«Кулак» шăпи

3 Фев, 2015

Сакăр çулти хĕрача сурăх путеккине кăкăрĕ çумне пăчăртаса тытнă. Темле палламан арçынсем çак черчен чуна унран туртса илесшĕн тăрмашаççĕ.

- Памастăп! Вăл манăн! Эпĕ ăна юрататăп! - куççуль витĕр кăшкăрать хăва пек çинçе хĕрача. Путеке тата та хытăрах хăй çумне пăчăртать. Унăн çинçе уçă сасси утă уйăхĕн ăшă сывлăшне чĕтретет. Хĕрача хăй те сиксе чĕтрет.

- Касатăп пуртăпа!

Пуртăпа чăнласах хăмсарчĕ Ортямсем патне сĕмсĕррĕн пырса кĕнĕ арçынсенчен пĕри. Хĕрача хăранипе шарт! сиксе хăй сисмесĕрех путеке вĕçертрĕ. Лешĕ арçыннăн тискер сассинчен хăраса-ши, тен, хĕрача ытамĕнчен ирĕке тухнине туйса - тарма тăчĕ. Тараймарĕ - ăна çийĕнчех ярса тытрĕç.

Ку - манăн Александра аккан аса илĕвĕнчен. Вĕсем патне утă уйăхĕн вĕçĕнче пĕр илемлĕ кун сĕмсĕррĕн пырса кĕрсе çакнашкал тискеррĕн хăтланнă арçынсем пирĕн кукаçин кил-йышне кулак тесе айăплакансем пулнă. Çак пĕчĕк путеке çеç мар тăпăлтарса илсе тухса кайнă вĕсем ун чухне. Аннен ашшĕпе амăшĕ, пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем хăйсен вăйĕпе пухнă мĕнпур пурлăха пĕр ыйтмасăр, намăса пĕлмесĕр хăйсен хушшинче валеçме пуçлаççĕ. Савăт-сапаран пуçласа кукамай тĕрленĕ сурпансемпе масмаксем, хĕрарăм çипуçĕн хулпуççи çине çĕлемелли тĕрĕллĕ хăюсем таранах.

- Пĕтĕм ял халăхне айăплама кирлĕ мар. Ял халăхĕн айăпĕ çук. Вĕсем хĕрхенетчĕç те пире. Уйрăм карма çăварсемпе вĕсен хÿрешкисем хуçаланнă ун чухне, - тетчĕ анне ачалăхĕнчи тискер саманана аса илнĕ чух. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.