Ĕмĕтлĕ тилĕ «çунатлă»

12 Фев, 2015

«Ĕмĕтлĕ çын çунатлă», - тенĕ ваттисем. Ахăртнех, чăваш халăх юмахĕнче малкай пĕр тилĕ те илтнĕ-тĕр çак каларăша. Ĕмĕчĕ, чăнах та, пулнă хайхискерĕн: питĕ вĕçме вĕренес килнĕ унăн. Çав ĕмĕтех çунатлантарнă та ăна. Тилĕсем вĕçме çуралманнине чухламан-çке-ха апăрша. Вĕçев урокĕ илме тăрна патне васканă. Мĕнпе вĕçленнĕ-ши ĕç-пуç? Ку вăрттăнлăха уçса памăп сире, анчах уççине тыттарăп.

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательстви вулакансене черетлĕ кăларăм парнелерĕ. Кĕçĕн çулти ачасем валли 1500 экземплярлă тиражпа «Тилĕ вĕçме вĕренни. Как лиса летать училась. How the Fox Tried to Fly» кĕнеке кун çути курчĕ. Унта чăваш халăхĕн тăватă юмахĕ кĕнĕ: «Тилĕпе качака», «Чĕрĕп, каюра тата тилĕ», «Тилĕ вĕçме вĕренни» тата «Сурăх тирĕ витĕннĕ кашкăр». Чи пахи вара - хайлавсемпе харăсах виçĕ чĕлхепе (чăвашла, вырăсла тата акăлчанла) паллашма май пурри. Эппин, пирĕн халăх юмахĕсене чăвашла пĕлмен шăпăрлансем те вулама пултараяççĕ.

Кăларăма пухса хатĕрлекенĕ тата редакторĕ - О.Иванова, вырăсла куçараканĕ - А.Дмитриев, акăлчанла текст тăлмачи - В.Платонов. И.Алексеевăн капăр та ĕлккен ÿкерчĕкĕсем вара асамлăх тĕнчинех ертсе кĕрсе каяççĕ.

Ачасем, юмахсенчи сăнарсен хăтланкаларăшĕсемпе сăмахĕсене тимлĕрех сăнасамăр. Мĕн пирки систереççĕ-ши вĕсем? Хăш чĕр чуна шеллес, пулăшас килет сирĕн? Хăшне вара ятланă пулăттăр? Тен, сире «Тилĕ вĕçме вĕренни» юмахăн вĕçĕ килĕшмест? Эппин, малалла еплерех тăсăттăр эсир ăна? Хăвăр шухăшăрсене çырса пĕлтерсемĕр пире. Сирĕн çырăвăрсене чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.