Ашшĕн çуначĕ айĕнче

14 Фев, 2015

Мĕнле кăна амăшĕ çук-ши çак тĕнчере? Пĕрисемшĕн тăван тĕпренчĕкĕсем те ытлашши. Теприсем ют пепкене хăйсен çунатти айне илсе юрату, ăшăлăх парнелеме, ăна телейлĕ тăвассишĕн темĕн те тума хатĕр.

Канаш районĕнчи Уçырмара пурăнакан 16 çулти Саша çак тĕнчене сусăр пулса килнĕ. Ашшĕ Виталий Михайлович каласа кăтартнă тăрăх, ача чирлĕ çураласси пирки хырăмра чухне сăмах та пулман. Анализсем те, УЗИ те пепке 9 уйăх тăршшĕпех йĕркеллех аталаннине кăтартнă. Ача çуралма вăхăт çитсен çамрăк тухтăр пулас амăшне укол тунă, кайран пепкене пуçĕнчен туртса кăларнă-мĕн. Çулталăк хушшинче пĕчĕкскерĕн темиçе операци витĕр те тухма тивнĕ. 2 çулччен вăл выртнă çеç, вăйсăрскер çурăм çинчен хырăм çине те çаврăнайман. Йывăр чире çĕнтерме пĕртте çăмăл мар, анчах та çывăх çыннисем ырринех шаннă. Ача çитĕннĕ май аталанма тытăнни ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк савăнăç пулнă. Упаленсе çÿрет паян каччă, сывă мар ал-ури вăйсăртăрах пулин те вырăн е тенкел çине хăй тĕллĕнех хăпарать, сылтăм аллипе хитре çырать, хăй тĕллĕн çиме тăрăшать. Ăс-тăн енчен вара урамра чупакан ытти сывă ачаран нимĕнпе те уйрăлса тăмасть.

Пĕчĕк ачашăн амăшĕнчен хакли тата кам пур-ши? Вăл ялан çумра пулнине, ачаш сăмахсемпе йăпатнине, юратса пуçран шăлнине нимĕн те çитмест. Сусăр пепкешĕн пушшех пĕлтерĕшлĕ çакă. Анчах та ДЦПпа нушаланакан Саша 8 çула çитсен амăшĕ килтен пăрахса кайнă. Канаша ĕçе вырнаçнă çăмăлттай хĕрарăм ачи, упăшки пирки мансах çухалса çÿреме тытăннă. Виталий Михайлович арăмне урăх арçынсемпе çапкаланса çÿренишĕн каçарайман. Сашăна пăхма пĕччен йывăр пулсан та, арăмне вăл текех килне кĕртмен.

Виталий Михайлович мăшăрĕнчен уйрăлсан Маринăна тĕл пулнă. Сакăр çул ĕнтĕ вĕсем пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ.

- Ачашăн вăл тăван амăшĕ вырăнĕнчех, тарăхнипе сасă хăпартнине халиччен илтмен, - каласа кăтартать Сашăн ашшĕ. Арçын ача та хĕрарăма юратса "анне" тесе чĕнет.

Пĕр шухăшлă, çирĕп çемье пирки ĕмĕтленекен икĕ чун пĕрлешсе хитре çурт-йĕр çавăрнă. Пÿрте кĕрсе тĕпелелле иртсен Серафимовсем хитре пурăнма юратни, кил хуçи ылтăн алăллă пулни сисĕнчĕ.

 

Дистанци мелĕпе

Эпир çитнĕ чухне мĕнпур кĕнекине сĕтел çине купаласа хунă Саша урок пуçланасса кĕтсе ларатчĕ. 4-мĕш класа çитиччен кĕçĕн классен учителĕ Елена Митрофановна киле пырса çÿренĕ. Алли сусăр пулсан та шăрçа пекех çырнă арçын ача ун чухне. Сашăн типтерлĕ тетрачĕсене тĕслĕх вырăнне шкул ачисене те пĕрре май кайса кăтартнă учитель. 5 класран пуçласа Саша Шупашкарти психологипе педагогика тата социаллă пулăшу вĕренÿ учрежденийĕнче дистанци мелĕпе вĕренме тытăннă. Компьютер умне кашни кун хаваспах вырнаçать вăл. Дневникне те уçса кăтартрĕ. Киле панă ĕçсене тĕплĕн, тирпейлĕ çырса пынинченех вăл чăннипех те тарăн пĕлÿ илме тăрăшни палăрать.

Сашăн юратнă предмечĕ - тăван чĕлхе. К.В.Ивановăн "Нарспине", А.С. Пушкинăн "Евгений Онегин" романне юратса вуланă вăл. А.П.Чехов произведенийĕсем те кăсăклă уншăн.

Дипломсемпе хисеп хучĕсем пĕр папкăна та вырнаçмаççĕ. Саша Серафимов - вун-вун конкурс çĕнтерÿçи. Олимпиадăсене те кашни çулах хастар хутшăннишĕн тав хучĕсемпе нумай чысланă. Çемьене те пĕрре мар хисеп хучĕпе хавхалантарнă.

 

Пĕрре те кичем мар

Пушă вăхăтра Саша шашка-шахмат, домино вылять. Ытти çамрăкпа социаллă сетьре хутшăнать.

Шкул ачисем те хăнана килсе çÿреççĕ ун патне. Калаçма юратаканскер пуринпе те пĕр чĕлхе тупать. Пĕрле хитре юрăсем юрланă, пылак çимĕçпе чей ĕçнĕ хыççăн Сашăн та кăмăлĕ çĕкленет.

 

Çулталăкра пĕрре

Аякра пурăнакан амăшĕ çулталăкра пĕрре Саша патне парнепе килсе каятех. Иккĕшĕ хушăран телефонпа та калаçкалаççĕ. Ăна аса илсен çамрăкăн сăнĕ те çуталчĕ. Мĕн тăвăн, кирек мĕнле пулсан та тăван амăшĕ-çке. Ăшă та ырă чунлă каччă амăшне ытлашши сивлемест. Килтен тухсах çÿременнипе пурнăçра усаллине курман Саша. Çемьере те лăпкăлăх хуçаланать. Ашшĕ ялан çумра пулнăран чи çывăх çынни тĕрĕс мар çул-йĕр суйласа илнине вăл ун чухне лайăх ăнланайман та. Çуралнă кунне кĕтет Саша. Ун чухне амăшĕ те çитĕ, парнепе савăнтарса хăварĕ. Килте мар, кашнинчех çырма айккинчи йывăçсем айĕнче тĕлпулаççĕ вĕсем. Тахçан кил-çурта пăрахса тухса кайнăскерне картишне ура ярса пусма та намăс. Виталий Михайлович малтанхи арăмне паянхи кун та каçарманнине хĕрарăм лайăх пĕлет.

Сашăн тăван амăшне Ольăна кураймарăмăр паллах. Пĕртен-пĕр ывăлне хĕрхенет-ши хăть хĕрарăм? Е çулталăкра пĕрре ячĕшĕн çитсе килнипех чунне лăплантарать-ши?

 

Елена АТАМАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.