- Чăвашла верси
- Русская версия
Мĕн вăл стратификаци?
Чылай улма-çырлапа эмел культурисен вăрлăхĕсен хăйне евĕрлĕ уйрăмлăхĕ пур, лайăх пулса /пиçсе/ çитсен вĕсем тепĕр çулах ăнăçлă шăтса ÿсме пултараççĕ. Ансатрах каласан стратификаци вăл – вăрлăха пулса çитме май туса пани. Стратификацилемен /пулса çитмен/ вăрăсем çуркунне е пачах шăтмаççĕ, е вĕсенчен питĕ сахалăшĕ кăна шăтать.Çакăн пек культурăсен шутне чи малтанах шăмă вăрăллă культурăсем, лимонник, япони айви, кедр, юман, илемĕшĕн ÿстерекен тĕмсем, пур йышши эмел курăкĕсем /кăнтăр районĕсенче çитĕнекенннисемсĕр пуçне / кĕреççĕ.
Лутра ÿсенкен çырла тĕмĕсен вăррисене те пулса çитме пулăшмалла. Çавăнпа сирĕн кĕркунне çак ĕçсене тума май пулман тăк, кăрлачра /январьте/ вăрăсене ешчĕке 5-7 см тарăнăш акăр. Унтан ешчĕке балкон çине, сивĕ пăлтăра е пахчара юр айне алтса лартăр.
Стратификаци тăвакан вăрăсене сивĕтмĕшре е нÿхрепре те упрама пулать. Вĕсене унта 2 уйăхран кая мар тытмалла.
Вăрăсене кăмакара е духовкăра вĕрилентерсе сивĕтнĕ нÿрĕ хăйăрпа е кĕрен марганцовка шĕвекĕпе нÿретнĕ пăчкă кĕрпипе хутăштармалла. Ăна капрон чăлхана тултарсан тыткалама меллĕ.
«Тулли хутаçа» хăйăр тултарнă ешчĕке хумалла, çиелтен каллех хăйăрпа 6-8 см сий туса витмелле. Хăш вăхăтра хунине этикетка çине çырсан меллĕрех. Пирĕн тăрăхра вăрăсене килти условисенче кăрлач-нарăс /январь-февраль/ уйăхĕсенчен кая юлмасăр стратификацилемелле.
Енчен те сивĕтмĕшре стратификацилетĕр тĕк вăрăсене нÿрĕ хăйăр тултарнă савăта лартăр. Аялти камерăри температура 1 градус ăшăран пуçласа 3 градуса çити сивĕ пулмалла.
Комментировать