Туслăхпа, юратупа, анчах - паспортсăр...

7 Фев, 2015

Çынна телей, ырă кăна суннипе палăрса тăрать çак çемье. Кĕвĕçÿ, тарăху мĕнне пĕлмеççĕ вĕсем, нихăçан та никама та усал сунмаççĕ, вăрçăнмаççĕ, мула, пуянлăха та хапсăнмаççĕ, мĕн пуррипе чуна çырлахтарса, çĕнĕ кун килнишĕн савăнса пурăнма пĕлеççĕ. Мĕн пĕчĕкренех Турра ĕненсе тÿрĕ çулпа утма, çынна ырă кăна тума хăнăхнă вĕсем.

Канаш районĕнчи Уçырма ял тăрăхне кĕрекен Кĕлтеçулĕнчи Козловсем патне хĕрарăмсен вырăнти канашĕн ертÿçипе Юлия Николаевнăпа кĕтмен çĕртен çитсе кĕни, тен, аванах та пулмарĕ, çапах та хапха алăкне уçнă май сакăр ача амăшĕн сăн-питĕнче кăмăлсăрланни палăрмарĕ, Валя аппа чĕнмен хăнасене урама тухсах кĕтсе илчĕ.

Алăк уратинчен кĕнĕ-кĕмен çемьери чи пĕчĕккисенчен пĕри кухньăри диван çине йăпăр-япăр хăпарса кайрĕ те ăшшăн çупăрласа питçăмартинчен чуптурĕ. Йĕкĕрешсенчен тепри залран чупса тухса мăйран уртăнчĕ. Шăпăрлансен шухăлăхĕ, палламан çынран кăшт та ютшăнманни кĕтменлĕх пулчĕ маншăн. «Ахальтен мар, апла ку çемьере юратупа туслăх хуçаланать», - текен шухăш вĕлтлетрĕ пуçра.

Пÿртре сăмсана кăтăклакан тин çеç пиçнĕ çăкăр шăрши сарăлнăччĕ. Космапа Дамьянăн çуралнă кунĕ иккен. Амăшĕ ир-ирех тăрса чуста хунă. Ашшĕпе амăшĕ вĕсене мула хапсăнман, çынсене ырă туса тĕлĕнтернĕ, чир-чĕртен сыватнă çветтуйсен /3-мĕш ĕмĕр çурринче - 4-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче пурăннă/ ячĕсене панă. Шăпăрлансем 5 çул тултарнă-мĕн. Аван та мар пулчĕ, çын патне нихăçан та пушă алăпа кĕрекен марччĕ. Парне кайса туянма ялта хăть пĕчĕк лавкка та пулмарĕ. Мĕнех, ку тăрăхалла татах та çитĕпĕр-ха.

«Кăвак çулăмсăр» та ăшă

Пÿрт ăш-чикĕ тирпейлĕ те таса пулнипе çеç мар, ăшă пулнипе илемлĕ теççĕ. Паллах, вăл этемлĕхĕн черчен çурринчен те нумай килет.

Çапла, ача чухнехи кăмака ăшшине тахçанах манса кайнă эпир. Ялсене «кăвак çулăм» çитнĕ май ахалех вырăн йышăнса ларать тесе йăпăр-япăр пăсса тăкрĕç ăна. Ку килте сыхласа хăварнă акă. Тин çеç çăкăр пĕçерсе кăларнипе-ши е урамран кĕнипе-ши, кăмака ăшши урăхларах, тата та хĕрÿрех пек туйăнчĕ мана. Вучахра типĕ вутă шатăртатса çуннă май эпир кухньăра шăкăл-шăкăл калаçса лартăмăр, кăвас тĕпĕпе пĕçернĕ тутлă та техĕмлĕ çăкăра астиврĕмĕр.

Козловсем «кăвак çулăм» кĕртес темен. Ĕлĕкхине - вутă хутса ăшăнса пурăннине - нимĕн те çитмест теççĕ. Вырăс кăмакинче çăкăр, кукăль-пÿремеч, яшка-пăтă та техĕмлĕ пиçет. Урамран шăнса кĕрсен вĕри кăмака çумне тайăнса ăшăнма вара пушшех аван.

«Вăрман - чи пысăк пуянлăх, вăл вара хамăр çумрах. Кĕркунне виçĕ хутчен каятăн та - вутă хатĕр те. Упăшка ир тăрать, эпĕ ыйхăран вăраничченех пÿрте хутса ăшăтать, арăмĕ тăраниччен çывăраймасран шикленет ахăр», - йăл кулать Валентина Николаевна.

Ĕçрен хăрамаççĕ Козловсем. Хĕл каçма вăрманта вутă-шанкă хатĕрленисĕр пуçне çырла-кăмпа, мăйăр, тĕрлĕ ÿсентăран пуçтараççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытнăран тăранса пурăнмашкăн аш-пăшĕ те, çăвĕ те çителĕклĕ. Пахчаçимĕçне те кĕркунне нумай туса илнĕ. Улма-çырларан хатĕрленĕ варени-компот нÿхреп туллиех.

Турă Амăшĕн хÿттипе

Паянхи кун кашни çын хăйне кирлĕ пек пурăнать, çавна май никама та ирĕксĕрлеме те, вăл е ку çынна сивлеме те çук.

СССР паспорчĕ пулнă-ха Козловсен. Кайран çĕннине илес темен. Вĕсем ăна кирлĕ документ вырăнне йышăнмаççĕ. Çавна май патшалăхран нимĕнле пулăшу та, ача пособийĕ те илмен. Паллах, амăшĕн капиталĕпе те усă курман. «Ал-ура ĕçлет, пурте таса-сывă, çакă мар-и-ха чăн-чăн телей, урăх тата мĕн кирлĕ?» - терĕ кил хуçи арăмĕ.

Чи кĕçĕннисемпе - йĕкĕрешсемпе - çие юлнине сиссен Валентина Николаевна Канашри больницăна кайнă. Хăйне тăрук йывăр туйма тытăннă 46 çулти хĕрарăм. Юн кайни пушшех те хăратнă пулас амăшне. Тухтăр патне лекес тесе гинеколог пÿлĕмĕ умĕнче иртен пуçласа каçченех ларнă, темиçе черет те ирттерсе янă: ăна паспорт çуккишĕнех йышăнман. «Пĕр хĕрарăм бомжа илсе килчĕç. Ăна çуса тасатнă хыççăн тÿрех йышăнчĕç, ман çине вара çаврăнса та пăхмарĕç», - чунне ыраттарсах каласа кăтартать Валентина Николаевна. Ĕнтĕ каç енне вăйĕ те пĕтсе çитнĕ, çапах та çуратма тĕв тунă хĕрарăм килне тухса утман. Юлашкинчен тĕп тухтăрпа канашласа пăхма шухăшланă.

«Эсĕ ватă, мĕн тума çурататăн, мĕн тума кирлĕ, сан татах та ачусем пур», - хирĕçленĕ лешĕ.

«Эпĕ пурпĕрех ачана вĕлерместĕп, хырăм пăрахса çылăха кĕместĕп», - касса татнă хĕрарăм. Больница сакки çинче куççуль витĕр кĕлĕ вуласа ларнă. Юлашкинчен ÿкĕте кĕртнех шурă халатлисене, ăна больницăна вырттарма килĕшнĕ. «Хам çине тăман пулсан çак çылăхсăр пĕчĕк чунсем паян пулмастчĕç. Турă Амăшĕ пулăшнипе çуралчĕç», - терĕ пĕчĕккисене хăй çумне ачашшăн çупăрласа Валя аппа.

Ача çуратнă чухне хĕрарăмăн хăрах ури тупăкра тесе ахальтен каламаççĕ çав. Ыттисене хăех тата çăмăллăн çуратнă пулсан кĕçĕннисене касса кăларма тивнĕ. «Операци хыççăн аран тăна кĕнĕ эпĕ, часах вăранайман, вилĕм манпа юнашарах пулнă. Кайран калаçайми те пулса ларнăччĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн тин çын пултăм», - тăсăлать калаçу.

Хырăм пăрахнине сивлет Валентина Николаевна. Пытармарĕ, тăваттăмĕш ачине хăй те кун çути кăтартасшăн пулман, упăшки йăнăш çултан пăрнă: «Мĕн, хырăм пăрахса мана çылăха кĕртесшĕн-и?» Хĕрарăм пурăнас чунăн кун-çулне татнă çылăха арçын пĕрле пайланине чылайăшĕ пĕлмест те пулĕ...

 

«Валя патĕнчех лайăх...»

«Кушак та ăшша юратать» тесе ахальтен каламан пуль çав ваттисем. Козловсем ăш пиллĕ, ырă та тарават пулнине таврара та пĕлеççĕ. Пĕччен ватăсене хăйсен хÿттине илеççĕ вĕсем. Кунта хÿтлĕх шыраса килекенсем паян та пур. «Кĕлтеçулĕнчи Валя патĕнчех лайăх», - текен ватă чылай ку тăрăхра. Халĕ Козловсем патĕнче Тăвай тăрăхĕнчен килнĕ пĕр кинеми пурăнатчĕ. Ватăскерĕн ыратакан урине хăйăрпа сипленĕ Валентина Козлова. Ăшă та лăпкă ăна кунта, никам та кÿрентермест. Сĕтел çинче яланах çăкăр пур. Унсăр пуçне Валентина Николаевна 90 çулти хуняшшĕне пăхать.

«Çу çитсен килĕсене каялла каяççĕ вĕсем, пирĕн патра хĕл каçаççĕ çеç. Эпир кинемисене кайран та пăрахмастпăр, хăнана кайса çÿретпĕр. Çынна ырă туни сăвап кăна пулать», - терĕ Валя аппа.

 

Сак тулли сакăр ача

Саккăрăшĕнчен тăваттăшĕ çемьеленме ĕлкĕрнĕ. Георгий Павловичпа Валентина Николаевнăн мăнуксем те сахал мар. Çынна ырă тăвасси тĕпренчĕкĕсенче те пур. Хабаровскра пурăнакан Алексей хăй те икĕ ачаллă, унсăр пуçне арăмĕн аппăшĕн пепкине усрава илнĕ. Настя качча кайнă, кафере ĕçлет. Тĕпренчĕкне шăпах ашшĕпе амăшĕ патĕнче хăварнăччĕ. Пĕчĕкскер çывăрмалли пÿлĕмре кĕлĕ лăпкăлăхĕпе тутлă ыйха путнăччĕ. Христина Канашра повара вĕренет. Таиç Уçырмари вăтам шкулта 8-мĕш класра пĕлÿ пухать. Пĕр вырăнта ларса тăма пĕлмен Космапа Дамьяна амăшĕ çумĕнчех лайăх. Шартламара çуралнăскерсене хĕл сивви пачах та хăратмасть. Тумтирĕ пăрланса ларичченех çунашкапа ярăнма юратаççĕ вĕсем. Пÿрте кĕрсенех мăйран уртăннă шăпăрлансем иртен çÿрене: «Атьăр пирĕн пата чей ĕçме», - тесе чĕннинчен тĕлĕнмерĕм ĕнтĕ.

Георгий Павловичпа Валентина Николаевна ачисене тĕрĕс воспитани параççĕ, аслисем каланине итлеме, ватăпа ватă пек, çамрăкпа çамрăк пек пулма вĕрентеççĕ. «Ырри ырăпах таврăнать. Çынна сивĕ сăмахпа сивĕтмелле мар, çăвартан пули-пулми сăмах кăлармалла мар. Хамăр лайăх пулсан çын та пирĕнпе лайăх. Эпир çĕр çинче хăнара кăна-çке», - калаçăва малалла тăсрĕ Валентина Николаевна.

Ырă малашлăха ĕненни çынна кирек хăçан та вăй парать. Козловсем пек ăш пиллĕ те тарават, пурне те ырă кăна сунакансем пурри - чăн пуянлăх.

Ан тив, вĕсем хăйсен тĕнчинче пурăнаççĕ, анчах кÿрше-арша, мĕнпур çынна яланах телейлĕ курассишĕн çунаççĕ.

Елена АТАМАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.