- Чăвашла верси
- Русская версия
Пирĕн хулара хĕл каçаççĕ вĕсем
Эпир кашни кун урамра пулатпăр. Тĕкĕрç катине канма, йĕлтĕрпе ярăнма каятпăр, Атăл хĕрринче уçăлса çÿретпĕр. Сивĕ хĕле тÿссе ирттерекен вĕçен кайăксем пирки вара тепĕр чухне темшĕн шухăшлама та манатпăр. Те вăхăчĕ çитмест, те сăлтавĕ пачах урăххинче?
Пирĕн шкул ачисем вара çунатлă туссем пирки пĕр самантлăха та манмаççĕ. Çакна нумаях пулмасть иртнĕ ăслăлăхпа практика конференцийĕ те çирĕплетрĕ. Çамрăк тĕпчевçĕсем хăйсем кăна мар, вĕсен тус-юлташĕ те, аслисем те питĕ хумханчĕç.
Виççĕмĕш «г» класри Никита Плис тата Саша Скворцов конференцире интереслĕ темăпа тухса калаçрĕç. «Пирĕн хулара хĕл каçакан вĕçен кайăксем» темăпа калаçу йĕркелесси пĕрре пăхсан йывăр та мар пек. Анчах ку шухăшлав йăнăш. Çунатлă туссен ячĕсене пĕлмелле, вĕсене сăнамалла, пурнăçне тĕпчемелле... Мĕн чухлĕ ĕç кунта!
Çак ĕçсене йĕркеленĕ те ĕнтĕ çамрăк орнитологсем. Пире те хамăр хулара мĕнле-мĕнле вĕçен кайăк хĕл каçнине пĕлме интереслĕ пулчĕ. Вĕсене апат çитерме те манмалла мар. Вĕренекенсен ĕçне номинацире пысăк хак пани савăнтарчĕ. Çамрăк тĕпчевçĕсем вара пуринчен те ытла хĕпĕртерĕç.
СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: Çунатлă туссене - пирĕн «столовăйсем».
Комментировать