- Чăвашла верси
- Русская версия
Хамран вăйлăраххи пур-ши?
Упăшка теприн патне пăрахса кайни шăп ултă çул çитрĕ. Çав кунранпа эпĕ пĕчченех пурăнатăп. Ачана ашшĕсĕр ÿстерме çăмăл мар. Куç хывакансем пур мана та, анчах та вĕсем е çемьеллĕ, е сипленсе вăхăтлăха ĕçме пăрахнă. Мĕн пытармалли, ун пеккисенчен пархатарĕ сахал, ик-виç уйăхран каяллах ĕçке ярăнаççĕ. Чылайăшĕн арăмĕнчен вăрттăн теприн патĕнче канас килет. Мана вара вăхăтлăх арçын кирлĕ мар. Никам еркĕнĕ те пулас килмест.
Ик-виç çул каялла пĕр арçынпа паллашнăччĕ. Сăмах-юмах ваклама юратаканскер манпа питĕ хăвăрт пĕр чĕлхе тупрĕ. Пĕррехинче кивçен укçа ыйтрĕ те процентпа тÿлеме шантарчĕ. Виçĕ пин кăларса тыттартăм. Чăн та, тепĕр уйăхран 500 тенкĕ хушса тÿлерĕ. Хам ыйтсан хăнана чей ĕçмелли илсе кĕркелетчĕ, каламасан пушă алăпах вĕçтерсе çитет. Пĕррехинче каллех виçĕ пин тенкĕ ыйтрĕ. Килĕшетчĕ вăл мана, унран хаклă çын та çукчĕ юлашки вăхăтра. Пур-çук укçана самантрах кăларса патăм. Эрне кĕтрĕм - килмерĕ, уйăхран та çук. Çухалчĕ ман çын. Вăл ăçта пурăннине те пĕлместĕп. Айванккана шăнман пăр çине лартса хăварчĕ. Пачах шанчăкран тухрĕç арçынсем. Чей ĕçме илсе кĕнĕ печени-канфетшăн, малтанхи процентшăн темиçе хут ытларах хамăн кăларса яма тиврĕ. Эх, намăс та мар-ши? Пĕччен пурăнакан чухăн хĕрарăмран çапла кулмаллаччĕ-ши? Хăй каланă тăрăх, кредичĕсем пысăкчĕ унăн, ĕçĕнче вара ытла та сахал тÿлетчĕç, çавăн пиркиех шеллеттĕм те ăна. Арçынсене нихăçан та хĕрхенмелле маррине тин ăнланса илтĕм. Мана, айванккана, май пур тăк тата ытларах çарататчĕ-ха. Чухăн иккенне пĕлчĕ те - пăрăнса утрĕ. Хĕрарăм шутĕнчен тăранса пурăнас тесе темĕн тума та, кирек мĕн шухăшласа тупма та хатĕр пирĕн арçынсем.
Иртнĕ çул хамăр ялти пĕр арçын çур михĕ çĕрулмипе çитнĕччĕ ман пата. Чей ĕçмешкĕн сухари йăтса кĕнĕччĕ хайхи. Çĕр каçма хăвармарăм та кÿренчĕ, çĕрулмине те, сухарине те пĕрлех сĕтĕрсе тухса кайрĕ.
Аякка каймалла та мар, хамăр ĕçтешсем те çавнашкалах. Пĕр канфет та ахаль çитерес çук. Юрĕ, вĕсем пирки тепрехинче сăмах ваклăпăр.
Аппан упăшки те тĕлĕнтерет. Пилĕк çул ĕнтĕ йĕркеллĕ ниçта та ĕçлемест. Хушăран унта-кунта укçа тукаласа килсен уйрăм тытать. Иртнĕ эрнере хĕвелçаврăнăш çăвĕ туяннă та - аппаран пытарса хунă. Машинăпа ăçта та пулин каймалла пулсан бензиншăн хăй мар, пĕрмаях арăмĕ тÿлет. Вăйпитти те сывă арçыннăн епле укçа пулмалла мар, кĕсьере чăштăртатса тăмалла. Ÿркенмесен таçта та ĕç тупма пулать халь. Хĕрарăм хулпуççи çине хăпарсах ларчĕç паянхи арçынсем. Тăрантарса усрани кăна çителĕксĕр, çепĕçлĕхпе ачашлăх, хăтлăх кирлĕ тата вĕсене. Пĕрмай укçа çук тесе нăйăлтатакан мĕскĕнсене чăтма пултараймастăп. Мĕншĕн хĕрарăмăн яланах пур? Çĕр çывăрмасăр ĕçлет вăл, апат-çимĕç туянма та, ачисене тумлантарма та укçа тупатех.
Ялти хусах арçынсем, тархасшăн, манпа тĕл пулас тесе ан та чăрманăр. Киле пурпĕр никама та кĕртместĕп, хам та яла кайса пурăнмастăп. Ĕнсе çине хăпарса ларакансем кирлĕ мар мана. Кайран антараймăн та. Хамран вăйлăраххине, пуянраххине шыратăп эпĕ. Ун пеккисем пур-ши?
АЛЕНА.
Шупашкар хули.
Комментировать