«Капкăн» журналăн çĕнĕ кăларăмĕ!

«Капкăн» журналăн кăçалхи иккĕмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн «Пĕтĕм вăй-хăвата пухса тăрăшатпăр» ÿкерчĕкĕпе уçăлать.

Пирĕн вулакансем журналпа тачă çыхăну тытаççĕ, редакцие çырусем, кăсăклă материалсем тăтăшах ярса тăраççĕ. Ку кăларăмра вĕсем «Çапла çав...» рубрикăра вырăн тупнă.

Хастар авторсем, пирĕн шанчăклă туссем, журнала интереслĕрех хатĕрлеме пулăшаççĕ. «Пулать вĕт», «Йĕплĕ йĕркесем», «Кулăш-пулăш, çавра сăмах», «Шăпăрлансем-шăхличсем» тата ытти рубрикăсенче вĕсен хайлавĕсемпе паллашма пулать.

Çавăн пекех кăларăмра Владимир Егоровăн «Кăвакал тукмакки çиесси пулмарĕ», Георгий Туслин «Укçаллă алса», Василий Самойловăн «Хĕрлĕ пит» кулăшла калавĕсем çапăннă. Кроссворд тата кăсăклă ÿкерчĕксем пур.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.