«Тăван культура — Раççей культурин чĕрĕ тĕпренчĕкĕ» викторина

2014 çул Раççей аталанăвĕнче - культура çулталăкĕ. Çак ылтăн çÿпçери ĕмĕрсен мулне хăватлатнинче тăван халăх тÿпи те пысăк. «Самант» ирттерекен викторинăра культура пĕлтерĕшĕ анлă, ăна сцена искусствипе çеç çыхăнтарма кирлĕ мар. Культура - чĕмĕш тата япалаш (духовное и материальное) пĕрлĕхĕ, шăранчăкĕ. Хастар тусĕсене журнал хăш-пĕр ыйтусене сÿтсе явма сĕнет. Хуравсем кĕтетпĕр! Пĕтĕмлетÿ - пуш уйăхĕнчи кăларăмра.

1. Шкул программинче Атăлçи Пăлхара вĕрентмеççĕ. Асăнсан та Юрий Долгорукий, Андрей Боголюбов, Всеволод Пысăк йăва кнеçсен похочĕсемпе аса илеççĕ. Ылтăн Урта патшалăхне йĕркелессине Бату хан Пăлхар улусĕнчен тытăнни, Уксах Тимур вара Ылтăн Уртана аркатма Пăлхар улусĕнчен пуçлани несĕ­лсен культурине мĕнле хаклаттарать?

2. Марко Поло тĕнче çул çÿревĕ çинчен пĕлетĕр пулĕ ĕнтĕ. Хăй вăхăтĕнче ăна ĕненмен - «Миллион суеçĕ» ят панă. Итальян сарчĕ (купси) мĕн курни-çырни пирки халĕ те тавлашма пăрахман-ха. Марко Поло аслă çул çÿреве тухичченех Атăлçи Пăлхар çинчен камран тĕплĕн пĕлнĕ?

3. Голливуд Атăлçи Пăлхар культурипе çыхăннă блокбастер та ÿкернĕ. Унăн ячĕ мĕнле? Историре чăн пулнă мĕнле ĕç-пуçа сăнлать вăл? Пăлхар сарчĕсен çурçĕр халапĕсене мĕнлерех çутатать?

4. Раççей культуринче хальхи саманари чи паллă çынсенчен пĕри - Михаил Ефремов. Чăваш культурипе епле çыхăннă вăл?

5. Игорь Николаев композитор тата юрăç пирĕн республикăна пĕлет-и?

6. Шупашкарта Павлов мичман урамĕ мĕншĕн пур?

7. Раççей культуринче çутă йĕр хăварнă ентешсен списокне (ятсарне) сĕнĕр.