- Чăвашла верси
- Русская версия
Кивĕ Тинкеш тăрăхĕнче
Ялти клубăн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри вăл - çамрăк ăру кун-çулне çутă та пуян, интереслĕ йĕркелеме пулăшасси, çавăн пекех йăла-йĕркене, культурăна упраса хăварасси. Ăна пурнăçа кĕртме кашни çĕртех тĕрлĕ майпа усă кураççĕ. Çак кунсенче Етĕрне районĕнчи Кивĕ Тинкешри культура çуртĕнче пулса курма тÿр килчĕ. Клубра тăрăшаканшăн чи кирли алăри диплом мар, турă пани, чунра хăйне майлă хăват пурри, халăхшăн çунни... Кунта нумай пулмасть çеç ĕçе пуçăннă Алексей Михайлович Арсентьев шăпах çавăн пек çынсенчен пĕри.
Мĕн пытармалли, Кивĕ Тинкешри культура çурчĕ 2-3 çул каялла йăлтах юхăннă пулнă. Кам айăпĕпе, мĕне пула? Ун пирки никам та нимĕн те шарламарĕ. Клубра пĕртен-пĕр музыка центрĕсĕр пуçне урăх нимĕн те пулман-мĕн. Çавăнпа та шанса панă çĕнĕ ĕçе мĕнрен тытăнмаллине те пĕлмен çамрăк ертÿçĕ. Кредитпа культура çурчĕ валли чи малтан хăй шутĕнчен 40 пинлĕх музыка аппаратури туяннă, ытти вак-тĕвек валли те укçи-тенкине самаях тăкакланă. "Эпир ĕçе йышпа тума хăнăхнă. Ăнăçу вăрттăнлăхĕ те çакăнта тен", - палăртать Алексей Михайлович. Юрăхсăра тухнă тесе çÿп-çап купине кăларса пăрахнă усилителе те çамрăксемпе пĕрле хута янă. Сĕтел-пукана килтен илсе килсе вырнаçтарнă. Çил вĕресрен стенасен хушшинчи шăтăк-çурăка монтаж кăпăкĕпе сапласа тухнă. Укçа-тенкĕ тупасси малтанхи кунсенче çĕрĕн-кунĕн канăç паман çамрăка. Эрнекунпа шăматкун ташă каçĕсем ирттерме тĕв тунă клубра. Аслăрах çултисем валли ятарласа 80-90-мĕш çулсенчи юрра-кĕвве çавăрттарнă. Кĕске хушăрах культура çуртне туртăнма тытăннă халăх. Çапла майпа ташă каçĕнче пухăннă укçа-тенкĕпе светодиагностика та, генератор та туяннă. Хаваслăрах пултăр тесе паллакансем, юлташĕсем урлă Шупашкарти çĕрлехи клубсенче тăрăшакан диджейсене ташă каçне чĕнсе илнĕ.
Тĕнче касса çÿренĕ хыççăн
Алексей Арсентьев И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУри географи факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн салтака кайса килнĕ. Хăй каланă тăрăх кайран 5 çул тĕнче касса çÿренĕ, чылай çĕрте ĕçлесе пăхнă, кайран тăван ялах таврăнма тĕв тунă. 2013 çулта клуб директорĕ пулма сĕнсе пăхнă ăна.
Çакнашкал яваплăха малтан хăй çине илесшĕн те пулман, çапах та юлашкинчен килĕшнĕ. Унсăр пуçне вăл тăван ялтан 17-18 çухрăмра вырнаçнă Палтай шкулĕнче ачасене географи, ОБЖ вĕрентет. Машина туянма ĕлкĕреймен-ха вăл, аякри çула автобуспах кĕскетет. "Мăшăрпа икĕ ача çитĕнтеретпĕр: Юля пилĕк çулта, Арсений виççĕре. Олеся мана ĕçре нумай пулăшса, хавхалантарса пырать, вăл колхозра бухгалтерта тăрăшать", - çемйипе паллаштарать культура çурчĕн директорĕ.
Пурнăçра кирлине вĕренеççĕ
Темĕн тĕрлĕ кружок та ĕçлет кунта. "Хозяюшкăна" хĕрачасем хаваспах çÿреççĕ. Пурнăçра кирлĕ тата ытти ĕç-пуçа алла илме пулăшаççĕ культура ĕçченĕсем. Драмăпа комеди студинче ватти-вĕтти таранах курма пулать. Кăçал Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 70 çул çитнине халалланă çак таврари темиçе район хушшинче иртекен "Çĕнтерÿ салючĕ" фестивале хутшăнасшăн. "Шăнкăрав" ушкăн пирки ку таврара илтмен çын та çук. "Тинкеш шăпчăкĕсем" фольклор ансамбльне ваттисем те, çамрăксем те кăмăлтанах çÿреççĕ. "Аслă çултисем турткаланса тăмаççĕ, пире, çамрăксене тĕслĕх кăтартаççĕ. Пирĕн пата çитсе чун ыратăвне те, савăнăçне те пĕрле пайлаççĕ. Ĕлĕкхи юрăсене асран кăларманни савăнтарать. Çĕннисене те вĕренеççĕ", - паллаштарать Алексей Арсентьев. "Снежинка" турист клубĕ чылай яша илĕртет. Вĕсем хăйсен пултарулăхне ытларах скалодромра кăтартаççĕ, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнаççĕ. Çамрăк туристсем кăçал Тутарстанри çĕр хăвăлĕсене çитсе курнă. Ял уявĕсемпе уяв каçĕсем те хăйне майлă иртеççĕ. Лаша тытакан çук ку тăрăхра. Çавăнпа та юлашки вăхăтра мотоблокпа ăмăртассине йăлана кĕртсе янă. Тимĕр "урхамахсем" те нимĕнпе те кая мар-мĕн, вĕсене пĕкĕсемпе, хăмăтсемпе тата шăнкăрав, хăю çакса илемлетеççĕ. Клуба кĕрсен ку тăрăхри каччăсем шашка-шахмат, домино выляма юратнине хам та курса ĕнентĕм. Çавăн пекех спорт ăмăртăвĕсенче те хастар вĕсем. "Çамрăксем клуба туртăнма пуçлани сисĕнет. Ташă каçĕсене хамăрăннисем кăна мар, Элĕк, Хĕрлĕ Чутай тата Муркаш тăрăхĕсенчен те килеççĕ", - каласа кăтартать Алексей Михайлович.
Ял çамрăкĕсен канашĕ
"Çамрăксем мана нумай пулăшса, хавхалантарса пыраççĕ. Вĕсемсĕр мĕн тунă пулăттăмччĕ-ши? Шкулпа, ял тăрăхĕпе тачă çыхăу тытса ĕçлетпĕр. Çавăн пекех вунă çул клуб ертÿçинче ĕçленĕ Раиса Анатольевна Петровăна тав сăмахĕ калас килет. Вăл тивĕçлĕ канура пулин те алă усса лармасть. Икĕ кружок ертсе пырать, çамрăксене гитара калама, юрлама вĕрентет. Унăн ăсталăхĕ пысăк, турă пани те пурах", - тет Алексей. Клуб ертÿçи "Çамрăксен канашне" те йĕркелесе янă иртнĕ çул. Унта пĕтĕмпе 21 хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм кĕрет. Пĕлтĕр çамрăк канашçăсем республика конкурсне пĕрремĕш хут хутшăннă. Паллах, хуларисемпе ăмăртма çăмăлах пулман вĕсене, çапах та вăйлисен хушшине лекни те хавхалантарать.
"Бал-маскарад" сценарине кăçал çур сехетре хатĕрлерĕç. "Эп хутшăнмастăп е мана кирлĕ мар" тесе турткаланса тăракан çук пирĕн хушăра", - каласа кăтартать Алексей Михайлович. Хăй те тĕлĕнмелле çаврăнăçуллă та хастар пулни куçкĕрет. Уяв каçĕсенче çынсене савăнтарма пĕлет, кашнинчех мĕнле те пулин пĕчĕк парнепе те пулин хавхалантарать. Çĕнĕ çул каçĕ валли хатĕрленĕ 250 лотерейăна пĕр эрне хушшинче сутса пĕтернĕ вăл. Хаклă парнесем выляттарнă уявра. Тĕп парне мультиварка пулнă. Лотерея туяннисем пĕри те парнесĕр юлман.
Ĕмĕчĕсем çунатлă
Клубăн çÿлти хутĕнче вырнаçнă Федот Орлов летчике халалланă музей та йăлтах юхăннă. Çамрăксене çак ыйту пушшех канăç памасть. "Аваллăха, историе манма юрамасть. Пирĕн тăрăхран паллă çынсем нумай тухнă. Вĕсем çинчен те, вăрçăра пуç хунисем, ветерансем çинчен те тĕплĕн пĕлес килет", - теççĕ Кивĕ Тинкеш çамрăкĕсем. Çавна май халăхран экспонатсем, авалхи савăт-сапа, тумтир тавраш, кивĕ сăнÿкерчĕксем пухма тытăннă.
Петр Арсентьев ертсе пыракан "Пучах" колхоз вăхăтĕнче кĕрлесе кăна тăнă. Шел, йывăр чире пула ĕмĕрĕ вăрăм пулайман унăн. Çамрăксем Петр Арсентьевич ячĕпе клуб çумĕнче асăну хăми уçасшăн. Ф.Орлов летчике халалласа шкул территорине кăçал самолет илсе килсе вырнаçтарасшăн. Клубăн çÿлти хутĕнче спортзал уçас ĕмĕтлĕ.
"Комплекслă строительство" республика программине хутшăннă Тинкешри культура çурчĕ. Унта çĕнтерессе шанаççĕ мал ĕмĕтлĕскерсем.
Ан тив, нумай та ĕçлемест-ха Алексей Арсентьев, анчах та çамрăксемпе, ял халăхĕпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет вăл. Культура вучахĕ ан сÿнтĕр тесе мĕнпур вăй-халне, чун хăватне парса тăрăшакан çамрăка пирĕн те ăнăçу сунас килет.
Елена АТАМАНОВА.
Етĕрне районĕ.
Комментировать