Пурăн, Настя...

31 Янв, 2015

Çак кунсенче Шупашкарта пурăнакан Настя Перцева 7 çул тултарнă. Ăна парнеленĕ шурă чечек çыххи сĕтел çинче капăррăн курăнса ларать. Анчах тĕнчери пур савăнăçа чун витĕр кăларма пÿрмен хĕрачана. Вăл тăванĕсемпе юнашар кăна хăйне хăтлă туять. Сусăр çуралнăскер кулса кăтартни те - амăшĕшĕн пысăк савăнăç. "Маттурскерĕм эсĕ манăн", - хавхалантарсах тăрать ăна çут тĕнче парнеленĕ хĕрарăм. Ырринех шанать-кĕтет икĕ ача амăшĕ. Асли Юля шкултан вĕренсе тухнă ĕнтĕ, халĕ - студент.

Кĕçĕн тĕпренчĕкне Арина Алексеевна халĕ те йăтсах çÿрет. Унпа пĕрле тухтăрсем вĕрентнĕ пек тĕрлĕ хускану тăвать. Хĕрĕ пĕр сăмах та пулин каласан е хăй тĕллĕн утма пуçласан, ахăртнех, унран телейлĕрех çын та пулмĕччĕ çак тĕнчере. Халĕ вара пĕтĕм вăй-хăвата пуçтарса йывăрлăхсене çĕнтерсе пыраççĕ Перцевсем. ДЦПпа, тытамакпа нушаланакан Настя хăйне юратнине, пулăшма тăрăшнине туять, ăнланать.

Пачăшкă пулăшăвĕ

"Эпĕ малтан хам та ăнланман, кайран тин ăнкарса илтĕм: çылăхсăр пепкесем çак тĕнчене пирĕштие çаврăнса килеççĕ. Турă вĕсене çынсене тĕрĕслеме ярса парать", - тет Арина Алексеевна. Чăнах, пурнăç илемĕпе киленекенсен чĕри хытса чурăсланман-и? Пĕр-пĕрне мĕнпе пулăшма пултаратпăр-ши эпир? Тем тесен те, çыннăн ырăрах пулмалла. Пĕрлĕхре чир-чĕр те çĕнеймен вăй.

"Пирĕн хуйхă пирки Çĕнĕ Шупашкарти чиркÿре ĕçлекен Илья атте пĕлнĕ те мана чĕнсе илчĕ. Настьăн сывлăхĕшĕн çурта çутас терĕм. Пачăшкăпа калаçниех лăпкăлăх кÿчĕ. Киле таврăнсан интернетра "Настенька, эсĕ чире çĕнме пултарăн" социаллă ушкăн йĕркелерĕм. Çынсемпе хутшăнни те хăват хушать. Хĕрĕме чиркĕве илсе çÿретĕп. Унта ăна та канлĕ", - хушса калать амăшĕ. Урамра чирлĕ ачана çынсем çаврăнсах сăнанине ниепле те хăнăхса çитеймеççĕ Перцевсем.

 

Пĕр вĕçĕм сипленмелле

Арина Алексеевна иккĕмĕш пепкине хăй тĕллĕн çуратайман. 7-8 сехет мĕкĕрленнĕ хыççăн касса кăларнă тĕпренчĕкĕ сусăрланнă-мĕн. "Уйăхран тин больницăран тухсан кăкăр ĕмме те вĕрентнĕччĕ ăна. Анчах хĕрĕм халсăрлансах пычĕ", - аса илет хĕрарăм. Ун чухне мĕн чăтса ирттернине пĕр хăй кăна пĕлет вăл. Чун ыратăвне сăмахпа çырса кăтартайăн-и?

Шупашкарта кăна сипленипе çырлахман Перцевсем, Раççейри, чикĕ леш енчи клиникăсемпе çыхăну шыранă. Хусанта, Новосибирскра, Германире, Чехире пулнă. "Хĕрĕме пĕрмай вырттарса пурăнтарас килмест. Ăна пулăшмалла. Анчах упăшка ĕçлесе илнĕ укçа çулталăкне темиçе хут реабилитаци курсĕ витĕр тухма çитмест", - чунне уçать хĕрарăм. Çук, темле пулсан та алли усăнман унăн.

 

Ырăлăх

2012 çулта, Германие кайма укçа çитменнине кура, Перцевсем сенкер экран урлă халăхран пулăшу ыйтнă. "Упăшка килĕшесшĕнех пулмарĕ. "Хамах кирлĕ чухлĕ нухрат ĕçлесе илĕп", - терĕ. Аранах ÿкĕте кĕртрĕм. Пирĕн нимĕншĕн те аванмарланмалла мар", - тăсăлать калаçу. Çакăн хыççăн пĕлĕшĕсем кăна мар, пач пĕлмен çынсем те укçа куçарса пама пуçланă вĕсене.

 

Çĕнĕ курав

Арина Перцева - Тăвай районĕнчи Çĕнĕ Пуянкасси хĕрĕ. Ăна ашшĕ, вăл та художник, пĕчĕкренех тавралăх илемне хут çине куçарма вĕрентнĕ. Хăйĕн пурнăçне чун киленĕçĕпех çыхăнтарма шухăшланă вăл. Аслă пĕлÿ илсен Дмитроври фарфор заводĕнче, Шупашкарти керамика цехĕнче ĕçленĕ.

Пултарулăх çынни килте те пушă вăхăт тупăнсанах ÿкерме ларнă. "Ĕçÿсен куравне йĕркелемелле санăн" - сĕннĕ юлташĕсем. "Мана чап кирлĕ мар", - кĕскен хуравланă Арина Перцева. "Халĕ, туятăп, вăхăт çитрĕ", - палăртать пурнăç терт-нушине астивнĕскер. Картина сутнă укçа та хĕрне сиплемешкĕн çав тери кирлĕ. Сăмах май, вăл хальхи тата хĕр чухнехи хушаматăн пĕрер сыпăкне пĕрлештерсе Перцаль хушма ят йышăннă.

"Пачах ÿкермесен кун пушă иртнĕн туйăнать", - пытармасть художник. Унăн картинисене Шупашкар, Мускав, Питĕр, Казахстан, Австри... çыннисем туяннă. Нумаях пулмасть К.В.Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче Арина Перцальăн ĕçĕсен куравĕ уçăлчĕ. Вĕсенче чечексем, хула пейзажĕ сăнланнă.

 

Германири чечексем

Пĕрре Германири клиникăна кайнă чухне çул хĕрринчи мăкăнь тата утмăлтурат хитрелĕхĕпе киленсе пынă вĕсем. Вырăна çитсе вырнаçсан Арина Перцаль ÿкерме пуçланă. Çав чечексен хитрелĕхне, тĕс вылявне хут çинче упраса хăварас килнĕ унăн.

Палатăна кĕнĕ медсестра картинăна курсан нимĕçле 2-3 сăмах каланă та тухса кайнă. Нумаях та вăхăт иртмен, сывлăх сыхлавçи нимĕçле тата вырăсла лайăх пĕлекен хĕрарăмпа пĕрле пырса кĕнĕ. Вăл ăна туянасшăн иккен.

Арина Перцальăн картинисем клиникăн тĕп тухтăрне те килĕшнĕ. "Атьăр, çакăнтах курав йĕркелĕпĕр", - хĕрарăма хавхалантарнă вăл. Курма пынисем унăн пултарулăхне пысăк хак панă. Арина Алексеевна хăйĕн ĕçĕсене сутса та, парнелесе те хăварнă.

Тепрехинче Германире художник хăйĕн картинине коридортах хăварнă. Ун тавра халăх пуçтарăнса тăнă. Чечексем каллех пурне те тыткăнланă. "Турăçăм, мĕнешкел илемлĕ. Эсĕ тата мĕн ÿкеретĕн?" - пĕлесшĕн пулнă хайхисем. Вăл чечексем кăна мар, портрет ÿкерме те саккас йышăннă.

Çакăнти сывлăх сыхлавçисем Настьăна шкул рюкзакĕ парнеленĕ. Арина Перцаль та асăнмалăх япала хăварма шухăш тытнă. Ырă кăмăллă нимĕçсем валли татах картинăсем хатĕрленĕ вăл.

Германири, Чехири, Сочири илемлĕ вырăнсем унăн ĕçĕсенче сăнланнă. Акă çĕр çырли пуçтарма кайсан татса килнĕ чечек çыххи куçа туртать. Лилисем хваттере хăтлăх кĕртеççĕ. Уй чечекĕсем мĕн чухлĕ тата! Хальтерех мастерскойри орхидейăна ÿкерсе пĕтернĕ вăл. Çав вăхăтрах художник ялшăн тунсăхлани те палăрать.

Перцевсем Интернет урлă нумай юлташ тупнă. "Ачасем-пирĕштисем" социаллă тытăмрисемпе хутшăнаççĕ. "Ал ăстисен ярмăркки" ушкăнрисем Настьăна çемçе теттесем ярса параççĕ. Патша хĕрне çаврăнма хатĕрленекен шапа та, упа çурисем те хĕрачан кăмăлне кайнă.

 

Айккинче ан юлăр

Пирĕн йышра ырă çын сахал мар. Перцевсене волонтерсем те укçа пуçтарма пулăшаççĕ.

Кĕçех амăшĕпе хĕрĕ Германи клиникине çул тытĕç. Арина Алексеевна кашни саманта сăнÿкерчĕксенче сăнласа хăварасшăн. Пĕринче Настя тухтăрсем пулăшнипе шыва кĕрет, тепринче кроликсене куçран вĕçертесшĕн мар, виççĕмĕшĕнче - йытăпа пĕр чĕлхе тупнă.

Пурăн, Настя! Пирĕнтен кашниех çак хĕрачан пурнăçне ырă енне улăштармашкăн пулăшма пултарать.

Арина Перцевăна Раççей Перекет банкĕ урлă укçа куçарса пама май пур. Унăн реквизичĕсене хаçатра пичетлетпĕр:

Чувашское ОСБ / 8613 г. Чебоксары

ИНН: 770783893 БИК: 049706609 КПП: 213002001

Л/С 42307810375023400497

Получатель: Перцева Арина Алексеевна

Карта Сбербанка 5469750010424227 Владелец Перцева Арина.

Яндекс кошелек: 410011177568153

 

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.