç умне тухать. Пĕрле вĕренекен хĕрача пĕрремĕш курс хыççăнах çемье çавăрнăччĕ. Ялтан пĕр эрнелĕхе сессие килнĕскер тĕп пасартан таврăнать. Витрепе валашка, кĕреçе туяннă çамрăк хĕрарăм калама çук савăнăçлă. Пуçĕнче экзамен шухăшĕ те çук тейĕн, тÿрех ачисем, упăшки, выльăх-чĕрлĕхĕ çинчен сăмах пуçарчĕ. Ăнланмарăмăр эпир ăна, унпа пĕрле хĕпĕртеме те пĕлмерĕмĕр çăмăлттайсем.
- Эпĕ качча тухсан урам тăрăх витре йăтса çÿреместĕп, - тутине пăрчĕ кăшт малалла утсанах хам пекех айванкка тантăшăм та.
- Мĕн япăххи кунта, манăн анне вара вăйĕ çитсен, ирĕк пулсан киле темĕн те сĕтĕрсе килме хатĕр, - тÿрех хирĕçлерĕ пĕр пÿлĕмре пурăнакан. Килте йăлтах çителĕклĕ, тулăх та хăтлă пултăр тесе тăрăшать йĕркеллĕ кашни хĕрарăм. Çакна эпир хамăр амăшĕ пулса тăрсан кăна ăнланса илетпĕр.
- Хĕрарăма нихăçан та çитмест, - тенине пĕрре мар илтме тÿр килнĕ. Этемлĕхĕн черчен çурри чи малтан тĕпренчĕкĕсем пирки шухăшланине ăнланасшăнах мар çав темшĕн. Хăйсен ачисене кăна мар, юттисене те çунат айне илсе ÿстерме вăй-хăват çитереççĕ те вĕсем.
Пирĕн республикăра тăван тĕпренчĕкĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă хыççăн çын ачисене усрава илсе юратупа ăшăлăх парнелекен чăннипех те нумай. Акă Улатăр районĕнчи Володинсем - 10 ачана, Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнчи Уткинсем 7-шне хăйсен çемйине илнĕ. Нумай пулмасть вĕсен ялне çитсе килнĕччĕ. Шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекен Каролина Анатольевна хÿтлĕхсĕррисене татах та илес шухăшлăччĕ. Уткинсем арçын ачасене пĕчĕкренех çĕр ĕçне юратма, вĕлле хурчĕсем пăхма, тус-тăванлăха хаклама вĕрентеççĕ.
Шел те, юлашки вăхăтра çемьери йывăр лава ытларах хĕрарăм туртса пырать. Арçынсем ан кÿренччĕр те, çапах вĕсем çемçелсех кайнине ниепле те пытараймăн. Пĕлĕшсен хушшинчех икĕ-виçĕ ĕçре тăрăшакан хĕрарăм нумай. Упăшкисем те пур вĕсен, иртен пуçласа каçчен диван хураллаканнисем. Унашкаллисенчен халь тин ыррине кĕтсе илеймĕн. Ниçта ĕçлемен мăшăрĕсем киле урă таврăнсан та тем пек савăнаççĕ мăнтарăн хĕрарăмĕсем. Пĕчченех кредит тÿлеççĕ, ачисене вĕрентеççĕ, кулленхи пурнăçри мĕнпур ыйтăва та хăйсемех татса пыраççĕ. Йĕркеллĕн канаймаççĕ те, тен, çавăнпах хăйсен ÿсĕмĕнчен чылай аслă курăнаççĕ. Тĕкĕр умĕнче капăрланма мар, çÿçне турама та вăхăт çук вĕсен. Шел те, чăваш арçынĕсем мăшăрне упрама та, хаклама та пĕлеймеççĕ. Пурнăç тилхепине хăйсем те çирĕппĕн тытса пыраймаççĕ. Ирĕксĕрех хĕрарăмăн пур яваплăха хăй çине илме тивет.
Черчен те ачаш хĕрарăмра мĕн чухлĕ вăй-хăват, чăтăмлăх пурри тĕлĕнтерет те чылай чухне. Ир-каç та таçта çитме, темĕн çавăрттарса хума та ĕлкĕрет вăл. Уйрăмах чăваш хĕрарăмĕ хăйне нихăçан та шеллемест. Статистикăна илес пулсан, вăтамран амăшĕсем чирлĕ ача вырăнĕ патĕнче çĕр çывăрмасăр 3000 ытла сехет ирттереççĕ. Повар квалификацине алла илмен амăшĕсем пурнăç тăршшĕпе 500 тĕслĕ апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Унсăр пуçне Эльбрус тăвĕ çÿллĕш япала çăваççĕ. Çуса якатнă мĕнпур алшăллине хурса тухсан çĕр чăмăрĕ валли пиçиххи пулĕччĕ.
Арçынна шанса лармасть паян хĕрарăм. Вăл - политик, тухтăр, строитель, судья... Тĕрлĕ сферăра арçынпа тан ĕçлеме пултарнине чăннипех те çирĕплетрĕ. Хĕрарăм тĕнче уçлăхне хăпарма та, инженерире тĕшмĕртме те, автомобиле «çăварлăхлама», мĕн ĕмĕтленнине йăлтах пурнăçа кĕртме пултарчĕ. Карьерăн çÿлти картлашки çине хăпарнă паянхи хĕрарăм пĕр вăхăтрах çемьере те, ĕçре те вăхăтне шайлашуллă йĕркелеме пултарать.
Хĕрарăма çунатлантарма нумай та кирлĕ мар. Хăйне ырă сунакана вăл каялла ытларах та ăшăпа тавăрĕ. Çурхи уявра - Мартăн 8-мĕшĕнче пирĕнтен кашниех ăшă сăмаха, парнене тивĕçтĕрччĕ.
Комментировать