- Чăвашла верси
- Русская версия
Чун юрлать тейĕн
Хĕрĕм шкултан таврăнсанах сĕтел хушшине вырнаçса ларчĕ, кĕнеки-тетрадьне кăларса хучĕ. Киле панă ĕçе çĕнĕ ручкăпа пурнăçлама пуçласшăнччĕ те... Çук, темле шырасан та сумкăра тупăнмарĕ вăл.
Шкул çумĕнчи лавккара хутлав таблиципе илемлетнĕ ручка сутни пирки хĕрĕм тантăшĕсенчен пĕлнĕ. Эпир канцеляри ытти таварĕпе пĕрле пĕрре мар, тÿрех виççĕ туянтăмăр ăна. Пĕрремĕш класра вĕренекенскер пурне те шкула чиксе кайнă. Тăхтав вăхăтĕнче ручкăсене ачасене кăтартнă. Паллах, виççĕшне те çухатса хăварма пултарайман вăл. Ахăртнех, ачасем коридора тухнă вăхăтра илĕртмĕш хатĕре кам та пулсан кăларса илнĕ. Япали шел мар, кирлех тĕк ăна тепре те туянма пулать. Çав ачана хăйне шел пулчĕ. Ан тив, вак-тĕвек кăна, анчах тем тесен те усал çав йăла ырри патне илсе çитермест.
Кун пек чухне ачасен чунне витерекен сăмах тупма та çăмăл мар. Эпĕ те çак ĕç-пуçа ахаль ирттерсе ярас мар терĕм. Калаçăва пĕр ăслайран пуçларăм. Ăна мана анне кÿршĕрен пĕчĕк календарь илсе каçсан каласа кăтартнăччĕ: "Пĕр ача малтан йĕп илнĕ. Çакна амăшĕ курмăш тунă. Кайран пысăкрах япаласем патне туртăннă унăн алли. Юлашкинчен, çăмăл машина вăрласан, йĕрке хуралçисем ярса тытнă ăна. Килтен тухса кайиччен çав çамрăк амăшĕпе юнашар ларнă. Ыталас вырăнне çут тĕнче кăтартнă хĕрарăмăн сăмсине çыртса илнĕ вăл. "Анне, хăй вăхăтĕнче мĕншĕн чармарăн мана?" - куççульленнĕ каччă". Çакăн хыççăн нихăçан та çын хатĕрне ыйтмасăр тĕкĕнмен. Пĕрремĕш класра пĕлÿ илекенсем тимлĕ итлерĕç мана.
"Калама вăтанатăр тăк - ручкăсене тăхтавра никам курман чухне ман сĕтел çине хума пултаратăр. Çакăншăн сире никам та ятламĕ. Çын япалине урăх ан илĕр çеç", - терĕ класс ертÿçи.
Халĕ шкул программинче тĕн урокĕ пур. "Пуçламăшĕ" ятлă кĕнекепе вĕренекенсем çынлăх йĕркине ăша хываççĕ, тĕрĕс пурăнма хăнăхса пыраççĕ. Йăнăш кашни утăмшăн хăçан та пулсан явап тытма тивесси çинчен те аса илтерчĕ класс ертÿçи. Пирĕн, çынсен, пĕр-пĕрне ырă тума тăрăшмалла.
Çук, çав кун та, эрнерен те, уйăхран та ручкăсене тавăрса паракан тупăнмарĕ. Ачасен чун хĕлĕхĕсене хускатаймарăмăр-ши? Пурпĕр лайăххинех, шкул сукмакне такăрлатма пуçланă çав ача йăнăш тунине ăнланасса шанас килет.
Тепĕр кунхине ручка хакне пăхма ятарласах лавккана кĕтĕм. 20 тенкĕрен те йÿнĕрех вăл. Ăна, паллах, кашни ашшĕ-амăшĕ илсе пама пултарать.
Нумаях пулмасть Шупашкарти çветтуй Татиана чиркĕвĕ патĕнчи транспорт чарăнăвĕнче тăраттăм. "Карас телефонне кам çухатнă?!" - йĕри-таврари çынсем илтмелле кăшкăрса килеççĕ хĕрсем. Ăна вĕсем çул çинче тупнă. "Çав çын инçех те каяйман ĕнтĕ", - пĕр-пĕринпе калаçаççĕ хăйсем. Сас паракан пулмарĕ - таçта çитнĕ-ха вăл. Çамрăксем çийĕнчех телефона "çутрĕç" те кĕске вăхăтрах япала хуçин амăшĕпе çыхăнма май тупрĕç. Унăн тĕпренчĕкĕ, вырсарни шкулĕнче вĕренекенскер, хальлĕхе киле çитеймен-мĕн. Хĕрсем çав хĕрарăмпа тĕл пулма калаçса татăлчĕç. "Пĕлетĕр-и, чун юрлать тейĕн", - пирĕн еннелле çаврăнчĕ телефон тытни. Кулать хăй. "Япала тупса пани те ăшра вырнаçайми киленÿ кÿрет иккен", - пытармасть хĕр. Çул тăршшĕпех çак саманта аса илсе пытăм, вĕсемпе пĕрле савăнтăм.
Алăкран шаккарĕç. Ача çуртĕнчи тĕпренчĕксене, сусăр пепкесене, сахал тупăшлă çемьесене пулăшас тĕллевпе чăмăртаннă общество организацийĕ нухрат пуçтарма тухнă. Ку хутĕнче те пĕр шухăшласа тăмасăрах пухмача укçа ятăм. Витĕр курăнакан пĕчĕк арчара 100 тенкĕллисем курăнатчĕç. Çав укçашăн никам та çука юлмĕ, пуйса каймĕ. Кама та пулсан пулăшни нимрен хаклă.
Чиркÿ патĕнче ватă пĕр хĕрарăм аллине тăсса тăратчĕ. Хăй каланă тăрăх, вĕсем мăнукĕпе иккĕшех пурăнаççĕ. Укçа çитменни килтен хăваласа кăларнă ăна. Çав хĕрарăма та укçа паракансем тупăнчĕç. Вăл пурне те тав туса кĕлĕ вуларĕ.
Вырăс предпринимателĕ Козьма Солдатенов чухăнсем валли больница уçни историе çырăнса юлнă. Халĕ вăл С.П.Боткин ячĕпе хисепленет. Азербайджан миллионерĕ Гайджи Зейналабдин хăйĕн укçипе Коран куçарттарнă, Кавказра хĕрарăмсен гимназине хута янă, театр хăпартнă. Елизавета Федоровна Мускавра приют йĕркеленĕ. Унашкал çынсем пирĕн хушăра та пур. Тĕслĕхрен, "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыркăмăллăх марафонĕн пухмачне çулсерен пысăк укçа пуçтарăнать.
Ыркăмăллăх акцийĕсем йĕркелесси тахçанах йăлана кĕнĕ. Çынна пулăшас ĕçе хамăр тÿпене хывни те - пархатар. Ырăлăх вăрлăхне кăна ача-пăча чунне вăхăтра акса ĕлкĕресчĕ.
Комментировать