- Чăвашла верси
- Русская версия
Шанатăп, ĕмĕте упратăп
1812 çулхи Тăван çĕршывăн вăрçи хыççăн тыткăна лекнĕ француз салтакĕсене ушкăнпа хурăнлă çулпа Çĕпĕре ăсатнă. Вĕсенчен пĕри тарнă. Ăна темиçе кун шыранă, анчах тупайман. Вăрманта, çырма-çатрара темиçе кун çÿренĕ хыççăн вăйран кайнă француз салтакĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Мĕшĕлпе Караньял ялне пырса тухнă. Ял çыннисем таркăна улпут патне çавăтса кайнă. Анчах лешĕ ăна влаç çыннисене парас вырăнне тарçă тума шухăш тытнă. Шăпи çакнашкал çаврăнса тухнăшăн таркăн савăннă çеç. Вăл çĕнĕ хуçана чунтан парăнса пурăнма тупа тунă. Çĕпĕр çĕрĕнче асапланиччен ку чылай лайăхрах вĕт. Кăштах пурăнсан вăл чухăн хĕре юратса пăрахнă. Лешĕ те улпут патĕнче ĕçленĕ. Хуçа вĕсем пĕрлешнине хирĕç пулман. Жанн ятлă француз манăн пиллĕкмĕш сыпăкри мăн асатте шутланать. Архив докуменчĕпе – Кулижан.
Манра та француз юнĕ пурри палăрать. Эпĕ эрех-сăрапа иртĕхместĕп, пирус туртмастăп. Хăй вăхăтĕнче спортпа туслă пулнă, спорт мастерĕн нормативне те тултарнă, учительте ĕçленĕ.
1996 çулта ял çыннисем ыйтнипе «Хастар» ялхуçалăх артельне йĕркелесен ĕç нумайланчĕ: шкул çуртне хăпартма, пĕрлешÿллĕ хуçалăха ура çине тăратма тиврĕ. Ку ĕçре мана атте-анне, мăшăр, юлташсем пулăшса тăнă.
1997 çулта мана машинăпа çапса хăварчĕç. Сусăрланнăскер тăна кĕреймесĕр чылай выртрăм больницăра. Ман умра яланах Люда мăшăрпа анне пулнă. Сывалма пуçласанах арăм пăрахса кайнине пĕлтĕм. Çак сăлтава Люда çырнă çыру уçса пачĕ: «Хаклă Геннадий! Эпир санпа 11 çул ытла пурăнтăмăр. Çак вăхăт ахалех иртнине эпĕ ăнланса çитрĕм. Эсĕ нихăçан та çемье çынни пулман, ытти çыншăн çеç пурăннă. Эпир мĕн тĕллевпе пурăнатпăр? Камшăн пурăнатпăр? Çак çыру сана пăшăрхантарать паллах. Тархасшăн каçар мана. Манпа тĕлпулма ан тăрăш. Мана ăнлан, ан тарăх...»
Люда кайнăранпа чылай çул иртрĕ. Çыру сĕтелĕ умĕнче миçе каç çывăрмасăр ирттернине шутласа та пĕтереес çук. Ăна халалласа вун-вун сăвă çыртăм, вĕсене юрра хыврăм, сăнÿкерчĕксем турăм. Пур инкек те 13 хисеппе çыхăннине туйрăм.
Çын инкек-синкек хыççăн çичĕ хут чĕрĕ юлсан нумай пурăнать тенине илтрĕм. Турă хĕрхенессе, пулăшасса шанас килет. Тен, ман тĕле те сăпайлă, йĕркеллĕ хĕрарăм тупăнĕ.
Геннадий Смотрикин.
Сĕнтĕрвăрри районĕ, Караньял.
Комментировать