- Чăвашла верси
- Русская версия
Ют çĕршывсене çитмест, чăвашшăн ытлашши-ши?
Иртнĕ вунăçуллăхра сутнă е арендăна панă çĕрсен калăпăшĕ тĕнчипе 200 млн. гектара çитнĕ /Land Matrix специалисчĕсем шутласа кăларнă тăрăх/. Ĕçмелли шыв тата апат-çимĕç дефицичĕ ÿссе пынăран нумай çĕршыв чухăнрах кÿршисенчен пулăхлă çĕрсене илме тăрăшать. Сăмахран, Индонезирен Итали пĕр инвесторĕ - фермер - усламне аталантармашкăн, Инди ял хуçалăхĕ валли 2-шер млн гектар çĕр туяннă.
Таçта инçетре çĕр çитменнипе нушаланаççĕ. "Пирĕн патра вара?" - шухăшласа илчĕ пулĕ хăшĕ-пĕри. Чăнах та, вăхăтĕнче патшалăх ял çыннине чăн хуçа пулнине туйса илмешкĕн çĕр пайĕсем уйăрса пачĕ. Анчах... таçта çĕршĕн кĕсйисене самай çÿхетме хатĕр тĕк чăваша вара кунашкал мул кирлĕ те мар тейĕн.
Çак шухăшсем сăлтавсăр çуралмаççĕ. Раççей ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн инспекторĕсем тĕрĕслевсенче çĕр саккунĕсене пăсни тĕлĕшпе "вирлĕ калаçу" пуçланă хыççăн хирĕçÿллĕ çак лару-тăруран тухмалли темиçе мел вăй илсе пырать. Яваплăха сирес тесе лаптăкран "хăтăлаççĕ": е арендăна параççĕ, е ял тăрăхĕн администрацине ыйту çыраççĕ.
Çук, тÿрех вăрçма ан васкăр - тĕллевлĕн усă курма тытăнакансен йышĕ те пĕчĕк мар. Патшалăхăн аслă инспекторĕ Раиса Петрова каласа панă тăрăх, 2014 çулхи представленисене пурнăçланă май 4558 гектара пусă çаврăнăшне кĕртнĕ* 72,67 гектар тĕлĕшпе хуçисем пулма пăрахма шут тытни пирки ыйтусем çырнă /кунашкал тĕслĕхсем Улатăр, Куславкка, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче тата Шупашкар хулисенче пулнă/. Чăнах та, лаптăкне арендăна паракан сахал мар. Çакнашкал пулăмсем пĕлтĕр кăна мар, ытти çулсенче те час-часах тĕл пулкалатчĕç. Иртнĕ çул Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Йĕпреç районĕсен çыннисем хăйсен çĕрĕсене арендаторсене усă курма панă.
Палăртмалла, çĕр тĕлĕшпе йĕркене пăснăшăн ытларах чухне РФ КоАПĕн 8.7 статйин 2 пайĕпе протокол çырма тивнĕ. Кунта шăпах çумкурăкĕ ÿссе кайнă лаптăксем пирки сăмах пырать. Çавăн пекех пулăхлăха ÿстерес тесе кирлĕ ĕçсем туса ирттерменшĕн те, лаптăк çинче çÿп-çап купи пулсан та, агрохими тĕпчевĕсем ирттермесен те асăннă статьяпах явап тыттараççĕ. 2014 çулта пĕтĕмпе 199 протокол çырма тивнĕ.
Тĕнчери юлашки пулăмсене кура куçман çак пурлăха упраса хăварма калас килет. Пĕрремĕшĕнчен, çĕр çинче тар тăкакан выçă юлмасть. Иккĕмĕшĕнчен, ваттисем: "Çĕр хăйне хисеплекене вăй-хал парса тăрать," - тенĕ-çке. Çакна манас марччĕ. Çапах та чăваш вăй-халĕ çĕрпе çыхăннă.
Надежда ВАСИЛЬЕВА,
управлени ĕçченĕ.
Комментировать