«Çыртакан» хаксем

14 Фев, 2015

Юлашки вăхăтра хаксем ÿссе кайни - çынсене чи калаçтаракан ыйтусенчен пĕри. Эмелсем тĕлĕшпе пушшех пăшăрханать халăх: тем тесен те, чирли вĕсемсĕр пурăнаймасть-çке. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан пурнăçшăн уйрăмах кирлисен йышне кĕрекеннисем /вырăсла вĕсене ЖНВЛП тесе палăртаççĕ, 2015 çулта çак списокра - 567 ят/ 50 тенкĕрен йÿнĕреххисен хакĕ пушшех ÿсни паллă. Ятарлă списока кĕменнисенчен, халăх ытларах туянаканнисенчен Цитромон П тата Циннаризин уйрăмах хакланнă.

ЧР сывлăх министрĕ Алла Самойлова каланă тăрăх, ведомствăра хальхи вăхăтра тухтăрсем валли чирлисене сыватма сĕнÿсем хатĕрлеççĕ иккен. Вĕсемпе килĕшÿллĕн шурă халатлисен пациентсене малашне хамăр çĕршывра туса кăларнă эмелсене çырса памалла.

Пурнăçшăн уйрăмах кирлĕ эмелсен списокне хатĕрленине çырса пĕлтернĕччĕ. Çак йĕркене пурнăçа кĕртес тĕллевпе фармацевтсемпе те анлăн ĕçлеме палăртаççĕ. Аптекăсенче халăха чи малтанах ют çĕршывран килнĕ хаклă эмелсене мар, хамăрăннисене, самай йÿнĕреххисене, сĕнеççĕ.

Февралĕн 10-мĕшĕччен «Фармация» аптекăсенче пурнăçшăн уйрăмах кирлисен витринисене тумаллине асăрхаттарнăччĕ. Малашне ытти аптекăсенче те çак йĕркене пăхăнмалла. Хушу епле пурнăçланнине хамăр куçпа курса ĕненес килнипе çула тухрăмăр. «Фармацийăра» кун пек витрина, чăн та, пур. Ыттисенче хальлĕхе çукчĕ-ха. Асăннă списокри эмелсен хакне патшалăх йĕркелесе-сăнаса тăнине палăртмалла. Вĕсем хальлĕхе палăртнă виçерен иртмен имĕш. Хакланни вара эмел тăвакан чĕр таварпа тÿррĕн çыхăннă. Раççей Сывлăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, хамăр çĕршывра та эмелсен 90 процентне ют çĕршывран кÿрсе килекен чĕртавартан хатĕрлеççĕ. Çавăнпах хакланнă та. Чи кирлисен йышне кĕменнисен хакне вара туса кăларакан хăй палăртать.

Унсăр пуçне ведомство ют çĕршывра кăларнă эмелсен списокне поликлиникăсене, аптекăсене, тухтăрсемпе çынсем патне çитерме палăртать. Апла-и, капла-и, аптекăсенчи витринăсене хальлĕхе илемлĕ хуплашкаллă импорт тавар кăна илемлетет-ха. Çакна кашниех куратпăр.

Лару-тăрăва тĕрлĕ тытăмри аптекăна кĕрсе тĕрĕслерĕм. Министр çынсене чи малтан хамăр çĕршывра кăларнă эмелсене сĕнме ыйтнине пурте пурнăçланă пек туйăнчĕ. Маларах пĕр-пĕр эмел ыйтсан тÿрех хаклине сĕнетчĕç, хальхинче йÿнĕреххине асăнчĕç. Правительствăра иртнĕ канашлусенчен пĕринче Алла Самойлова тĕслĕх вырăнне ыттисене Омепразол хакне илсе кăтартнăччĕ. Хамăр патра кăларни - 30 тенкĕ, ют çĕршывран илсе килни - 200 тенкĕ, «Омез» ятли вуçех те 300 тенкĕпе танлашнине каланăччĕ. Куратăр ĕнтĕ: уйрăмлăхĕ пурах. Сывлăх министрне ĕненес пулсан, витĕмĕ, пахалăхĕ пурин те - пĕрешкелех. Эппин, перекетлеме май пурах.

Аптекăсенче шăпах çак препарат хакĕпе кăсăклантăм та. Пур çĕрте те: 68, 63 е 70 ытларах тенкĕпе сĕнчĕç. Эмелсене ыттисенчен йÿнĕрех хакпа сутнине ĕнентерекен вывеска çакнă пĕр аптекăра çеç 53 тенкĕпе сĕнчĕç ăна. Сывлăх министрĕ Алла Владимировна асăннă 30 тенкĕлĕххине кăна ниепле те тупаймарăм. Телее, «Фармация» тытăмĕнчи аптекăна кĕтĕм те пурнăçшăн уйрăмах кирлисен йышĕнче тинех 29 тенкĕпе асăрхарăм ăна. Юнашарах - 63 тенкĕлĕххи.

- Иккĕшĕ те хамăрăнах-и? - кăсăклантăм фармацевтран.

- Хамăрăнах, - пулчĕ хурав.

- Мĕншĕн хакĕсем тĕрлĕрен?

- Туса кăлараканĕсем расна.

- Пахалăхĕпе, витĕмĕпе епле?

- Пĕрешкелех.

Эппин, хамăрăнне туяннă чухне те асăрханмалла. Çакна та сăнарăм: ятарлă витрина çинче ют çĕршывра кăларнă Мезим /77 тенкĕ/ та пур. Çав вăхăтрах çак эмелĕн хамăр патра кăларнă варианчĕ Панкреатин /41 тенкĕ/ та пур иккен. Анчах пĕр аптекăра ку эмеле ыйтсан хамăрăнни пирки пĕр сăмах та чĕнмерĕç. Эпĕ кăсăклансан çеç:

- Ун пекки пур, анчах дози пĕчĕкрех. Чирлĕ çынна кирлĕ виçе таран 3-4 тÿме ĕçмелле. Ют çĕршывринче çак доза - пĕррере. Ĕçме меллĕрех. Эмел тÿмин шутне илсен те хакĕ пĕрешкелех тухать, - ăнлантарчĕ шурă халатлă пике.

Сăмахăма аптекăсемпе эмелсем пирки пуçарнă май пĕр истори аса килчĕ. Тимлĕхе çухатмалла маррине вĕрентĕ вăл. Тухтăр патĕнчен тухсан вăл çырса панă рецептпа аптекăна кĕтĕм. Хамăрăннисенех палăртнăччĕ шурă халатли. Халĕччен ку эмелсене туянса курманнипех вĕсем мĕн хак тăнине чухлаймарăм. Фармацевт мĕн чухлĕ тÿлемеллине каласан та укçана пĕр шухăшсăр кăларса хутăм. Киле çитсен çеç çырса панă эмелсенчен пĕрне хĕрарăм хамăрăнне мар, ют çĕршывра кăларнăскерне тыттарса янине асăрхарăм. Пĕлĕшĕм кайран ăна ман пек 147 тенкĕпе мар, 20 тенкĕпех туянма май пуррине пĕлтерчĕ. Ах, анчах! Эмеле вара каялла йышăнмаççĕ. Пуринчен ытла аптекăра ĕçлекенĕн чунсăрлăхĕ тарăхтарчĕ. «Хамăр патра кăларни çук. Урăххине сĕнетĕп. Кирлĕ-и?» - тесе ыйтма пултарнă-çке вăл. Кÿренÿ капланнипех вăл аптекăна текех çÿреместĕп.

Çакна та каласа хăварас килет. Аптекăсем тăрăх çÿренĕ май ача валли вар-хырăм эмелĕ шырарăм. Ку калаçу хускатмалли сăлтав та пулчĕ-ха. Кашниех тĕрлĕ эмел сĕнчĕ, пурте шăпах вăл витĕмлĕ пуласса, пулăшасса шантарса калаçрĕ. Хăшĕ-пĕри тÿрех хаклине сĕнчĕ, пĕри çеç 147 тенкĕлĕххи пулăшасса палăртрĕ. Хаксем çыртмаллипех çыртаççĕ çав! Ултă-çичĕ аптекăран иккĕшĕнче çеç пĕр эмелех сĕнчĕх. Мĕн каласшăн пултăм-ха: хăть те мĕнле чире сипличчен те малтан тухтăрпа канашлăр. Çырса панă эмелĕн витĕмĕ пирки лайăх ыйтса пĕлĕр. Каярахпа вара унăн хакне тĕрлĕ аптекăра тишкерĕр. Çав вăхăтрах хамăр патра кăларнипе кăсăкланма ан манăр.

 

Татьяна НАУМОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.