- Чăвашла верси
- Русская версия
Ырă арăм - ырă шăпа
Картасăр хуралтă хăвăрт саланать, арăмсăр кил-çурт та часах нĕрсĕре тухать. Хĕрарăмсăр арçын чылай чухне пурнăç илемне çухатать: е ĕçке ерет, е çапкаланчăка тухать. Упăшкипе арăмĕн пĕр урапа çинче ларма, ĕмĕр тăршшĕпех пĕр-пĕриншĕн тĕрев пулма арăм ăслă та чăтăмлă пулни кирлĕ.
Чапа тухнă арсен çумĕнче яланах ăслă та вăйлă хĕрарăмсем пулнă. Ют çын куçне курăнман ĕçĕпе вĕсем мăшăрне тата çÿлерех çĕкленме пулăшса пынă. Мĕнлерех вĕсем чăн-чăн арăмсем? Çак ыйту тупсăмне хуравлама хаçатра «Арăмсем» ятпа çĕнĕ ярăм уçатпăр. Тĕпелĕн паянхи хăни - Нина Павловна Ивантаева.
- Хĕрарăмăн тÿсĕмлĕхĕ умĕнче яланах пуçăма таятăп, - тет агроном арăмĕнчен республика правительствин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ таран «ÿснĕ» Нина Павловна. - Аттен ашшĕ патша çарĕнче офицер пулнă. Икĕ хутлă чул çурт лартнă. Сталин вăхăтĕнче мĕнпур пурлăхне раскулачить тунă. Асанне хуçăлса ÿкмен. Атте сельпора тĕп бухгалтерта ĕçленĕ. Хăйĕнчен 8 çул çамрăкрах тăлăх хĕре качча илнĕ. Çичĕ ача çуратнă вĕсем. Эпĕ - çиччĕмĕш. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче атте вилет. Темле йывăр пулсан та анне ĕне усрама пăрахман. Çавăнпах çын пултăмăр пулĕ. Мăшăрăн, Петр Васильевичăн, амăшĕ те упăшкине вăрçăра çухатнă. Çынсем пĕр каçалăк тырă вырнă çĕре иккĕмĕшне тухма хал çитернĕ вăл. Правурлăхĕ, сăпайлăхĕ, йăвашлăхĕ, çирĕплĕхĕ - пурте пулнă вĕсен. Çавă ачисене те куçнă.
Тÿсĕмпе ÿсĕм пĕр тăван
- Нина Павловна, пулас мăшăрăрпа паллашнине аса илсемĕр, тархасшăн.
- Иксĕмĕр те ялхуçалăх институтĕнче агрономи факультетĕнче вĕреннĕ. Ивантаева пĕрремĕш курсранах пĕлнĕ, анчах пĕр-пĕрин патне туртăнасси 5-мĕш курсра çеç пуçланнă. Темшĕн мана хамран кăшт аслăрах, салтака кайса килнĕ çынпа çÿремелле пек туйăнатчĕ, çавăнпа унпа сăмахлас текен шухăш пулман. Пĕрле вĕренекен хĕрсем эпĕ унпа калаçасшăн пулманнинчен тĕлĕнетчĕç. «Лайăх ача-çке, ăслă. Сана çав тери килĕштерет», - тетчĕç.
Вĕренсе тухсан пĕрлешрĕмĕр. Хĕрлĕ Чутай районĕнче ĕçлеме пуçларăмăр. Эпĕ - районти вăрлăх инспекцийĕнче, вăл - «Октябрь» колхозра агрономра.
Пилĕк сехетре тăрса ĕçе каятчĕ. Мотоциклпа. Ăна яланах апат çитерсе кăларса яраттăм. Ун чухне район центрĕнче хваттер тара тытса пурăннă эпир. Нумаях та ĕçлеймерĕ - салтака илсе кайрĕç. Эпĕ хырăмри 3 уйăхри ачапа тăрса юлтăм. Салтак арăмĕ тесе мана хваттер пачĕç. Петр Германире танкистсен чаçĕнче службăра пулчĕ. Вăл салтакран килнĕ тĕле манăн Таня утма та пуçланăччĕ ĕнтĕ. Паянхи пек астăватăп: хĕр пĕрчи валли вăл тĕксĕм кăвак тĕслĕ, пĕрмеллĕ çав тери хитре кĕпе илсе килнĕччĕ. Уншăн чунтан хĕпĕртенĕччĕ.
Колхоз председательне лартрĕç упăшкана. Ун чухне вăл 24 çул та тултарманччĕ. Самаях ĕçлерĕ. Унтан Хĕрлĕ Чутай райисполкомĕн ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕнче тăрăшрĕ.
Хам та, вăрлăх инспекцийĕн ертÿçи пулнă май, ялсем тăрăх сахал мар çÿренĕ. Ÿксе çурăлсан та вăрлăха кондицие çитермелле-çке. Ачасене садикрен илме ĕлкĕрейменни те пулнă. Воспитательсем те илсе кайкаланă вĕсене.
Икĕ ача, кил-çурт, пахча - ытларах хам çине тиеннĕ. Улмуççисем лартса чăн-чăн сад туса ятăм, тем тĕрлĕ çырла туса илнĕ. Компот нумай хатĕрленĕ.
1977 çулта Ивантаева парти обкомĕн инструкторĕ пулма çирĕплетрĕç. Куçас килмест Чутайран. Макăрнăччĕ те. Мăшăрăм «Чувашхмельпром» пĕрлешĕве ертсе пыма пуçларĕ. Эпĕ - Мускав районĕнчи социаллă пулăшу пайĕн заведующийĕ. Пурăнсан-пурăнсан Петр Васильевича каллех Чутая парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулма ячĕç. Мана та арăмĕн пĕрле пулмалла тесе районти собеса ĕçлеме куçарчĕç. Хамăр Чутайра ĕçлетпĕр, ачасем - хулара. Каçхине Шупашкара каяттăм, ирпе - Чутая. Çул çинче мĕн чухлĕ асап тÿсмен-ши? Автобуспа, çула май машинăсемпе çÿреттĕм. Çапла çулталăка яхăн хĕн куртăм. Кайран ывăлăм чирлесе кайрĕ. Вара упăшка та кун пек ĕç тухмасть тесе хăйне Шупашкара куçарма ыйтрĕ. Куçнă тĕле ман валли унчченхи çĕрте ĕç вырăнĕ çукчĕ ĕнтĕ. «Чувашагрохими» трестра экономист пулса ĕçлеме тытăнтăм. Экономист пĕлĕвĕ-и? Экономикăпа технологи техникумне те пĕтернĕ эпĕ.
Кашни хăй çулне суйлать
- Чăн-чăн çынна йывăрлăх çĕнейми тăвать, хавшаккине çапса хуçать тени тĕрĕсех. Петр Васильевича министра лартнине епле йышăнтăр?
- Ялхуçалăх министрне ăна лартас умĕн пĕр кандидатурăна пăхса тухма Мускава янă. Хайхине министр пулма ирĕк параççĕ. Çирĕплетесси çеç юлать, анчах вăл тăруках министр пулма килĕшмест. Мĕншĕн? Арăмĕ хирĕç пулнă иккен. Çавăн хыççăн Петр Васильевич кандидатурине сĕнеççĕ. Хамăра хушнине эпир яланах пĕр сăмахсăрах пурнăçланă. Ăçта каланă - çавăнта кайнă, ĕçленĕ.
- Петр Васильевич Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ пулма та суйланнăччĕ вĕт?
- Çапла. Ун чухне Ельцинран çак ятпа салам хучĕ те килнĕччĕ. Анчах эпĕ темшĕн Мускава каймаллинчен хăраса ÿкрĕм. Каймастăм терĕм. Упăшкам вара манран иртмерĕ. Хальхи вăхăтра çынсем депутат пулассишĕн миллионĕ-миллионĕпе укçа кăларса хураççĕ тет те... Мăшăрăм депутата кайманшăн пач та кулянман. Тепĕр чух шÿтлесе упăшкана тĕксе те илетĕп: «Мускава арăмсăрах каякансем те пур-çке. Эсĕ мĕншĕн каймарăн?».
- Хăш çулпа утассине этем хăй суйлать, çапах та хăвăра мĕншĕн кайман пек туйăнать?
- Арăмĕ пыма килĕшменни хытах шухăшлаттарнă курăнать. Кирек мĕн каласан та, кил çынни вăл. Çемье, йăх пĕлтерĕшне мала хураканскер. Пĕлетĕр-и, хамăр йăха тĕпчесе 9-11 сыпăк таран тупса палăртрĕ.
Çине тăрсах ял историне тĕпчерĕ. Мускаври, Чĕмпĕрти архивсенче нумай чакаланса ларчĕ. Кĕнекелĕх материал пухрĕ.
- Министр арăмĕ пулма мĕнлерехчĕ?
- Пысăк çын арăмĕ тесе мухтанас, мăнаçланас туйăм нихăçан та пулман. Унăн хăйĕн ĕçĕ. Манăн - хамăн. Вăл вăхăтра эпĕ урă пурнăç тытса пыракансен пĕрлешĕвне ертсе пынă. Тĕрĕссипе каласан, хамăн ĕç те çав тери яваплăччĕ: е тĕрĕслев килет, е лицензи илессишĕн чупмалла. Унăн ĕçне сăмсана питех чикмен. Киле килсен кун тăршшĕнче мĕн-мĕн тунисене каласа паратчĕ. Эпĕ килĕшсе пуçа ухаттăм. Нихăçан та хирĕçлемен, вăл тĕрĕс йышăну тунине чунпа ĕненнĕ. Ялан ĕç çинчен шухăшланă. Республикăри профсоюз канашĕн председателĕнче те чылай çул ĕçлерĕ.
Хуняма, анне тесе чĕннĕ-ха эпĕ ăна, пирĕн патра пурăннă вăхăтра пĕрмаях ĕçрен час килменшĕн ÿпкелешетчĕ. «Çынсем тахçанах килнĕ, эрех ĕçсе урама тухма та ĕлкĕрнĕ ав. Эсир вара тăршшĕпех хут çыратăр. Сире кĕтсе кантăкран пăхса тăн тухать», - тетчĕ.
- Паян кунччен ĕçке ернĕ çынсене пулăшассипе ĕçлетĕр. Чылайăн килеççĕ-и сирĕн пата?
- Пирĕн организаци витĕр ку таранччен 30 пин ытла çын тухнă. Уйăхне 50-60 çын сипленет. Эрех ĕçес килнине çурçуллăха, çулталăклăха сиретпĕр.
Пĕр хĕрарăм упăшкине пирĕн патра сипленĕ хыççăн вăл ялта пĕрремĕш арçын пулса тăнине каласа савăнтарнăччĕ.
Тахçан сĕт пуçтаракан предприниматель сипленнĕччĕ. Кайран вăл пĕтĕм бригадине ертсе килчĕ. Нумаях пулмасть каллех çĕнĕ çынпа килчĕ.
- Ыттисене мĕншĕн илсе килмерĕн? Вĕсене сипленĕренпе 2-3 çул та иртрĕ-çке, - тетĕп.
- Халĕ ĕçмеççĕ, - тет хайхи. - Машинăсем илчĕç. Лайăх ĕçлесе илеççĕ, культурăллă. Эрехе аса та илмеççĕ.
Çыннăн хăйĕн пуçĕпе пурăнмалла. Мускава ĕçлеме çÿрекенпе калаçни аса килет. «Бригадăра 6-7 çын. Укçаллă çынсене коттеджран пуçласа ытти хуралтă таран туса паратпăр. Уйăх çурăра мĕнпур ĕçе вĕçлетпĕр. 600 пинрен кая мар лартатпăр. Тăрăшса ĕçлетпĕр, çавна май алран алла кăна куçатпăр. Пĕрне вĕçленĕ çĕре тепри тупăнса тăрать. Ĕçекен пĕр çын та ан пултăр ман бригадăра», - терĕ вăл.
Пурнăç çынни
- Ивантаев «Чувашхмельпрома» ертсе пынă çулсенче Раççей хăмлин 80 процентне Чăваш Енре çитĕнтернĕ. Чăваш хăмлин ячĕ-сумĕ кĕрлесе тăнă. Халĕ вăл шайран нимĕн те çук тесен те юрать. Килте хăмла çинчен пăшăрханса калаçнине илтетĕр-и?
- Хăмлана вăл чăннипех те питĕ юратать. Пахчара ăна ятарласа ÿстерет. Малтан тем пысăкăш лаптăк çинче çитĕнтеретчĕ. Каярах, хам мăкăртаткаланипе, темиçе тĕп çеç хăварчĕ. Нумаях пулмасть вăл Çĕрпÿре хăмла чăваш ылтăнĕ пулнине ĕнентерсе ăна çĕнĕрен чĕртсе ямалли çинчен калаçнăччĕ. Хăмлан чапне питĕ тавăрасшăн та ...
Муркаш районĕнчи Рыккакассинче хуçалăх тытатпăр. Çулла унта питĕ хитре. Газон, пĕве, бассейн, тараса - пурте пур. Теплицăра 150 кăк таран помидор лартатпăр. Томат сĕткенĕ тăватпăр. Вĕлле хурчĕ тытатпăр. Розари, клематис... - тем тĕрлĕ чечек те пур. Мăшăрăм уйрăмах кĕлчечекне кăмăллать.
- Чечек юратакан арçынна вăр-вар тупма çăмăлах та мар пек туйăнать.
- Кĕлчечекне хĕле хирĕç ялан тăрăшса хупласа хăварать. Çăвĕпех пахчара ларнă бегони, герань савăчĕсене кĕркунне котельнăйне лартать. Хĕл тăршшĕпе эрнере пĕр хут вĕсене шăварса тăрать. Виноград тĕмĕсене касса тирпейлет, улма-çырла йывăçĕсене сыпать.
- Аллă çул пĕрле пурăнса пĕр-пĕрне кĕвĕçме сăлтав пулман-и?
- Санăн арçыннуна никам та юратманни лайăх-и вара? Лайăха юратаççĕ, хисеплеççĕ. Çын кăмăлне кайманни ман кăмăла та каймĕ. Лайăх çынпа калаçсан чун уçăлать. Мăшăрăм пирки нихăçан та иккĕленмен. Çемьесĕр пурăнаймасть вăл. Ачасем пĕчĕк чух алăк уратинчен каçсанах «Аннĕр кил- те-и?» тесе ыйтатчĕ. Халĕ те ватлăхра: «Эс çук чух килте тăрас та килмест», - тет. Пурнăç çынни вăл - унпа пурăнма çăмăл.
- Çичĕ теçеткерен каçнă пулсан та халĕ те сăрланатăр, çÿçĕре пĕвететĕр. Ятуллă та чипер çÿретĕр.
- Яланах лайăх тăхăнма тăрăшнă. Хамах çĕлетĕп, çыхатăп. Крючокпа çинçе çипрен илемлĕ кĕпе çыхса тăхăннăччĕ. Никамăн та çук унашкалли, Ивантаев арăмĕн пур. Лайăх упăшка çумĕнче арăмĕн те ятуллă пулмалла ĕнтĕ. Арăм илемĕ ар пит-куçне çутатать.
- Çемье телейĕ мĕнре тесе шухăшлатăр?
- Ачасемпе мăнуксем сывă пулнинче. Хамăр ăспа-тăнпа çÿренинче. Пĕр-пĕрне ăнланнинче. Укçа çитсе пынинче. Татуллă пурăннинче. Ачамăрсем çемйипе килĕштерсе пурăнччăр тесе хамăр пата хăнана чĕнсех тăратпăр. Вĕсем лайăх пурăнсан пире те лайăх. Чун выртнă ĕçре тăрăшни те телей.
- Чун туртнипех халĕ те ĕçлетĕр-и?
- Пĕлекен ĕçе мĕншĕн тумалла мар. Бухгалтери ĕçне, отчетсене пĕтĕмпех хам туса пыратăп. Килте мĕн туса лармалла? Ытларах çуран утма тăрăшатăп. Çамрăкрах чух Порфирий Иванов меслечĕпе çемйипех хамăр тăрăх сивĕ шыв яраттăмăр. Ывăлпа кин халĕ те çак йăлана пăрахман-ха. Эпир вара ирсерен мăшăрпа сивĕ шывпа йĕпетнĕ алшăллипе пилĕк таран сăтăрăнатпăр, шăм-шака хускататпăр. Тĕрлĕ курăкпа чей вĕретсе ĕçетпĕр. Пурнăç техĕмне туйса пурăнатпăр.
Чăваш ырă арăмпа пурăнакана ырлăх тупнипе, Турăран тивлет илнипе танлаштарнă. Ивантаевсем иккĕшĕ те тивлетсĕр юлман пек туйăнать.
Елена Николаева.
Комментировать