Венгр пики чăваш чĕлхи вĕренме килнĕ

26 Фев, 2015

ЮНЕСКО чăваш чĕлхине пĕтсе пыраканнисен йышне кĕртни чăваш чунĕллĕ чылай çынна пăшăрхантарать. Чăннипе, чăваш çук мар, вăл тĕнчипех сарăлнă. Вырăсланса пыни, аслисем ачисене тăван чĕлхене вĕрентменни ура хурать мар-и? Венгрирен Чăваш Ене пĕрремĕш хут килнĕ Мелинда Такачпа тĕл пулсан питĕм кăштах хĕрелчĕ. Венгри хĕрĕ çичĕ ютран, пин-пин çухрăмран пĕчĕк Шупашкара... чăваш чĕлхине вĕренме килнĕ. Пирĕн чĕлхе пирки çичĕ тинĕс леш енче те пĕлнĕшĕн чун хĕпĕртерĕ. Çав вăхăтрах чун хурланчĕ. Чăваш çĕрĕ çинче çитĕнекен ăру чăвашла калаçманнишĕн...

28 çулти Мелинда Такач вырăсла, такăнать пулин те, аванах калаçать. Вăл - археолог, Сегед университечĕн аспирантуринче вĕренет, хăй Домбовар хулинче çуралнă. Çав вăхăтрах Мелинда атеистикăна шĕкĕлчеме тытăннă. Халĕ 2-мĕш курсра ăс пухать. Венгрире чăваш чĕлхине питĕ хисеплеççĕ, мĕншĕн тесен вăл - Хĕвеланăçĕнче сыхланса юлнă пĕртен-пĕр тĕрĕк чĕлхи. Венгри чĕлхинче чăваш чĕлхинчен кĕнĕ сăмах чылай.

- Вĕсем 400-е яхăн. Ку пысăк хисеп шутланать. Тĕслĕхрен, «çĕрĕ», «çил», «пăру», «сысна», «шăпăр» сăмахсем пĕр пек илтĕнеççĕ. Çавна май Авалхи Венгри Пăлхар халăхĕсемпе çыхăннă тесе шухăшлаççĕ, - терĕ Мелинда калаçу пуçарнă май.

Венгри хĕрĕ чăвашсен çĕр ĕçĕн терминологийĕпе кăсăкланать. Чăвашла вĕренмешкĕн вăл «Ăнăçу чĕлхи» курса çырăннă. Пике Венгрире те чăваш грамматикине хăй тĕллĕн вĕренме хăтланнă. Темиçе уйăх каялла Атăлçи Пăлхар чĕлхисене те вĕренме тытăннă. Мелинда Шупашкара виçĕ уйăхлăха килнĕ. Вăл Чăваш Енре стажировка тухмашкăн Сегед университетĕнче грант çĕнсе илнĕ. Мелинда Венгрие таврăнсан тепĕр хут виза туса Чăваш Ене çулла татах килесшĕн. Вăл Раççейре икĕ хут пулнă.

Мелинда Такач диплом çырать. Унта вăл чăвашсен çĕр ĕçĕн терминологине те кĕртесшĕн. Венгрире унăн чăваш чĕлхине вĕренмешкĕн вăхăт çукпа пĕрех: кĕнекесем редакцилемелле, лекцисем вуламалла тата итлемелле, ăслăлăх статйисем пичетлемелле... Çак ĕçсенчен йăлтах хăтăлса Мелинда Чăваш Ене ятарласа чăвашла вĕренме килнĕ.

Шел те, Венгри ăçта вырнаçнине карта тăрăх çеç пĕлетĕп. Унта мĕнлерех çынсем тĕпленнĕ? Мĕнпе уйрăлса тăраççĕ Вĕсем ыттисенчен?

Хĕрĕ Раççее каяссине пĕлсен ашшĕ-амăшĕ Мелиндăна Çĕнĕ çул ячĕпе ăшă куртка парнеленĕ. Ара, Венгрире, кунтипе танлаштарсан, самай ăшăрах. Унта чылай чухне сывлăш температури 0-2 градус çеç. Хутран-ситрен шартлама сивĕ те хуçаланать.

Венгри халăхĕ çуллă, техĕмлĕ апат-çимĕçпе сăйланма кăмăллать. Яшка питĕ юратаççĕ. Наци çимĕçĕсĕр, какайсăр, пурăнаймаççĕ. Вĕсен сĕтелĕ çинчен аш-какайпа çавăрнă икерчĕ те татăлмасть. Венгрсем декабрĕн 24-мĕшĕнче Раштав уявне паллă тăваççĕ. Мăнкунра ыттисем пекех çăмарта хĕретеççĕ. Çав кун ачасем ашшĕ-амăшĕ ятарласа пытарнă парнене хĕрсе шыраççĕ.

- Августăн 20-мĕшĕнче Венгри патшалăхĕн уявне паллă тăватпăр. Мартăн 15-мĕшĕнче те ĕçе тухмасть халăх. Ун чухне Революци кунне уявлатпăр. Çак кун пурте хĕрлĕ, шурă, симĕс тĕслĕ какарда /хăю евĕрскер/ çакса çÿреççĕ. Ку тĕссем Венгри ялавĕпе пĕр килеççĕ, - тăван кĕтесĕ пирки калаçнă чухне ăшă йăл кулăпа çиçрĕ Мелинда. Çук, Венгришĕн тунсăхлама ĕлкĕреймен-ха вăл. Чăваш Енре курмалли пайтах. Мелинда Шупашкарпа тĕплĕн паллашасшăн. Унăн ĕмĕчĕсенчен пĕри пурнăçланнă ĕнтĕ - вăл Атăла хăй куçĕпе курнă.

Мелинда каланă тăрăх, венгрсем палинка ĕçеççĕ. Палинка - кунти эрех евĕрех хăватлă. Анчах венгрсем ăна нимсĕр-мĕнсĕр, çырткаламасăр, ĕçеççĕ. Унти халăхпа калаçнă чухне алла кĕсьене чикме юраманни пирки илтнĕччĕ. Тĕрĕсех иккен. Ку унта кăна мар, пирĕн патра та илемсĕр шутланать-ха, анчах венгрсем çакна питĕ юратмаççĕ. Интернетра çак халăх мунча кĕме, ташлама юратнине вуласа пĕлнĕччĕ. Анчах Мелинда кунпа килĕшмерĕ:

- Пирĕн патра та, сирĕнни пекех, ташлама юратакансем те, çакна кăмăлламаннисем те пур. Кама килĕшет - çавă ташлать. Чардаш наци ташши шутланать. Пирĕн мунча çук, душ çеç.

Мелиндăн ашшĕ ялта çуралнă, çавăнпа вĕсем унта тăтăшах кайса çÿреççĕ. Ялсем пысăккисем те, пĕчĕккисем те пур. Юлашки вăхăтра пирĕн патри ялсене цивилизаци çитни сисĕнет. Венгрири ялсенче вара тахçанах кашни пÿртре шыв, туалет пур. Вĕсем те пахчара тĕрлĕ çимĕç ÿстереççĕ. Венгрсен те унта ĕç вырăнĕ çукки - çивĕч ыйту. Çынсем хулана ĕçлеме çÿреççĕ. Мелиндăн йăмăкĕ пур. Амăшĕпе хĕрĕсем - католиксем, ашшĕ - кальвинист. Унта ывăл çуралсан ашшĕн тĕнне йышăнать-мĕн, хĕрсем - амăшĕнне.

Пуринпе те ăшшăн йăл кулса калаçакан Мелинда Такач çине пăхсан вăл малалла талпăнакан, пурнăçа юратакан, историпе кăсăкланакан çын пулнине ăнланатăн. Чăваш чĕлхине хисеплекенсене Чăваш Ен яланах хапăлласа йышăнать.

 

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.