Ырăлăх парнелекен ал çырăвĕсем

30 Янв, 2014

Пĕр тăван Катьăпа Таня Никифоровăсем пирки педагогсем: «Эпир вĕсене питĕ яваплă ĕçсем шаннă-ха. Пултаруллăскерсене тĕрлĕ олимпиада - конкурса хутшăнтаратпăр. Вĕсемсĕр пĕр уяв та иртмест тата», - теççĕ вĕренÿре «5» паллăпа ĕлкĕрсе пыракан хĕр ачасем пирки ăшшăн.

Никифоровăсем - Чăваш халăх писателĕн Василий Степанович Алентейĕн тăванĕсем.

- Василий Степанович асаннен пиччĕшĕ пулать. Унăн чылай хайлавне вуласа тухнă эпир. Шкул музейĕнче те ăна халалланă кĕтес пур. Кĕнекисемпе, сăн ÿкерчĕкĕсемпе тата ал çырăвĕсемпе кирек кам та паллашма пултарать. Хитре те таса почерклă, сарăхса кайнă хут листисене пĕрре мар пăхса тухнă эпир. Алла илме, аса илÿ тĕнчине лекме питĕ интереслĕ, - терĕç пĕр тăвансем.

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Юрьевна Николаева Алентей çинчен презентаци хатĕр-ленĕ чух шăп унăн хĕрĕпе тĕл пулнă. Вăл вара кил архивĕнчи ал çырăвĕсене шкула пама килĕшнĕ. Нимрен те паха тупрана педагог хаваспах икĕ миххе чиксе шкул музейне ĕмĕрлĕхе упрама илсе килнĕ.

- Ай, аран çĕклесе çитрĕм вĕт. Мĕн тери йывăр пулчĕ темрен хаклă «тупрана» çурăм çинче йăтса килме. Апла пулин те чунра ырă. Василий Степановичăн ал çырăвĕ-сем халĕ - пурин куç умĕнче. Ан тив, пурте курччăр, тытса вулаччăр унăн çĕрне-кунне пĕлмесĕр шăрçаланă ĕçĕсене, - тет хастар педагог.

Нумай пулмасть пĕлÿ çуртĕнче Чăваш халăх писательне халалласа хăйне евĕр конкурс иртрĕ. Сăвă-калав çырса тупăшрĕç Кĕтеснер шкулĕнче ăс пухакансем. Катьăпа Таня Никифоровăсем те хаваспах хутшăнчĕç.

- Асăннă уяв кăçалхипе пиллĕкмĕш çул иртет. Ăна йĕркелекенĕ - педагогика ĕçĕсен ветеранĕ, хăй вăхăтĕнче çак шкултах директорта вăй хунă Анатолий Иванович Иванов. Пултаруллисене парнесемпе хавхалантараканĕ те вăлах. Хальлĕхе çĕнтерÿçĕсене палăртман. Эпир вара пĕтĕмлетĕве чăтăмсăррăн кĕтетпĕр-ха, - теççĕ хĕр ачасем.

Çырма тата вулама кăмăллакан пĕр тăвансем спорт-ра та хастар, час-час çитĕнÿ туса пĕрле вĕренекенсене савăнтараççĕ.

- Катя нихăçан та мухтанма юратмасть. Сăпайлăскер олимпиадăна кайнă чух вара: «Манран усси сахалтарах пулĕ. Районта унта пултаруллисем тем чухлех. Тен, каймалла мар ăмăртăва/» - текелет те, хăй çĕнтерÿпе таврăнать, - тет ун пирки класс ертÿçи Галина Николаевна Николаева.

Элиза ВАЛАНС.

Вăрмар районĕ,

Кĕтеснер.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.