- Чăвашла верси
- Русская версия
Пĕрремĕш те - кумаляклă мар!
“Телей - виçĕ ывăл ашшĕ пуласси”, - республикăри Хĕрарăмсен канашĕн Шупашкарти уйрăмĕ çулсерен ирттерекен конкурса Сергей Михайлов çакăн пек девизпа хутшăннă. /Сăмах май, асăннă конкурса йĕркелемешкĕн хула администрацийĕ пулăшать/. Сергей Геннадьевичпа Елена Николаевна конкурса “Виçĕ пăхаттир çинчен калакан юмах” хатĕрленĕ. Çивĕч сюжетлă сценари çирĕп жюрие те килĕшнĕ. Жюри членĕсем Сергей Михайлов “Чи лайăх атте - 15” пулнине палăртнă. Унсăр пуçне вăлах “Чи патриот атте” номинацире çĕнтернĕ.
...Алăк уçăлчĕ те хĕрарăм пуçĕ курăнчĕ малтан. «Юратчĕ-ши?» - именчĕклĕн ыйтрĕ Елена Николаевна. «Эпир çын умĕнче пулма хăнăхман та...» - сăпайлăхăн сăлтавне уçăмлатрĕ кĕçех Сергей Геннадьевич. Чăн-чăн чăваш çемйи... Ĕçне пурнăçлаççĕ, конкурссенче çĕнтереççĕ, хăйсене мухтанине вара хăнăхман. Çавăнпах каппайчăклăх та ют вĕсемшĕн. «Ай-уй, конкурса хутшăнма мĕнле хăйнă-ши кусем?» - мĕлтлетрĕ пуçра. «Йăлтах - ачасемшĕн, - хальхинче лару-тăрăва виçĕ ывăл, виçĕ пăхаттир амăшĕ уçăмлатрĕ. - Арçын ачасен ашшĕнчен тĕслĕх илмелле вĕт. Мăшăрăм сывă пурнăç йĕркине пăхăнать, спортпа туслă, ачасене те явăçтарать. Ывăлăмсем те ун пекех ÿсессе шанатăп».
Тĕрĕссипе, кăлăхах сăпайланать-ха çамрăк çемье. Мăнаçланмалăх ÿсĕмсем пур вĕсен. Хулари 24-мĕш садикре те - тĕслĕх шайĕнчи çемьесен йышĕнче вĕсем. Ача сачĕн заведующийĕ Елена Павлова ахальтен мар «Раççей - спорт çĕршывĕ» ăмăртăва хутшăнма шăпах Михайловсене сĕннĕ. Мĕн тетĕр? Чăваш çирĕплĕхĕ, ĕçченлĕхĕ вĕсене 150 çемье хушшинче чи малти вырăна тухма пулăшнă!
Чи лайăх атте конкурса та çемье садик ĕçченĕсем сĕннипе хутшăннă-мĕн. Репетици - кашни кун. Çак тĕллевпе “Салют” культура керменĕ кĕтес уйăрса панă вĕсене - ара, сцена çине пĕрремĕш хут тухаççĕ вĕт! Ташăсене лартма асăннă садикре ĕçлекен Евгения Ширтанова пулăшнă. Ĕнтĕ йăлтах хатĕр пек - конкурсра çĕнтерме çанă тавăрма вăхăт. Анчах та кампа тупăшмаллине пĕлсен... алă-ура вăйĕ таçта кайса кĕнĕ... Пĕтрĕмĕр! “Чи лайăх ашшĕ” ята тивĕçессишĕн чăннипех лайăх ашшĕсем, упăшкасем кăна мар, республикăри паллă арçынсем, общество ĕçĕнче палăрса ырă ята тивĕçнĕскерсем, тупăшаççĕ! Кашни - ылтăн чăмакки! “Ан хăрăр, чи малтан вĕсем - ыттисенче нимĕнпе те уйрăлса тăман ашшĕсем”, - лăплантарнă садикра вăй хуракан психолог Марина Горбунова. “Вĕсем пулман тăк....” - туйăм авăрĕнчен халĕ те тухса пĕтеймест-ха Елена Николаевна. Ара, унăн упăшки - шÿт-им? - çулталăкри “Чи лайăх ашшĕ” вĕт!
Мана вара урăххи кăсăклантарчĕ. Тăхăр ашшĕ хушшинче пĕртен-пĕр Сергей Геннадьевич кăна чăваш тумĕ тăхăннăччĕ. Анчах та арçын Шупашкарта - вырăс хушшинче - çуралса ÿснĕ. Калаçу тилхепи каллех - хĕрарăм аллинче. “Малтан пире корольпе королева пулма сĕнчĕç. Мĕн королĕ пирĕнтен? Тепĕр тесен, эпир чăвашсем вĕт. Çавăнпах ку енĕпе нимĕнле иккĕленÿ те пулман пирĕн. Чăвашла кăна. Мăшăр-и? Йăлтах ăнланать. Сакăр çул хушшинче ăна та чăвашла вĕрентсе çитертĕм ĕнтĕ”, - упăшки çине юратса пăхать Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Малти Пукаш хĕрĕ.
Мĕн ыйтма пулать телей хĕлхемĕ сапалакан çак мăшăртан? Паллах, юрату çинчен кăна калаçас килет вĕсемпе. Пушшех те - çуркунне çывхарса килет. “Юрату - пĕр-пĕрне питĕ хисеплени. Пĕр-пĕринпе çыхăнса тăни. Эпĕ, сăмахран, Сергейсăр - никам та мар. Унсăр пурăнаймăп та”, - хĕрарăмăн çапах та ăслăрах пулмалла тенĕн куçран тинкерет Елена Николаевна. “Эпĕ те çаплах шухăшлатăп”, - арçын куçĕ ăшăлăхпа тулать.
Çапах та арçын командипе пурăнма çăмăлах мар-тăр. Пушшех те - хĕрарăм ĕçлет. Елена Николаевна социологи фирминче вăй хурать. Сергей Геннадьевич - “Элара” пĕрлĕхре. “Мăшăрăм пулăшман тăк ĕçлеймĕттĕм, килтех ларма тиветчĕ, - юрĕ, хĕрарăмах сăмах парар-ха. - Мăшăрăм пур енĕпе те пулăшать. Пирĕн çемьере арçын тата хĕрарăм ĕçĕ çук. Ачасене те ĕçе явăçтаратпăр. Савăт-сапа çума та ÿркенмеççĕ вĕсем. Ялта вара, эпир унта тăтăшах çÿретпĕр, пур ĕçе те хутшăнаççĕ. Хĕлле юр туртаççĕ, çулла çум çумлаççĕ, кĕркунне çĕрулми пуçтараççĕ... Яланах пĕрле эпир. Ĕçре те, вăйăра та. Ачасем, сăмахран, урама выляма та тухмаççĕ пирĕнсĕр. Ывăлăмсенчен асли Антон - 8 çулта. Вăл спорт гимнастикипе туслă. Кĕçĕннисене те, 6-ри Вадимпа Максима, спорта явăçтаратпăр”.
Мĕнех, пуçламăшĕ пур. Вырăссен “пĕрремĕш икерчĕ кумаляклă пулать” текен каларăш пур. Çук, Михайловсен пĕрремĕш те кумаляклă мар. Апла килĕшÿллĕ çак мăшăра малашне ытти конкурс çĕнтерÿçисен хушшинче те курас килет. “Конкурсĕсем тăтăшах иртеççĕ. Халĕ опыт пур. Малашне те маххă парас марччĕ-ха”, - шухăшăма вуланă пекех сывпуллашрĕç манпа “Чи лайăх ашшĕ - 2015” тата унран пĕрре те кая мар мăшăрĕ. Пирĕн вара Михайловсене ăнăçу сунмалли кăна юлать.
Комментировать