«Тантăш» 5-6 (4419-4420) №№, февраль (нарăс), 12

12 Фев, 2015

Вăхăт сисĕнмесĕрех шăвать. Йÿнĕ хакпа çырăнмалли тапхăр та вăшт! кăна иртсе кайĕ. Апла пулсан «Тантăш» хаçата, «Тетте», «Самант» журналсене паян-ыранах çырăнса илĕр! Пирĕн кăларăмсемпе туслашнисене ятарлă сертификатпа чыслăпăр. Васкăр!

Çĕршыв хÿтĕлевçин кунне халалланă «Салтак пăтти тутлă-и» конкурса вулакансен ĕçĕсем киле те пуçларĕç ĕнтĕ. Вĕсемпе хаçат страницисенче паллашма пултаратăр.

«Туслăх кăвайчĕ» кăларăм республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсен çырăвĕсемпе пуянланса пырать.

Чăваш наци библиотеки «Нарспие» вулатпăр» мĕнпур халăх хушшинчи проекта пуçарасси пирки хыпарлать. Ăна Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкне халалланă. Тĕплĕнрех - 7-мĕш страницăра.

«Паттăрлăх» рубрика çамрăк паттăрсемпе паллаштарма пăрахмасть. Ку номерте Гриша Подобедов çинчен вуласа пĕлме пултаратăр.

Çветтуй Валентин кунĕнче юратнă çынна парнепе савăнтарма епле аван! Анчах та ăна туянма вăхăт юлмарĕ-и? Кулянма кирлĕ мар. «Нинук тĕпелĕ» страницăри канашсемпе усă курсан савнă çын кăмăллă юлатех!

«Чи илемлĕ «валентинка» конкурс вĕçленчĕ. Унта пурте хастар хутшăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсен ячĕсене хаçатра вуласа пĕлĕр!

Чунăрпа яланах çамрăк пулăр. «Тантăша» юратса вулăр!

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.