Илем тĕнчин авăрĕнче

21 Янв, 2015

«Хĕрсем валли минтер пичĕ тĕрлерĕм, анчах вĕсене кирлĕ мар, - пăшăрханарах пĕлтерчĕ Зоя Николаевна пĕр тĕркем «туприне» пÿрте йăтса кĕнĕ май. - Мускавра тĕрĕпе кама тĕлĕнтерĕн? Атя, ялта юрать».

«Тĕрĕ - пурнăç, савăнăç»

Хĕрĕ Галя çемйипе Раççей тĕп хулинче тĕпленнĕ. Амăшĕ ăна валли ятарласа тĕрĕ тĕрленĕ иккен. Лешĕ ăна каялла тавăрса панă. Çакăншăн кăмăлĕ юлнă хĕрарăмăн. Ара, анне чĕри яланах ачисемшĕн çунать-çке.

Тĕрĕ тесен чунне пама хатĕр вăл. Çĕрĕ-çĕрĕпе çак ĕçпе аппаланать. «Пуçланă ĕçе хăвăртрах вĕçлес килет, - тет Зоя Абаськина. - Йĕппе çипе чиксе туртмассерен чечек илемленсе пырать». Ытларах чечексем тĕрлеме кăмăллать вăл. Ахальтен мар кил-çурчĕ унпа тулнă.

Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне асламăшĕ валли - кĕпе, каярахпа амăшĕ валли саппун тĕрленине палăртрĕ Зоя Николаевна. Çак ĕçе ăна Нина аппăшĕ хăнăхтарнă. Халĕ вара чун киленĕçрен «чире» куçнă тейĕн. Аллине йĕппе çип тытман кун иртмест. Телекурав умне ларсан та шур пире тĕрлĕ çиппе илемлетет. «Ĕçсĕр ларма пултараймастăп, - малалла сăмахлать хĕрарăм. - Выльăх-чĕрлĕхе апатлантарсан, пÿрт-çурта тирпейлесен тĕрĕ ярса тытатăп. Унсăр пурăнма май çук. Вăл маншăн - пурнăç, савăнăç. Тĕрленĕ вăхăтра шухăшпа ăçта кăна çитместĕп!»

Зоя Николаевнăн амăшĕ те алĕç тума юратнă. Чун киленĕçĕ каярахпа хĕрне куçнă. Унăн хĕрĕ Оля та çыхма кăмăллать. Вăл хăйĕн çемйипе Патăрьел тăрăхĕнче кун кунлать. Çапла алĕç йăхран-йăха тăсăлать. Ырă ĕç амăшĕнчен - хĕрне, каярахпа мăнукне куçни пĕлтерĕшлĕ пулăм шутланать.

Тĕррисем унăн арча тулли. Çапах та чун унпа çеç лăпланмасть. Илеме куç савать, çавна май чун каллех ыйтать. Алла йĕппе çип тытсан вара кăмăл тулать.

 

Картиш выльăхпа пуян, пахча - çимĕçпе

Зоя Николаевнăпа Петр Ильич Абаськинсем - тивĕçлĕ канура. Апла пулин те кил хуçи ялти вăтам шкулта водительте ĕçлет. Зоя Николаевна вара кунĕпех выльăх-чĕрлĕх пăхать. Маларах 3 ĕне, 4 пăру тытнă вĕсем. Чăх-чĕп, хур-кăвакал картиш тулли. «Ĕне выльăх шутне кăçал чакартăмăр кăштах, - терĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. - Ялта выльăх тытмасан усă çукрах. Пĕр литр сĕте халĕ 20 тенкĕпе пуçтараççĕ. Вăл та аван. Пахча çимĕç хамăр туса илетпĕр. Тĕпсакай тулли - банка. Хĕле валли яланах тĕплĕ хатĕрленетпĕр: çырла-кăмпа та, пахча çимĕç те çителĕклĕ. Хамăр çитĕнтернĕ çимĕç тутлăрах та, перекетлĕрех те».

Выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма чылай апат кирлине те пĕлтерчĕ вăл. Ăна хатĕрлеме ачисем пулăшаççĕ. Паллах, инçетре пурăннăран вĕсене шанмасть ашшĕ-амăшĕ. Ара, хĕрĕ Мускавран, ывăлĕ Норильск хулинчен килессе кĕтмеççех, хăйсемех ерипен аппаланаççĕ.

Чăваш хĕрарăмĕ сăпайлăхпа, ĕçченлĕхпе палăрса тăрать: «Çул хĕрринче пурăннăран пахчана çум курăкран тасатсах тăратăп. «Çынран намăс тетĕп. Ĕмĕрĕпех çын сăмахĕнчен шикленсе пурăнтăм. Пурнăçа çĕнĕрен йĕркелеме май пулсан кĕнекери пек савăнса-кулса, лайăх вĕренсе ирттернĕ пулăттăм ăна».

Зоя Николаевна шкул хыççăн бухгалтери пĕлĕвĕ илме ĕмĕтленнĕ. Шел, ашшĕ инвалид пулнăран вĕренме тÿр килмен ăна. Çамрăклăхри ĕмĕчĕ татăлнишĕн паян кун та пăшăрханать хĕрарăм. Мĕн тăвăн? Пурнăç хăй еккипех чупать: пĕрне кулач çитерет, теприне чăмăр кăтартать. Çапах та ăна хурлама кирлех мар. Абаськинсен йăхне малалла тăсакансем çитĕнеççĕ паян. Чечек пек илемлĕ ултă мăнукĕ вара Зоя Николаевнăпа Петр Ильичшăн чăннипех те пысăк телей.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.