Автономи ертÿçи - хальхинче те Живов

17 Фев, 2015

Питĕрти Национальноçсен çуртĕнче чăвашсен каçĕ иртнĕ. Унăн программи пуян пулнă. Чăваш наци культура автономийĕн пухăвĕн пĕрремĕш пайĕнче йĕркелÿ енĕпе çыхăннă ĕçсене пăхса тухнă. Чи малтанах организацин Уставне йышăннă, пĕрлĕхĕн Канашне суйланă, председательне çирĕплетнĕ. Ентешлĕхе хальхинче те Владимир Живов ертсе пырĕ. Çĕнĕ Уставпа килĕшÿллĕн общество организацийĕн тытăмне Ĕç тăвакан комитет /Ĕçтăвком/ кĕртнĕ. Унăн пĕрремĕш председателĕ - Дарья Рогозная. Вăл маларах Питĕрти чăваш Çамрăкĕсен пĕрлĕхне ертсе пынă.

Ваттисен Канашĕн председательне малтанхи пекех Виталий Золотова çирĕплетнĕ.

Тăван енрен аякра пурăнма тытăнсан Константин Паустовскин сăмахĕсем час-часах пуçа килеççĕ: "Тăван çĕршыва юратасси тăван чĕлхене юратнипе çыхăннă". Атте-анне чĕлхи чуна, унăн тĕнчине, тытăмне уçса пама пулăшать.

Уявăн иккĕмĕш пайĕнче ЧР тава тивĕçлĕ артисткин Елена Соловьеван пултарулăх каçĕ иртнĕ. Елена Владимировна халăх тата классика произведенийĕсемпе Нева çинчи хулара пурăнакан йăхташсене тыткăнланă.

"Пĕрле пуçтарăнни пире тăван чĕлхене, культурăна, йăла-йĕркене упраса хăварма, чăваш ташши-юррисемпе çывăхланма пулăшать, - тенĕ Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ Анатолий Рыбкин. - Эпĕ Питĕрте 40 çул ытла пурăнатăп, Чăваш Ене те кайсах çÿретĕп. Апрелĕн10-мĕшĕнче унта ятарлă курав уçăлĕ".

Уяв каçĕ Питĕрти ентешсен "Парне" ансамблĕн юрри-ташшипе вĕçленнĕ.

Н.ГЕОРГИЕВА