Çĕр - тухăç амăшĕ, ĕç - тухăç ашшĕ

28 Янв, 2015

Унăн ĕç кĕнекинче пĕртен пĕр йĕрке: «Коминтерн» совхоза механизатора йышăннă. 1980 çул». Унтанпа шыв-шур самай юхнă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ, Раççей Федерацийĕн ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юрий Татаров халĕ те çак хуçалăхрах сухалать-акать. Уншăн пурнăç урапи пĕр вырăнтах тăрать тейĕн.

Ĕçлемесĕр ĕç ÿсĕнмест

Паллă механизаторпа кăсăкланнине пĕлсен Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Атнар ял тăрăхĕн ертÿçи Александр Кузнецов: «Самолетпа ÿксен те пĕр сасă кăлармĕ вăл», - тесен тĕлĕнмерĕм - çĕр ĕçченĕсем сăмах ваклама юратманнине пĕлетĕп-ха. «Хĕрлĕ Чутайсем яланах çивĕч чĕлхеллĕ те харсăр пулаканччĕ», - лăплантартăм хама вăрăм çула тухнă май.

Юрий Татаров Туканашра çуралса ÿснĕ. Шкултан вĕренсе тухсан ыттисем пек хулана туртăнман, тăван ялтах юлнă. Ашшĕ уй-хир бригадирĕнче вăй хунă май ывăлне те хуçалăх ĕçĕнчен хăварман. Çĕр сĕткенĕпе ÿснĕ çамрăк умри çулне те унпах çыхăнтарнă. «Коминтерн» хуçалăх çумĕнчи механизаторсен курсĕнче хăватлă техникăпа ĕçлеме хăнăхнă. Опытлă çынсен кашни сăмахне ăса хывма, вĕренсе юлма тăрăшнă. Пултаруллă йĕкĕте хуçалăх ертÿçисем асăрханă, яваплăрах ĕçе явăçтарнă. Аслисем хăйне шанни çамрăка савăнтарнă, çанă тавăрсах ĕçе пикеннĕ.

Çартан таврăнсан каллех юратнă ĕçне кÿлĕннĕ механизатор. Ирхи хĕвелпе тăрса ака-сухана тухнă. Килне сĕм çĕрле, ураран ура иртми пуличчен ĕшенсе таврăнсан та ÿпкелешмен. Уй-хир пушансан Юрий Зиновьевич фермăра тăрăшнă. Предприяти выльăх-чĕрлĕх йышлă усрать. Хĕлле те ĕç пайтах: тислĕк кăлармалла, выльăх апачĕ турттармалла...

Çав хушăрах техникăна çуракине хатĕрлеме те вăхăт тупать.

- Канма та пĕлмест, - терĕ мăшăрĕ, Елена Александровна. - Икĕ çул каялла хуçалăх ăна санаторие канма ячĕ. Ĕçсĕр ларса мĕнле чăтрĕ-ши?

Хастар çынпа çывăхрах паллашма фермăнах çитсе килме шутларăмăр.

- Ĕçленĕ вăхăтра хăйне чăрмантарнине килĕштермест вăл, - асăрхаттарчĕ хĕрарăм пирĕнпе çула тухнă май. - Ĕç уншăн малти вырăнта. Техника чăхăмласан е мĕн те пулин сиксе тухсан çĕрĕпе çывăраймасть, кулянать. Ака-сухана тухсан кил, çемье пирки манать. «Халĕ ан чăрмантар-ха, çуракине пĕтермелле», - тет. Хĕрÿ тапхăрта уй-хиртен кĕме пĕлмест: кăвак шуçăмпа тăрса тухса каять те çур çĕрпе таврăнать, - кăмăллăн калаçать хĕрарăм. - Ĕçлени - ĕçсе-çапкаланса çÿрени мар. Хăш чухне ывăнсах çитет, хĕрхеннипе шеллес килет ăна. Анчах нăйкăшса тарăхса ларнине илтмен унран.

Пушă ферма территорийĕнче трактор кĕрлени кăна илтĕнет. Юрий Татаров сенаж тиет-мĕн: ĕнесене апат пама хатĕрленеççĕ. Ĕçне вĕçлемесĕр те кабинăран тухмарĕ вăл. Унтан техникине сÿнтермесĕрех сиксе анчĕ - пирĕнпе сăмахлама вăхăт хĕсĕккине систерчĕ ĕнтĕ. Кĕрнеклĕ арçын куçĕсем ăшшăн кулса пăхаççĕ. Хĕрлĕрех çÿçĕ çилпе вылять.

- Хĕлле те канма пĕлместĕр-çке, - тетĕп ăна.

- Механизаторсем отпуска кайнипе вĕсен вырăнне юлтăм-ха. Сывлăх, вăй-хăват пур чухне килте мĕн туса лармалла? Пенсие тухсан та канма пулĕ, - хуравларĕ арçын.

Вăтăр çул каялла Юрий Татарова хуçалăхра кивĕ ДТ-75 трактор шанса панă. Çамрăка çĕннине тыттарма хăранă пулас. Унпа сакăр çул ака-суха тунă вăл. «Кабинăра сивĕ, витĕр çил вĕретчĕ. Хытă кĕрленĕрен каç енне илтмиех пулаттăм. Кивĕскер час- часах ванатчĕ, хамах юсаса хута янă. Кашни гайки-болтне тыта-тытах техникăна алăри пилĕк пÿрне пек вĕренсе çитрĕм», - аса илет çĕр ĕçченĕ. Кайран тата хăватлăрах гусеницăллă трактор çине куçнă. Унпа та самай тар тăкнă. Халĕ вара «ДжонДир» тракторпа уй-хире тухать. Чаплă техникăна упрама тăрăшать механизатор.

- Унпа ĕç калăпăшĕ пысăкрах, перекетлĕ. Кабинăра таса, ăшă. Ĕçе йăлтах компьютер йĕркелесе пырать. Хăш чухне хама самолет штурвалĕ умĕнче ларса пынăнах туятăп. Унччен тĕлĕнтермĕш техникăна сенкер экранпа пăхса тĕлĕнеттĕм, ăмсанаттăм. Кам шутланă вăл пирĕн хуçалăха та çитессе? - терĕ Юрий Зиновьевич.

Çуркуннерен пуçласа юр ÿкичченех акма çĕр хатĕрлет.

 

Çăкăр пурне те пуçлăх

- Ĕмĕрĕпех çĕр ĕçĕнче тăрăшнă май танлаштармалли пурах ĕнтĕ сирĕн. Юлашки вăхăтра ялхуçалăхĕнче пулса иртекен улшăнусем тивĕçтереççĕ-и?

- Ырри те, çитменлĕхĕ те пайтах. Унччен сакăр çул ĕçлесен техникăна пăрахăçланă. Ун вырăнне иккĕ çĕннине илетчĕç. Вĕсене те тÿлесех илнĕ, анчах хальхи пек хаклă тăман. Халĕ пĕр-пĕр техника туянни хуçалăха çаратса хăварать. Кредичĕсем те хуçалăха каялла туртаççĕ. Рынок тапхăрне чăтаймасăр районта мĕн чухлĕ хуçалăх арканчĕ. Юрать пирĕн предприяти ура çинче çирĕп тăрать, ял çыннисем ĕçсĕр лармаççĕ. Шалăва вăхăтра тÿлеççĕ.

- «Коминтерн» хуçалăхра çĕр ĕçĕнче çамрăксене курма пулать-и?

- Пур-ха вĕсем, анчах сахалрах. Ĕлĕк ача-пăча велосипедпа ярăнса ÿснĕ. Халĕ - машинăпа. Çавăнпа трактор çине лартма йывăртарах. Юлашки тапхăрта Алексейпе Андрей Андреевсем, Лев Кашкиров, Василий Порейкин ака-сухана хутшăнма тытăнчĕç. Йыша яш-кĕрĕм хушăнни, аслисен ĕçне малалла тăсакан пурри савăнтарать. Апла малашне те уй-хире хытхура пусмĕ.

- Ĕлĕкрех çĕр çынни хисепре пулнă. Паян пайтаçăсем, ĕлĕкхилле каласан спекулянтсем, çĕкленсе кайрĕç. Çăкăр туса илекене çакă кÿрентермест-и?

- Кирек кам та çăкăр çимесĕр пурăнаймасть. Ăна вара хресчен çитĕнтерет. Çĕр çинче ĕçлекен хисепе тивĕçлĕ. Акă пĕр вăхăт ăна вырăна хума пăрахнипех уй-хире çумкурăкĕ пусса илме тытăнчĕ. Çĕршыв ертÿçисем те йăнăша ăнланса илчĕç, ялхуçалăхне ытларах пулăшма тытăнчĕç. Ют çĕршывран апат-çимĕç турттарма чарнă май пайтаçăсен те пирĕн куçранах пăхма тивĕ.

- Ют çĕршыв пулăшăвĕсĕр, вырăнта туса илекен çимĕçпе кăна тăранса пурăнайăпăр-и?

- Ĕлĕкрех сĕтел çинче хамăр апат-çимĕçех хуçаланнă. Халĕ мĕн чăрмантарать? Акă хуçалăхăн пахчинче улма-çырла йăтăнса пулатчĕ. Вырăнта туса илни çĕрсе выртать, çичĕ ютран вара улма-çырла турттаратпăр. Йĕркеллĕ хранилищĕсем тумалла. Вара хĕлĕпех улма-çырлапа, пахча çимĕçĕпе халăха тивĕçтерме пулĕ.

- Сирĕншĕн ĕç е çемье малти вырăнта?

- Ĕç маншăн чун киленĕçĕ. Ака-суха вĕçленсен мотоцикл çине ларса лаптăксене пăхса çаврăнатăп, хам ĕçе хаклатăп: акăнмасăр юлман-и, йăрансам тÿрех-и? Ешĕл калча шăтса тухнине курсан чун çĕкленсе каять. Тавралăх чĕрĕлнишĕн, çĕнĕ пурнăç вăй илнишĕн мĕнле хĕпĕртемĕн-ха? Шăплăхра тăри юррине итлесе киленетĕп. Халĕ сухалатăп кăна пулин те, калча шăтса тухнă вăхăтра уй-хирех чун туртать.

Çемье те хаклă маншăн. Çывăх çынсемсĕр пурăнаймастăп.

Çÿпçине кура хупăлчи

Мăшăрĕпе 30 çул шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Çемьере чашăк-тирĕк шакăртатмасăр пулмасть, анчах килти çÿппе яла кăларман.

- Çамрăк чухнех Юрий тăрăшуллăччĕ. Сăпайлăхĕпе кăмăла çавăрчĕ, - аса илет Елена Татарова. - Хама унпа шанчăклă, телейлĕ туятăп. Турă çÿлтен ярса панă мăшăрăм вăл. Упăшкапа ятлаçса-вăрçса курман. Мĕнпур ыйтăва пĕрле татса паратпăр.

Кил хуçи вăхăта ытларах ĕçре ирттернĕ май хушма хуçалăх арăмĕпе икĕ хĕрачи çине тиеннĕ.

- Ачасем вăл ĕçе тухса кайнă чухне çывăрса юлатчĕç, таврăннă тĕле каллех вырăн çинче. Хĕрĕмсем пĕчĕкрех чухне тăтăшах: «Пирĕн атте ăçта пурăнать? Мĕншĕн киле килмест?» - тесе ыйтатчĕç. Уншăн çав тери тунсăхлатчĕç. Вĕсене нихăçан та сивĕ сăмах каламан вăл. Хĕрсем çитĕнсен те: «Пирĕн те атте пек ырă кăмăллă упăшка тупасчĕ», - тетчĕç.

Светланăпа Наташăн халĕ хăйсен çемйисем. Ĕмĕтленни пурнăçа кĕнĕ темелле: иккĕшĕн те мăшăрĕ ĕçчен, пултаруллă. Татаровсене савăнмалăх виçĕ мăнук ÿсет. «Ачасем килтен тухса кайсан çурт пушансах юлчĕ. Вĕсем килессе кĕтсех тăратпăр. Мăнуксем тÿрех трактор патне чупса пыраççĕ, техникăпа пĕчĕкренех кăсăкланаççĕ, - савăнаççĕ кукамăшĕпе кукашшĕ. - Тен, кукашшĕн çулне суйласа илĕç?»

Татаровсене çемье çавăрсан хуçалăх виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер уйăрса панă. Çемье юнашарах хуралтăсем çĕкленĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă усрать.

«Хуçалăхра ĕçлекенсене кашни уйăхрах 5-шер килограмм аш-какай параççĕ. Выльăх усраса нушаланмалла мар темелле, анчах ачасене пулăшас килет-çке», - терĕ Елена. Татаровсен чаплă машина та çук. «Мĕн тума вăл пире? Мăшăрăм нихăçан та пуянлăхшăн, укçашăн хапсăнман. Уншăн трактортан чаплă техника çук-тăр».

Лариса Никитина.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.