Никама та манман, нимĕн те манçăман

4 Фев, 2015

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă «Пирĕн вăй - пĕрлĕхре» Çырура Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă асăну вырăнĕсемпе сооруженийĕсене, асăну объекчĕсене тирпей-илем кĕртмелли, юсаса çĕнетмелли çинчен каларĕ. Унта влаç органĕсем тата Чăваш Енре пурăнакансем хастар хутшăнасса пĕлтерчĕ.

Муркаш районĕнчи Оринин ял тăрăхне 14 ял кĕрет. Вĕсенче 2 палăк тата 2 обелиск. Ял халăхĕ тата шкул ачисем кашни çулах тирпей-илем кĕртеççĕ вĕсене. Паллах, çулсем иртнĕçемĕн вĕсем те кивелеççĕ, ишĕлеççĕ. Çавна май пĕлтĕр Орининри палăка юсаса çĕнетнĕ. Кăçал вара черетре - Атапай ялĕнчи. Сăваплă ĕçе пурнăçлама укçа-тенке вырăнти бюджетран уйăраççĕ.

Мулкачкассинче Николай Васильев пуçарăвĕпе хăй вăхăтĕнче вăрçă паттăрĕсене халалласа обелиск уçнă. Ăна тума нухрата ял çыннинчен пухнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă обелиска ял-йыш тирпейлесе тăрать.

Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпари тулли мар вăтам шкулта вĕренекенсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ял-йыша асăнса лартнă палăка хĕлле те тирпейлесе тăраççĕ. Ун патне пыма çул уçаççĕ, йĕри-таврашне юртан тасатаççĕ. Сăваплă вырăна тирпейлесси - вĕсен тивĕçĕ. Çакна кашни ача лайăх ăнланать. Çавăнпах ĕнтĕ пĕр вĕренекен те айккинче юлмасть. Çулталăкĕпех вăй хураççĕ кунта. Çуллахи вăхăтра палăка çумкурăкран тасатаççĕ.

Паттăрсен ятне асра тытни, ырă ĕçе çамрăксене явăçтарни питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Елчĕк районĕнчи Кушкăри вăтам шкулта та ачасене патриотла воспитани парас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă тĕле шкулта Çар мухтавĕн кĕтесне йĕркеленĕ. Вăл темиçе пайран тăрать: «Фронт паттăрĕсем - ахаль салтаксем», «Эпир - пакунсене хывманнисем» тата «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă учительсем».

Пĕрремĕш пая вăрçăран аманса таврăннă ентешĕсене халалланă. Кушкăра çуралса ÿснĕ 105 паттăр Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илнĕ. Вăрçă хыççăн тÿрех тăван колхозра, шкулта ĕçлеме тытăннă. Вĕсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки ятарлă кĕтесре туллин каласа кăтартнă.

Шел те, çак ялти 106 çын хаяр вăрçăран таврăнайман. Вĕсем çинчен Асăну кĕнекинче кĕскен çеç палăртнă. Çапах та ял халăхĕ тăванĕ-пĕлĕшĕпе кăсăкланма пăрахмасть: вĕсем ăçта çапăçнă, ăçта вилнĕ, вĕсене хăш тăрăхра пытарнă. Кун пирки «Эпир - пакунсене хывманнисем» пайра паллашма пулать.

Виççĕмĕш пая вĕрентекенсене халалланă. Кушкă шкулĕн учителĕсем те хăйсен ирĕкĕпе фронта кайнă. Вĕсен йышĕнчех: Александр Петров, Аркадий Богданов, Леонид Иголкин, Василий Портнов, Павел Петров.

Çар мухтавĕн кĕтесне йĕркелеме учительсем ачасене те явăçтарнă. Вĕсем сăнÿкерчĕксем, асаилÿсем, документсем пухнă. Çавна май стенд йĕркеленĕ.

Маларах ачасем Аслă Çĕнтерÿ кунне вăрçа хутшăннă ентешсемпе пĕрле ирттернĕ. Вĕсем вĕренекенсене хăйсен асаилĕвĕсемпе паллаштарнă. Халĕ иккĕмĕш çул ĕнтĕ уява вăрçă паттăрĕсемсĕр ирттереççĕ. Вĕсемсĕр экскурсисем, ятарлă конкурссемпе викторинăсем йĕркелеççĕ. Мĕн тăвăн? Пурнăç малаллах шăвать. Чи кирли - паттăрсене асра тытни, вăрçă хаярлăхне манманни, çамрăк ăрăва çĕршыва, тăван тăрăха юратма вĕрентни.

Валентина ПЕТРОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.