Экзамен умĕн билет ыйтăвне тĕлĕкре курнă

24 Янв, 2014

Кăрлачăн 25-мĕшĕ - Раççейри студентсен кунĕ. Университет-институтра, колледж-техникумра вĕренекенсем паян-ыран тĕрлĕ уяв-мероприятие хутшăнаççĕ. Чылайăшĕн ку тĕле сесси те вĕçленет. Апла савăнмалли тепĕр сăлтав хушăнать. Татьянăсен вара пĕр харăс миçе уяв-ши? Ара, вĕсем кăрлачăн 25-мĕшĕнче хăйсен кунне те паллă тăваççĕ-çке. Сессирен сессиччен ши! шăхăрса пурăнсан та экзамен вăхăтĕнче студентăн куç хупман каç тăтăшах пулать. Пирĕн республикăри аслă шкулсенче ăс пухакансен хушшинче шĕкĕр “пиллĕкпе” вĕренекенсем те пур. Вĕсенчен пĕри - И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн историпе филологи факультечĕн 5-мĕш курс студентки Ирина Николаева. Унăн зачет кĕнекинче пĕр “виççĕ” те, пĕр “тăваттă” та çук. Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине кăçалхипе виççĕмĕш хут тивĕçнĕ хĕре “Çамрăксен хаçачĕн” тĕпелне йыхравларăмăр.

Ирина Николаева Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкассинче çуралса ÿснĕ. Ача чухне шкулла выляма кăмăллаканскер ÿсерехпе пурнăçне вĕрентекен ĕçĕпе çыхăнтарасси пирки шухăшланă, çапах аслă классенче ăс пухнă вăхăтра “Каçал ен” район хаçачĕпе çыхăну тытнă май ăна журналист профессийĕ те илĕртнĕ. Пур пĕрех шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă Ирина педагогика вузĕн сукмакне такăрлатма тытăннă. Кирек мĕнле студент та пĕрремĕш сессирен шикленет. Комсомольски районĕн пики те университетри пирвайхи экзаменран хăранă.

Чылай студент кун йышши тĕрĕслевре 13-мĕш билет ан лектĕр тесе турра кĕлĕ тăвать. Ирина хыçа юлнă тăхăр сессири экзаменсенче кунашкал билета алла тытса курнă-ши?

- Лекнĕччĕ. Тантăшсем уйăхăн 13-мĕш кунĕ эрне куна лексен те сехĕрленеççĕ. Эпĕ тĕшмĕше ĕненместĕп те çак хисеплĕ билета туртса кăларсан та тĕлĕнмерĕм, хăрамарăм. Тĕрĕссипе, этемĕн япăххи пирки шухăшламалла мар, унсăрăн вăл хамăр сисичченех ума çитсе ÿкĕ, - калаçу çăмхине сÿтрĕ студентка. - Пĕлетĕр-и: пĕррехинче, Петр Метин ертсе пынă “Литература теорийĕ” дисциплинăпа экзамен тытас умĕнхи каç, тĕлĕк тĕлленчĕ. Ĕненместĕр: тĕрĕслевре унта курнă билета туртса кăлартăм. Профессор: “Çырса ларнипе ăс кĕмест, хуравлама тухăр”, - терĕ те унăн умне хатĕрленмесĕрех пырса лартăм, ыйтусене туллин хуравларăм.

Студент çăкăрне çисе курнисем лайăх пĕлеççĕ - хăш-пĕр преподаватель патне зачет тытмашкăн виçĕ-тăватă хут чупма тивет. “5”-пе кăна ĕлкĕрсе пыракан Иринăн кун пекки пулнă-ши?

- Пулмасăр! Эпĕ студент мар-им? Чăнах та, хăш-пĕр зачет экзаменран та йывăртарах. ОБЖпа зачета аран-аран тытни халĕ те асрах. Пĕррехинче философипе пĕтĕм ушкăнпа экзамена икĕ хут кайрăмăр, - аса илчĕ студентка.

Филологи уйрăмĕнче пĕлÿ илекенсен пĕр семестр вăхăтĕнче çĕр-çĕр кĕнеке вулама тивет. Чылай студент литература экзаменне мĕн пур хайлава шĕкĕлчемесĕрех тухса утать. Ирина вара ыйтусенче пур кашни произведениех тишкерме тăрăшать, çавăнпах хăш-пĕр экзамена пач куç хупмасăр кайни те пĕрре мар пулнă унăн. Сăмах май, Иринăн амăшĕ экзаменсемшĕн хĕрĕнчен те ытларах пăшăрханать, çавăнпа асламăшĕпе кукамăшĕ те мăнукĕ хăçан тата мĕнле дисциплинăпа зачет-экзамен тытнине пĕлсе тăраççĕ.

Пулас педагогсен шкулсенче практика тухмалла. Ирина Николаева пĕрремĕш практикăна Шупашкарти 5-мĕш гимназире ирттернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн, министрсен, ытти тÿре-шаран ачисем ăс пухакан пĕлÿ çурчĕ студенткăн асĕнче епле çырăнса юлнă-ха?

- Питĕ кăмăллă ачасем вĕренеççĕ унта. Ашшĕ-амăшĕ пысăк должноç йышăннине курса мăн кăмăлланса, пуçтахланса çÿрекенсене курман. Пире, çап-çамрăкскерсене, итлетчĕç, хушнине яланах пурнăçлатчĕç. Пĕррехинче шăпăрлансем мана: “Тархасшăн, пире паян та вĕрентĕр-ха”, - тенĕччĕ. Чăваш чĕлхинчен те пăрăнмаççĕ - амăшĕсем валли чăвашла сăмахсемлĕ открытка хаваспах янтăларĕç.

Хальхи чăваш литературине кăмăллакан пикен, Людмила Сачковăпа Сергей Павлов хайлавĕсене уйрăмах мала хураканскерĕн, шухăшĕпе - общежитире пурăнса курман çамрăк студент ятне тивĕç мар. Мĕншĕн-ха? Ара, кунта туслăх чăмăртанать-çке, вăхăта пĕрле хаваслă ирттерме майсем пур. Шкул вăхăтĕнче те, университетра ăс пухнă çулсенче те тĕрлĕ олимпиадăна хутшăнса палăрнă Ирина Дагестанра иртнĕ Туслăх эрнине кайса килни пирки хавхаланса каласа кăтартрĕ:

- Çĕр-шыври 20 университетран пухăннă çамрăксем пĕр эрнере мĕнле кăна мероприятие хутшăнмарăмăр-ши? Кампа кăна курса калаçмарăмăр-ши? Дагестан патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекен Непал каччин сăмахĕ тĕлĕнтерчĕ. Унăн тăван çĕр-шывĕнче культура енĕпе ăс пухакан каччăсене хисеплемеççĕ иккен. Çав тери илемлĕ саслă, питĕ хитре юрлакан йĕкĕтĕн çывăх çыннисене те улталама тивнĕ. Ашшĕ-амăшĕ вăл журналистика факультетĕнче вĕренет тесе шухăшлать, - калаçăва тăсрĕ спортпа та туслă Ирина.

Спорт тенĕрен, студентка мĕн пĕчĕкренех çăмăл атлетика ăмăртăвĕсене хутшăнать, йĕлтĕрпе чупать. Пĕлтĕр Шупашкарти кÿлмек хĕрринче иртнĕ “Ман хыççăн чуп” акцире те вăл 2-мĕш вырăна тухнă. Ирина факультетсене пĕрлештериччен студентсен деканачĕн ертÿçи пулнă, халĕ вăл - историпе филологи факультечĕн студдеканат ертÿçин çумĕ. Ку кăна-и? Пике тăван университетăн управлени факультетĕнче те вĕренет. Унта вăл 4-мĕш курса çитнĕ. Пĕр кунрах 2-3 экзамен тытаканскер Чăваш наци радиовĕнче ĕçлеме те вăхăт тупать. Унăн илемлĕ сассине “Чĕререн тухакан сăмахсем” кăларăмра итлеме пулать. Тĕрĕссипе, унта кăна та мар - пике Надежда Заводскова йĕркеленĕ “Эмине” чăваш эстрада ушкăнĕнче те юрлать. Вăл хăйне ятăн тăватă юрă çыртарнă. Пĕр юррине - “Атте-анне” ятлине - хăйĕн сăввине кĕвве хывса хатĕрленĕ.

5-мĕш курс студентки таçта та çитме мĕнле майпа ĕлкĕрет-ши? Каçхи клубсенче ташласа ывăннă çамрăксем те занятисенче пуçа сĕтел çине хурсах тĕлĕреççĕ те - тĕрлĕ мероприятие чупакан Ирина аудиторире çывăрса каймасть-ши?

- Эх, намăс! Ун пекки те пулнăччĕ çав. Пÿлĕмсенче ăшă, лекци итлени ывăннă яш-хĕре çывăрттарать. “Чăваш литературине вĕрентмелли методика” дисциплинăна ертсе пыракан Надежда Степановăн лекцийĕнче эпĕ тĕлĕрсе кайнă. Юнашар ларакан хĕр тусăм аякран чавсипе пĕрре тĕкрĕ-ха, çапах ыйхă вĕçмерĕ. Преподаватель урама тухса уçăлма сĕнчĕ вĕт, - иртнине куç умне кăларчĕ ЧР Пуçлăхĕн стипендиатки.

Пĕр харăсах икĕ факультетра вĕренекен Ирина Николаева дипломсене илсен шкулта ĕçлĕ-ши?

- Хальлĕхе ку ыйтăва татăклăн хуравлаймастăп - университет пĕтерсен куç курĕ. Ачасене юратнăран, учитель ĕçне кăмăлланăран эпĕ шкулта вăй хума пĕрре те хирĕç мар, - калаçăва вĕçлерĕ вĕренÿ отличници.

 

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.