Юнпа çырăннă кунсем

31 Янв, 2015

Кăрлачăн 27-мĕшĕ - Ленинграда блокадăран тĕппипех хăтарнă кун. Кăçал çак хулана пурнăç «кĕртнĕренпе» 71 çул çитрĕ. Историри чи юнлă осада 872 куна /1941 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕ - 1944 çулхи январь 27-мĕшĕ/ тăсăлать. Блокада вăхăтĕнче хулара 100 пин бомбăпа 150 пин снаряд çурăлать. Хулана тĕппипех çавăрса илнĕ вăхăта 500 пин яхăн çынна çеç эвакуацилесе ĕлкĕреççĕ. Унта тата 2,5 миллион çын юлать. Вĕсенчен 400 пинĕшĕ - ачасем. Блокада вăхăтĕнче 850 пин яхăн çын вилнĕ.

Эвакуаципе Чăваш Ене те сахал мар çын килнĕ. 1941 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне кăна 3 çултан пуçласа 17 çулчченхи 17085 ачана шута илнĕ.

Малтанах республика территорийĕнче 5 ача çурчĕ пулнă тăк, вăрçă пуçлансан нумай уçăлнă вĕсем. Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пирĕн республика 70 пин ытла çыншăн тăван кил пулса тăнă. Чылайăшĕ пирĕн республикăрах юлса тĕпленнĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕринпе ытларикун Наци музейĕнче тĕл пулма май килчĕ.

Кушак шÿрпи

- Эпĕ хамăн историе - пĕр çемье икке пайланнине - каласа кăтартăп. Кивĕ Петергофра пурăнаттăмăр. Ленинград облаçĕнчи Петродворец хулине халĕ нумайăшĕ пĕлет. 1941 çула пĕчĕк çак хулара кĕтсе илтĕмĕр те. Пурнăç лайăхчĕ. Атте должноçе вырнаçнăччĕ кăна, анне тин çеç пĕчĕк шăллăма çуратнăччĕ. Анчах... вăрçă. Атте тÿрех фронта тухса кайрĕ. Анне виçĕ ачапа тăрса юлчĕ: иккĕмĕш класра вĕренекен тете пурччĕ тата.

Пĕррехинче шкула çÿрекен мĕнпур ачана эвакуацилессине килсе пĕлтерчĕç. Тольăна часрах çула пуçтарма ыйтрĕç. Анчах чукун çул вокзалне çитсен аннене ачасене текех эвакуацилеменнине пĕлтернĕ: ара, малтан илсе кайнă икĕ состава та тĕппипех аркатнă, пĕр чĕрĕ ача та юлман. Каçхине анне тетепех таврăннăшăн савăнтăм. Вĕсене ыталарăм та йĕрсе ятăм. Пĕр хушăран хĕрарăм каллех килчĕ. Хальхинче пĕчĕк ачаллă çемьесене илсе тухни пирки каларĕ. Анне йĕме тытăнчĕ, кайма килĕшесшĕн пулмарĕ. «Пуçтарăнăр, вăрçă часах вĕçленĕ. Пĕр-икĕ уйăхранах каялла таврăнăр. Ытлашши япала та ан илĕр, пĕр сумка çеç тултарăр. Таврăнатăрах», - терĕ хĕрарăм. Сентябрь уйăхĕ. Çапла анне ăшă тум чикмерĕ. Шăллăм уйăх çурăраччĕ ун чухне. Пирĕн кукамай пурччĕ, Ленинградра типографире ĕçлетчĕ. Рабочисен хуларан кайма юрамастчĕ. Кукамай пĕччен епле юлтăр-ха? Пĕрле канашласа Толя килте юлаканĕ пулать тесе йышăнтăмăр. Кил-çурта та пăхса тăмалла-çке. Кукамая та пулăшĕ. Икĕ тăван алă сулса ăсатрĕ. Тольăн пичĕ тăрăх шултăра-шултăра куççулĕ юхрĕ.

Майĕпен вырăна çитрĕмĕр. Вакунсенчен ансан лавсем çине лартрĕç. Тĕрлĕ ял тăрăх салатрĕç пире. Эпир Беловкăна лекрĕмĕр. Клуба кĕртрĕç. Пукансем çукран урайнех лартăмăр. Колхоз председателĕ ял халăхне пирĕн хушăра суйлама хушрĕ, унсăрăн хăй пырса ярасса каларĕ. Çапла колхозниксем пирĕн çине пăхса çÿрерĕç. Кам ĕçлеме пултарнине сăнарĕç. Пирĕн çине кам пăхтăр, икĕ пĕчĕк ачаллă хĕрарăм кама кирлĕ? Ачи йĕрет, выçă... Эпир çеç юлтăмăр çапла. Арçын пире лав çине лартрĕ те ял варринчи пĕр çурта илсе кайрĕ. «Екатерина, хăнасене йышăн», - терĕ вăл алăка уçса кĕрсен. Лешĕ йышăнасшăн мар. Председатель пирĕн кутамккана урай варрине лартрĕ те тухса утрĕ. Çапла эпир кунтах юлтăмăр. Пĕр хушă пăхса ларнă хыççăн аннене тÿшек пичĕ пачĕ те лупас айĕнчен улăм тултарса кĕме каларĕ. Урайĕнче улăм çинче выртса пурăнтăмăр. Кайран Катя аппа пире хăнăхрĕ. Эпир чĕнменнине, лăпкă пулнине курчĕ те кÿршисенчен сăпка илсе каçрĕ. Ăна маччаран çакса ячĕ. Витя çавăнта çывăратчĕ.

Кукамайран пĕрремĕш çыру илтĕмĕр. Ĕçленине, анчах киле çÿреме йывăррине пĕлтернĕччĕ вăл. Тепĕр чухне киле те кайманнине, çавăнпах Толик мĕнле пурăннине пĕлменнине пĕлтернĕччĕ. Иккĕмĕшĕнче вăл типографи текех ĕçлеменнине çырнăччĕ. «Ура ыратнипе çÿрейместĕп. Толя чупать-ха. Тепĕр чухне вилĕ кушак илсе килет. Вара эпир, телейлĕскерсем, шÿрпе пĕçерсе тата эрне пурăнасса пĕлетпĕр».

Питĕ йывăрччĕ. Хĕлле çитрĕ. Декабрь. Сивĕ. Анне вара туфлипе кăна...

Çĕнĕ çул пирки уйрăммăн калас килет. Чăрăш ÿсмен тăрăхчĕ вăл. Камăн мĕн пуррине пухса хăюсемпе хурăн илемлетнĕччĕ. Пусма татăкĕсенчен бантсем çыхнăччĕ. Ачасем валли шкулта елка тăвасса, парне пуласса пĕлтерчĕç. Вĕренекенсене пĕрер пĕремĕк, вĕренменнисене çуршар тивĕçет иккен. Енчен те юрласан, ташласан пĕчĕккисене те пĕр пĕремĕк шантарнăччĕ. Аннепе сăвă вĕренме тытăнтăмăр. Ун чухне Çĕнĕ çул пирки савăнăçлă сăвăсем те хальхи чухлĕ марччĕ. Унсăр пуçне хаваслине вулас та килместчĕ. Хаçатра тин çеç «Таня» поэма пичетленнĕччĕ. Унăн сыпăкĕ миçе çул иртнĕ пулин те ĕмĕрлĕхех асăмра. Сăмаха тытрĕç. Пĕр пĕремĕк тивĕçнĕшĕн еплерех савăннăччĕ тата!

Атте пире 1944 çулта çеç шыраса тупрĕ. Йывăр аманнăскере госпитальтен тухсан Крымра ĕçлеме хăварнă. Пире чĕнсе ячĕ. Мĕнле çитмеллине пĕлмесĕрех анне çула тухрĕ. Ырă çынсем тупăнаççех терĕ.

Икĕ чăматанччĕ пирĕн, вакунсем икĕ айккинчен те уçăччĕ. Пĕрне документсемпе таса япаласем, атте патне çитсен тăхăнмаллисем, теприне - хурисене чикнĕччĕ. Пĕр станцире пуйăс тапрансанах вакуна икĕ арçын хăпарчĕ те чăматана вăрларĕç. Пĕр документсăр тăрса юлтăмăр. Юрать-ха атте кĕтсе илчĕ.

Йывăр чирленĕччĕ вăл. Хĕвел çинче питĕ аптратчĕ, çунатчĕ. Çавăнпах ăна тухтăрсем Вăтам Атăл тăрăхне куçма сĕнчĕç. Шупашкарта вара асанне пурăнатчĕ. Çапла 1945 çулта Крымран Шупашкара куçрăмăр та. Пĕчĕк хулаччĕ ун чухне вăл. Çапла Çĕнтерÿпе пĕрле иккĕмĕш пурнăç пуçланчĕ.

Кукамай юлашки çырăвĕнче çапла çырнăччĕ: «Юрать-ха кÿршĕ хĕрарăмĕ килчĕ. Унсăрăн çырăва та яраймастăм. Никам та кĕмест пирĕн пата. Эпĕ утайми пултăм. Толик выртать. Ури шыçрĕ. Вилĕ-и вăл, чĕрĕ-и - пĕлместĕп». Документсем тума кайсан аттепе аннене паллакан хĕрарăм кукамайпа Толике масар çине илсе кайнине пĕлтернĕ. Пискарев масарĕнче выртаççĕ пулĕ тетпĕр, - каласа кăтартрĕ Галина Персидская.

 

Сĕт те çук

- Сарă ту облаçĕнче пурăннă эпир. Атте-анне колхозра ĕçлетчĕ. Кавказ тăрăхнелле хăвалама пуçласан аттепе шăллĕ тата пĕр тантăшĕ Ленинград тăрăхне кайрĕç. Анне те пирĕнпе, икĕ ачипе, ун патне çула тухрĕ. Йĕппи ăçта - çиппи çавăнта-çке. Атте Менделеев заводĕнче грузчикре тăрăшатчĕ. Каярах водителе куçрĕ. Выçăллă-тутăллă вăхăтсемччĕ. Юрать аннен паллаканĕ столовăйĕнче ĕçлетчĕ, кăштах апат вăрттăн паратчĕ. Симĕс курăк çинче ларса çинисем халĕ те асăмра.

Кăштахран аттене пÿлĕм пачĕç, анне те ĕçе вырнаçрĕ. Анчах... вăрçă пуçланчĕ. Пĕтĕмпех ас тăватăп, кашни вак-тĕвеке. Ленинграда ватти-вĕттипе пĕрле çуран эпир те утрăмăр. Вăрçăран çеç каясчĕ... Атте пире эвакуацилесшĕнччĕ. Сумка пуçтарма та каланăччĕ. Анчах складра ĕçлекен аттен шăллĕ тытса чарчĕ, малтан кайнисем бомба айне пулнине пĕлтерчĕ.

Хула хĕрринче пурăнакансене пурне те варрине пуçтарчĕç пире. Нева хĕрринчи пĕр хваттерте ырă çынсем пÿлĕм уйăрса пачĕç. Хуçисем çав тери кăмăллăскерсемччĕ. Тăшмансем снарядсем пăрахса пысăк складсене пĕтĕмпех çунтарса ячĕç. Ачасем валли йывăçран тунă пĕчĕк хула пурччĕ. Вăл та куç умĕнчех кĕлленчĕ. Лару-тăру куллен йывăрланчĕ. Октябрьте çăкăр грампа пама тытăнчĕç. Ноябрьте нормăна чакарчĕç: ĕçлекенсене - 250, ыттисене - 125 грамм. Жмыхпа хутăш пашалу пĕçерсе çитеретчĕ анне. Шыв Неваран ăсаттăмăр. Бидонпа çÿреттĕм. Пĕчĕкскер, валака кĕрсе ÿкесрен хăранипе хырăм çине выртса ăсаттăм.

Пĕррехинче çапла шывран таврăннă чухне юханшыв хĕрринче хăма таврашĕн управĕ пуррине асăрхарăм. Буржуйкăсемпе хутса ăшăннă-çке. Киле çитсен шăллăма чĕнтĕм те вăрттăн вырăна илсе кайрăм. Пĕр çÿхе пĕренине шаршанран туртрăмăр-туртрăмăр та - тухрĕ. Пĕр вĕçне Ваньăн хулпуççи çине, теприне хамăнни çине хутăм та утрăмăр. Айккинче сыхласа тăракан салтак пире курчĕ пулин те пĕр сăмах та чĕнмерĕ.

Выçă лараттăмăр. «Ваня, пĕлетĕн-и, кукамайăн халĕ сĕт пур, пирĕн вара - çук», - теттĕм йĕре-йĕре шăллăма. Бомбăсем сирпĕнме тытăнсанах сыхлавсене чупаттăмăр. Тĕлĕнмелле, пĕчĕккисем те шăп кăна ларатчĕç унта.

Февраль-март уйăхĕсенче пурăнма пушшех йывăрланчĕ. Пĕррехинче лавккана çăкăр илме кайсан кĕтме тиврĕ. Черетре тăракансем çăкăр тиенĕ çуна килнине курчĕç те сырса илсех тăпăлтарса çиме тытăнчĕç. Мана темле майпа пысăк татăк лекрĕ. Ыттине пайласа пачĕç. Киле килтĕм те аннене: «Эпĕ паян çăкăр çисе тăрантăм. Кăна эсир çийĕр», - терĕм.

Пĕрре атте курма килчĕ пире. Станоксем турттаракан машина водителĕпе калаçса татăлнине пĕлтерчĕ. Çапла çула пуçтарăнтăмăр. Ладожск тинĕсĕ çийĕн пынă май анне пире брезентпа витрĕ те çывăрма каларĕ. «Çыран курăнать-и?» - темиçе те ыйтрăм эпĕ. «Курăнать», - лăплантарчĕ анне лăпкаса. Тепĕр çырана çитнĕ кун хĕвел пăхатчĕ. Анне пире сухарипе шăккалат илсе пачĕ, анчах нумай çитермерĕ, - куççульне çăта-çăта калаçрĕ Раиса Жаркова. Ырату капланса килнипе асаилÿ вĕçне çитеймерĕ.

 

Ăшаланă çĕпре

Блокада нушине курнисем республикăра чылайăн. Вĕсен йышĕнче - Людмила Дороненко та. Унăн хăйĕн историйĕ.

- Вăрçă пуçланнă чухне 10 çултаччĕ эпĕ. Аттене тÿрех фронта илсе кайрĕç. 1942 çулти мартра вилчĕ вăл, унтан выçăпа анне пурнăçран уйрăлчĕ. Пичче - летчикчĕ. Эпир аппапа тăрса юлтăмăр. Вăл кунĕпех ĕçреччĕ. Мĕн çутăлсанах каятчĕ те çĕрлесĕр те таврăнмастчĕ. Килте пĕччен ларма хăранипе урама тухса ăçта çынсем пуррине пăхаттăм. Вĕсемпе явăçаттăм. Эпĕ мĕн çинине те аса илейместĕп. Аппа ăшаланă çĕпре илсе килсе паратчĕ. Урăх нимĕн те. Нева хĕрринчех пурăнаттăмăр. Пĕррехинче киле таврăннă май снаряд çурăлнă вырăна лекнĕ эпĕ. Айккине ывăтăнса кайнă май тăн çухатнă. Çурт çумĕнче тупнă мана. Çапла больницăна вырттарчĕç, дистрофик терĕç, кăштах сиплерĕç. Пурнăç Ишлейри ача çуртне илсе килчĕ. Çавăнтанпа Шупашкарта пурăнатăп та.

Татьяна НАУМОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.