Ытарлă самант управçи

13 Фев, 2015

Сехет йĕппи шав малаллах васкать, кун иртет, çул иртет... Вăхăта тытса чарма çук. Çапах та пурнăçри хăш-пĕр саманта асăнмалăх хăварма пулатех. Мĕнле-ши. Паллах, ÿкерсе. Сăнÿкерчĕксенче сăнарланса юлнă пиçсе çитнĕ сĕтеклĕ арпус-дыня, пыл шăршиллĕ чечек-курăк, хаваслă ача-пăча, ырми-канми ĕçчен халăх, юрлакан-ташлакан артист - пурнăçри ытти чылай пулăм-самант пире иртнĕ вăхăта тавăраççĕ, аса илÿсем çуратаççĕ, чуна ырă туйăмпа тултараççĕ.

«Чăн та мĕнле чарас килмĕ-ха пурнăçри ытарми саманта, вăл сана савăнтарать, вăй-хал хушать... Вăхăт çаврăмĕпе çĕр çаврăмне чарас çук, анчах фотоаппаратпа ÿкерсе илнĕ сăнарсем ĕмĕрлĕхех юлаççĕ, вунă çултан та, вуншар çул иртсен те пирĕн кăмăла пăлхантараççĕ, шухăша яраççĕ», - çырать Д.Акташ хăйĕн «Чарăнсам, самант - эс ытарми илемлĕ!» статйинче. Эпĕ те çак сăмахсемпе килĕшетĕп. Пурнăçри çав ытарайми самантсене тăп чарса упраса хăваракансенчен пĕрне хам та питĕ лайăх пĕлетĕп. Вăл - Илья Клочков, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, фотокорреспондент-вĕрентекен. Тăван халăхăн чăн-чăн пархатарлă çынни, чăвашлăхăн управçи тесе шутлатăп ăна. Унăн сăнÿкерчĕкĕсенче - тăван Чăваш Енĕн пурнăçĕ, çыннисем, чуншăн хаклă тавралăхĕн илемĕсем.  Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.