Чăваш тĕрри вырăс хĕрарăмĕсене те кăсăклантарать

25 Янв, 2014
Илемлĕ, илемлĕ чăваш тĕрри,
Илемлĕ чăваш тĕрри те тĕрлеме пĕлсен кăна.

Чăваш тĕрри-эрешĕ илемлĕ кăна мар, калама çук пуян та. Вăл ытти халăхăннинчен чылай уйрăлса тăрать. Авалхи чăваш тĕрри икĕ енчен пăхсан та - хăть тÿнтер, хăть пиччен - пĕрешкел. Çакă чăваш хĕрарăмĕ тирпейлĕ, çав вăхăтрах чăтăмлă пулнине пĕлтерет. Унсăр пуçне мĕн пур тĕрĕрех геометри орнаменчĕ пур. Ансатлăх пачах кураймăн. Чечек-çулçă таврашĕ те çук.

2009 çулхи ака уйăхĕнче наци тĕррипе интересленекенсем Шупашкарти Маяковский ячĕллĕ вулавăш çумĕнче «Тĕрĕ тĕнчи» клуб йĕркеленĕ. Пархатарлă та ырă ĕçе пуçараканĕ - ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, паллă Раççей халăх ăсти Валентина Минеева. Пултарулăхне кура клуб ертÿçи пулма чи çамрăккине, Шупашкарти 60-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен çамрăк пикене Надежда Кузнецовăна шаннă. Ылтăн алăллăскер тĕрĕ вăрттăнлăхĕпе паллаштарнисĕр пуçне чăваш халăхĕн ылтăн çÿпçине тĕпчет. Клуба çÿрекенсене эрешсене вулама вĕрентет. Авалхи çырулăх, чăваш йăли-йĕрки, сăмахлăхĕ, юрри-кĕвви, тĕрри-çĕвви кăсăклантарать ăна. « Пирĕн аваллăх питĕ пуян, ăна манăçа кăларас килмест. Ытти халăх çынни те эпир мĕн тери вăйлă та ĕçчен иккенне пĕлтĕр», - тет çамрăк тĕрĕ ăсти.

Тĕрĕссипе, асăннă клуба шкула çÿрекен хĕр пĕрчисем валли йĕркеленĕ. Анчах та ачисенчен ытларах амăшĕсем çÿреме пуçланă. Ÿкĕтлесех ыйтакансене хăваласа яраймăн паллах. Вĕсене те йышăнма тивнĕ. Тĕрлеме вĕренес шухăшлисен хушшинче тата... пĕр чăваш хĕрарăмĕ те пулман. Чăваш чунлă маттур вырăс хĕрарăмĕ те нумай иккен Шупашкарта.

Клуб уçăлсанах килти мĕн пур ĕç çинчен манса кайса çур çĕр иртни виçĕ сехетчен те тĕрлесе ларнă. «Ыйхă та килместчĕ, юрла-юрла ĕçлеттĕмĕр. Ирхи ултă сехетре вăранса кулленхи ĕçе васкаттăмăр», - хавхаланса каласа кăтартаççĕ ăстасем. Хальхи вăхăтра кунта тĕрлĕ ÿсĕмри /шкул ачисенчен пуçласа пенси çулĕнчисем таранах/ çынсем çÿреççĕ. Кашнин хăйĕн тĕнче курăмĕ. Пурин те расна ÿкерчĕк. Çапах та, кирек мĕнле пулсан та, шурă пир çинче - чăн-чăн чăваш тĕрри. Клуба çÿрекенсенчен ытларахăшĕ - тури чăваш хĕрарăмĕсем. Вĕсен тĕрри вĕтĕрех, çавна май тата илĕртÿллĕрех курăнать.

Иртнĕ эрнере Республикăри халăх пултарулăхĕн çуртĕнче «Тĕрĕ тĕнчи» клуб ĕçченĕсен куравĕ уçăлчĕ. 5 çул каялла вĕсем кун пирки ĕмĕтленме те пултарайман. Халĕ ав стена тулли - тĕрĕ. Чунран, юратса эрешленĕ сĕтел çи виттисемпе минтер пичĕсем, масмаксемпе сурпансем... Пир кĕпесемпе каччă тутрисем уйрăмах паха та илĕртÿллĕ. Çĕрĕ-çĕрĕпе ахальтен ларман иккен. Куç тулли ĕçĕсем кирек кама та ăмсантармалла халь. «Ÿркенмен ăста пулнă» каларăша тĕпе хунах тĕрĕçĕсем.

Çĕнĕ Шупашкарти 8-мĕш шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекен И.Григорьева тĕрĕçĕ вулавăшра каçсерен еплерех улах ларнисĕр пуçне тĕлĕнтермĕш каласа кăтартрĕ уявра. Вăл хăйĕн ĕçтешне телефон енчĕкĕ тĕрлесе парнеленĕ. Лешĕ Улатăрти учительсен конференцине кайсан сумкине вăхăтлăха ыттисемпе пĕрле хунă. Кайран пăхать те - хайхи чăваш тĕрриллĕ енчĕк çук! Телефон та, укçи-тенки те вырăнтах. Кун пеккине сутлăхра тупса илме çук çав. Тĕрлеме мехел çитерейменскер-ши? Йăкăртса кайнă парнене.

«Тĕрĕ тĕнчи» клуб кăçал 5 çул тултарать. Çак кĕске хушăра Пĕтĕм Раççейри, республикăри, хулари конкурссене хутшăнса темиçе хутчен дипломсене тивĕçнĕ алă ăстисем. Клуб ĕçченĕсем тăрăшнипе чăваш тĕрри пирки Раççейре кăна мар, Данипе Швецире те пĕлеççĕ халĕ.

Елена АТАМАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.