Вĕсем - ĕмĕр асăмра!

12 Фев, 2015

Кăçал Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине халалласа шкулсенче тĕрлĕ уявсем ирттерме пуçланă. Йĕпреç районĕнчи Пучинкере вара нумай пулмасть «Янра, салтак юрри» фестиваль иртрĕ. Унта кашни класс ятарлă тум тăхăнса хутшăнчĕ, куракана хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕ.

Тăваттăмĕшсем те çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пулчĕç.

- Эпир санитар тумĕпе сцена çине тухрăмăр. Вăрçă вăхăтĕнче хĕрсем те хăйсен паттăрлăхĕсемпе палăрнине кĕнекесенчен, киносенчен аван пĕлетпĕр. Уйрăмах аманнă салтаксене вут-çулăмран илсе тухса пĕрремĕш пулăшу параканскерсен ĕçĕ питĕ йывăр пулнă. Тăшман пульлинчен хăрамасăр сурансене эмеллесе бинтсемпе çыхнă. Тепĕр чухне курăк шĕвекĕсемпе те, кивĕ япаласемпе усă курни те пулнă. Çухалса кайман-çке вĕсем, Тăван çĕршывшăн кар тăрса малаллах ăнтăлнă, - тет Софья Иванова.

- Хăрушă вăрçă вăхăтĕнче тем те курнă, тем те тÿснĕ хĕр салтаксем. Хăйсен чун ыратăвĕсене никама кăтартмасăр кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ. «Астăвăр! Самантлăха та манма юрамасть, Гитлер эшкерне хăвăрт-рах çапса аркатасси пирĕнтен те нумай килет!» - тенĕ вĕсем аманнисене çапăçу хирĕнчен çĕклесе е çавăтса тухнă май. Салтакĕсем те медсестрасене куçран пăхса: «Сываласчĕ хăвăртрах, каллех таврăнасчĕ фронта... Тавах сире, санитаркăсем! Çĕр çул пурăнмалла пултăр сирĕн. Вутра та ан çунăр, шывра та ан путăр», - тесе пил панă. Çапла, тем те курнă вĕсем... Çавăн пек усал вăрçă пире урăх кирлĕ мар, - терĕ Настя Кузьмина.

Вера Антонова та сăмах чĕнмесĕр лараймарĕ.

- Пĕрре вăрçă çинчен кĕнеке вуланăччĕ, унти кашни йĕркипе пăлханса та чуна ыраттарса паллашрăм. «... Аманнисем выртакан темиçе пÿрте харăс вут хыпса илчĕ. Ура çине тăма, хускалма пултаракансем çав пÿртсенчен хăйсемех тухса çăлăнчĕç. Анчах йывăр аманнисене санитаркăсен йăтса тухмалла пулчĕ. Вут-çулăма кĕрсе кайрĕç. Пичĕсемпе алли-урисене пĕçертрĕç пулсан та, йÿçĕ тĕтĕмпе чыхăна-чыхăна пурне те çăлса хăваричченех ĕçлерĕç...» Паттăрлăх вĕт ку! Вăрçăра кашни кун, тем те сиксе тухма пултарнă-çке. Пĕр кĕтмен- çĕртен... Эпир халĕ мирлĕ пурнăçпа пурăнатпăр. Асаттесемпе кукаçисем, асаннесемпе кукамайсем тÿснине пирĕн курас марччĕ. Вăрçă паттăрĕсене вара эпир ĕмĕр асра тытăпăр. Палăк умне чĕрĕ чечексем хурăпăр, вĕсене халалласа юрăсем шăрантарăпăр, - терĕ хĕр ача.

Элиза ВАЛАНС.

 

АВТОР сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.