Амăшĕн сĕчĕ çитмесен

16 Янв, 2015

Сысна çурисене амăшĕн сĕчĕ çитнипе çитменнине мĕнле пĕлмелле? Ĕне сĕтне пама юрать-и вĕсене?

Людмила Иванова. Етĕрне районĕ.

Ама сĕтлĕ пулсан çурасем питĕ хăвăрт ÿсеççĕ. Вĕсем чĕрĕ те хастар курăнаççĕ, аякĕсем çаврака, çăмĕ кĕске те таса, йăлтăркка та çемçе пулать. Кун пек чухне çурасене ĕне сĕтне каярах, икĕ эрне хыççăн хушса пама юрать. Çак вăхăт тĕлне вĕсем уйрăм валашкана хурса панă комбикорма та тутанса пăхма тытăнаççĕ. Сăмах май, çурасене апат памалли валашкана çитĕннисенчен хÿтĕленсе пÿлсе памалла.

Çурасем начар, чĕтреççĕ, сÿрĕккĕн çÿреççĕ, чĕчĕ шыраса тăтăшах сăмсипе амăшĕн хырăмне тĕкни вĕсене сĕт çитменнине пĕлтерет.

Сысна ами çурисене нăриклетсе çиме йыхравламанни, аякĕ çине йăванас вырăнне хырăмĕ çине выртса чĕччисене пытарма тăрăшни те сĕт сахаллине систерет. Кунашкал сыснан чĕччинче çуркаланчăксем те курăнма пултараççĕ, мĕншĕн тесен выçă çурасем ытларах сĕт ĕçессишĕн ăна суранлатаççĕ. Çурасен чĕркуççийĕ те сĕт шыраса нумай шунипе суранланать. Паллах, кун пек чухне вĕсене хушма апат кирлĕ: ĕне сĕтне чĕрĕ çăмартапа кăшт сахăр хушса памалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.