- Чăвашла верси
- Русская версия
Тайма пуç сана, тăван шкулăм!
Пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн юлашки кунĕ Шупашкар районĕнчи Ишекпе унăн таврашĕнчи ялсенче пурăнакансемшĕн сумлă пулăмпа палăрса юлчĕ: чи ватă шкулсенчен пĕри 170 çул тултарчĕ. Çак тапхăрта çĕр-çĕр яш-кĕрĕмпе хĕр упраçа пĕлÿ, воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă.
Вĕсен йышĕнче - тыр-пул туса илекенсем, выльăх- чĕрлĕх пăхакансем, строительсемпе инженерсем, вĕрентекенсем, врачсем, çар çыннисем, ăсчахсем, культурăпа ÿнер ăстисем, производствăна аталантаракансем тата ытти вун-вун сферăра тăрăшакансем.
Ишекри шкул 1843 çулта уçăлнă. Прихут училищи, ăна тытса тăма укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе, 1853 çулта хупăннă, анчах сакăр çултан ăна тепĕр хут уçма май килнĕ. 1872 çултанпа - чиркÿ прихучĕн шкулĕ. 1881 çулта земство училищи пулса тăнă, 8 çултан малтанхи ятне тавăрнă. Ачасем чиркÿн пысăках мар пÿлĕмĕнче вĕреннĕ. 1876 çулта, сăмахран, кунта 38 арçын ачапа 6 хĕр ача ăс пухнă. Революцичченхи тапхăрта шкул ертÿçинче Ишек чиркĕвĕнчи А.Румянцев ?1876-1881% тиек, А.Добросмыслов ?1888-1894%, Д.Филимонов ?1894-1899%, А.Земляницкий ?1899-1909, 1915-1921% пачăшкăсем, Н.Пикторинский ?1909-1915% тиекпе ыттисем ĕçленĕ. Вĕсем - халăха çутта кăларас ĕçĕн пултаруллă ертÿçисем. Вĕренÿ учрежденийĕн çĕнĕ çуртне тунă чухне Д.Филимонов пачăшкă уйрăмах пысăк хастарлăхпа палăрнă. Даниил Филимонович çине тăнипех шкул çумĕнче хуçалăх хуралтисем çĕкленнĕ, Хураçырма, Ырашпулăх тата Çатракасси ялĕсенче пуçламăш шкулсем уçăлнă. Шкул хорне те йĕркеленĕ вăл. 1896 çулта Ишекри икĕ класлă шкул тата Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕн пĕрлештернĕ хорĕ Чул хулара, Пĕтĕм Раççейри художествăпа промышленноç куравĕнче юрланă. Унта II Николай император мăшăрĕ-пе хутшăннă. Хор вĕсен умĕнче "Турăçăм, çăлсам" юрра чăвашла шăрантарнă, патша çавăншăн Даниил Филимонова ырланă.
Хусанти учительсен семинарийĕнчен вĕренсе тухнă Д.Филимонов И.Яковлева çывăх пĕлнĕ, Иван Яковлевича чăвашсен пĕрремĕш букварьне тата "Начальное учение православной христианской веры" кĕнекене хатĕрлеме пулăшнă. Халăх ăна Христос тĕнне вĕрентекен, тăлмач, общество ĕçченĕ пек те пĕлнĕ.
Документсем А.Добросмыслов пачăшкă-вĕрентекенĕн хисеп-сумĕ пысăккине çирĕплетеççĕ. Вăл тĕп шкул ертÿçинче ĕçленĕ чухне виçĕ ялта шкул ĕçлеме пуçланă. Ишек чиркĕвĕнчи В.Громов пачăшкă та вĕренÿ тытăмĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă, вырăсла-чăвашла тата чăвашла-вырăсла словарь хатĕрлесе кăларнă.
Ишек шкул историйĕ интереслĕ пулăмпа пуянлансах пынă. 1898 çулта кунта Хусан архиепископĕ Арсений, Хусан кĕпĕрнинчи халăх училищисен директорĕ А.Никольский, халăх училищисен инспекторĕ А.Аристов, Çĕрпÿ чиркĕвĕн протоиерейĕ А.Васильевский, тĕнĕн ытти паллă çыннисем пулнă. Вĕренсе тухнисенчен чылайăшĕ культурăпа çут ĕçĕнче палăрнă, хăйсен ырă ячĕпе шкул сумлăхне ÿстернĕ. Вĕсен шутне Тарас Кириллов поэт-публициста, Тимофей Терентьев çыравçа, ыттисене кĕртме пулать. Кунта ăс пухнисем каярахпа Хусанти учительсен семинаринчен, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă.
1917 çул хыççăн Ишекри шкула Чикме, Етĕрне, Йĕпреç, Çĕрпÿ, Пăва уесĕсенчи ялсенчен вĕренме çÿренĕ. Шкулăн 20-30-мĕш çулсенчи вĕренÿпе воспитани ĕçĕнчи ÿсĕмшĕн ăна 1932 çулта СССР çутĕç министрĕн С.Бубнов ятне панă.
Юбиляр чылай вăхăт ăсталăхпа педагогика шухăшлавĕн центрĕ шутланнă. Кунта наука-практика конференцийĕсем, семинарсем, çав вăхăтри вĕрентекенсен канашлăвĕсем иртнĕ. Ăсталăха ÿстерме кÿршĕ республикăсемпе облаçсенчен те килсех тăнă. Учительсем докладсем вуланă, лекцисем ирттернĕ, вĕренекенсемпе пĕрле спектакль-концерт кăтартнă, колхоз ĕçне хутшăннă. Шкул çумĕн-чи 5 гектар çĕр çинче хăйсем туса илнĕ пахча çимĕçпе ачасене хĕлле вĕри апат çитернĕ. Аслă классенче вĕренекенсем мастерскойра вĕренÿре тата килте кирлĕ япаласем ăсталанă. Г.Сергеев, А.Ильин, Д.Иванов, С.Данилов, З.Владимиров, А.Миронов, Е.Захаров, А.Карецкий, Е.Ильина, А.Илюхин, А.Столяров, П.Ефремов, Т.Дубров вĕрентекенсем ял-йышра ырă ята, хисепе тивĕçнĕ. Вĕсем хут пĕлменлĕхе пĕтерессишĕн нумай тăрăшнă.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансанах вĕрен-текенсемпе пĕрлех аслă класри çамрăксем фронта хăйсен ирĕкĕпе кайнă. Çапăçу хирĕсенче 12 учитель, вăл шутра - 3 директор: С.Данилов, А.Ильин, А.Миронов пуç хунă. Ишек шкулĕнчен вĕренсе тухнă 300 ытла çын çĕр-шыв ирĕклĕхĕпе пăхăнманлăхĕшĕн çапăçнă, чылайăшĕ тăван кĕтесе таврăнайман. Вĕсен ячĕсене эпир чĕререх упратпăр.
Вăрçă хыççăнхи çулсенче Ишек шкулĕнче Шупашкар районĕнчи 29 ялти ачасем икĕ сменăпа вĕреннĕ. Н.Алексеева, Н.Петров, С.Малютин, Ф.Дмитриев, Г.Анисимов, Н.Пахитов, Р.Смирнов, Ю.Петров, Г.Семенова директорсем, РСФСР тава тивĕçлĕ вĕрентекенсем А.Арбатова, Х.Дмитриева, вăрçă хирĕнчен орден-медальпе таврăннă С.Скворцов, Н.Смелов, П.Матвеев-Дюма, А.Ананьев, А.Леонтьев, В.Трофимов, К.Скворцова, педагогика ĕçĕн ăстисем П.Р.Романов, Л.Тельмова, А.Вязова ?Малютина%, Г.Кудрявцева, А.Николаева, Н.Кольцова, В.Илюхина, Г.Степанова, З.Арбатова, Г.Фомиряков, Т.Ухтеринова, Т.Фомирякова, М.Смирнова, З.Гаврилова, Н.Андреев, Н.Агеева, П.Романов. Л.Евлампьева, М.Леонтьева, Ю.Носкова, А.Леонтьева, Л.Александрова, В.Эриванова, И.Лахитова, А.Петрова, Л.Капустина, М.Васильева, Н.Кудрганова, Е.Кузнецова, Г.Никитина тата ыттисем. Вĕсем вĕренÿпе воспитани ĕçне хăйсен витĕмлĕ тÿпине хывнă, çĕр-çĕр ачана тарăн пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсен пархатарлă ĕçне çĕр-шыври тĕп, республика тата район хаçачĕсенче çутатнă. Вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Ф.Дмитриев пирки И.Огородниковпа П.Шимбирева çырнă статья педагогика институчĕсем валли "Педагогика" ярăмпа 1954 çулта кăларнă вĕренÿ пособине кĕнĕ. Шкула В.Митта, С.Лашман, И.Тукташ, Петĕр Хусанкай, Уйăп Мишши сăвăçсем тачă çыхăну тытнă.
С.Малютин, Г.Анисимов шкул директорĕсем вĕрен-текенсене ăслăлăхпа тĕпчев ĕçне хастар хутшăнтарнă. Хăйсем те каярахпа ăслăлăх докторĕсем, профессорсем, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ наука ĕçченĕсем пулса тăнă.
Шкула коллективне Г.Соловьева аслă категориллĕ учитель ертсе пынă тапхăрта вĕренекенсен хăй тытăмлăхне йĕркелерĕ, вĕренÿ учрежденийĕн пурлăх никĕсне çирĕп-летрĕ, республикăра палăрнă тавра пĕлÿ музейне уçрĕ, темиçе кĕнеке кăларма пултарчĕ.
Шкул хăйĕн вĕренекенĕсемпе - СССР Патшалăх премийĕн лауреачĕсемпе Ф.Лукин композиторпа, И.Кольцов экскаватор машинисчĕпе, Ленин орденĕн кавалерĕсемпе Е.Христофорова дояркăпа, А.Григорьева строительпе, И.Илларионов ?Иван Мучи%, М.Юрьев, В.Алфер писатель-журналистсемпе, РСФСР тата ЧАССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Ю.Илюхин музыковедпа, РФ тата ЧАССР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ-пе Н.Любимовпа. РФ социаллă сферăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Ю.Ефиркинпа, тăван республикăмăрăн тава тивĕçлĕ строителĕсемпе Ф.Смеловпа, А.Морозовпа, Н.Васильевпа, С.Ильинпа, ЧАССР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Н.Николаевпа, Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ художникĕпе Г.Фомиряковпа, ытти вун-вун çынпа - тренерсемпе, спорт мастерĕсемпе, летчиксемпе, çар çыннисемпе тивĕçлипе мухтанма пултарать.
Шкултан тĕрлĕ вăхăтра вĕренсе тухнисенчен 60 ытла çын наука докторĕн е кандидачĕн диссертацине ăнăçлă хÿтĕленĕ. Вĕсен йышĕнче - А.Аверкиева, М.Данилов, И.Павлов, А.Куликова, И.Дмитриев, С.Малютин профессорсемпе Александра, Вениамин тата Валентин Андреевсем, Ю.Федоров, В.Нестеров, Г.Атаманов, А.Ильин доцентсем. Космос техникине сăнас ĕçре РАНăн Çĕпĕр уйрăмĕн сотрудникĕн А.Максимовăн тÿпи пысăк. Вĕренсе тухнисенчен чылайăшĕ аслă юридици, экономика, медицина, техника пĕлĕвĕ илнĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче асăннă шкултан вĕренсе тухнă 13 çамрăк çар тумĕ тăхăннă хыççăн юнлă хирĕç тăрусене хутшăннă. Вĕсем - Геннадий Калинин, Андрей Дмитриев, Николай Петров, Юрий Ямашев, Владимирпа Вениамин Алексеевсем, Леонид Белков, Валерий Миронов, Дмитрий Данилов, Николай Семенов, Александр Ландышев, Николай Модеров. Геннадий Калинин - Афганистанра, Андрей Дмитриев Çурçĕр Кавказра пуç хунă. Вĕсен ячĕпе хăйсем çуралса ÿснĕ ялсенчи урамсем хисепленеççĕ.
Шкул коллективĕ çамрăк директор Н.Кольцова ертсе пынипе малаллах талпăнать. Эпир кунтан тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнисем, ăна тата хамăра пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕрентекенĕмĕрсене саламласа пурин ячĕпе те "Тайма пуç сана, тăван шкулăмăр" тетпĕр.
Комментировать