- Чăвашла верси
- Русская версия
ТРЕНАЖЕР ЗАЛĔ ПӲРТРЕХ
Кил-çурта тирпейленĕ чухне кĕлеткешĕн питĕ усăллă хусканусем тума пулать. Нимĕнле тренажер залĕ те кирлĕ мар.
1. Вăйлă алă. Минтерсене пĕр-пĕрин çине купаласа хурăр та алăсене чăмăрласа вĕсене çатлаттарăр кăна. Тусанне те шаккаса кăларма, мышцăсене те çирĕплетме пулать.
2. Шайлашулăх. Шкап çинчи тусана шăлса илнĕ чухне хăрах ура çинче тăмалла, теприн лаппине ура тунин шал енне хĕстермелле. Чĕр куççине айккинелле ямалла.
3. Илемлĕ ура. Пылесоспа ĕçленĕ май вăрăммăн ярса пусмалла, çак вăхăтра тепĕр уран чĕр куççийĕпе урайне перĕнме тăрăшмалла.
4. Йăрăс пĕçĕ. Утюгпа япала якатнă чухне пĕçĕсем хушшине минтер чикĕр, ăна пĕрре хĕстерĕр, тепре çемçетĕр.
5. Пиçĕ купарча. Урай çунă чухне сулахай урана хыçалалла ямалла, лаппине хăвăр еннелле кăштах туртăнтармалла, купарчана хытă хĕстермелле. Çак хусканăва урасене улăштарса тумалла.
6. Илĕртӳллĕ кăкăр. Чӳрече çума хатĕрленетĕр-и? Кăкăр кăшкарĕн мышцисене çирĕплетме меллĕ самант. Икĕ салфетка илĕр, алăсене чавсара хуçлатса лапписене кăкăр умĕнче пĕрлештерĕр, алăсене май килнĕ таран вăйлăрах хытарăр. Алăсене айккинелле сарнă май мышцăсене çемçетĕр. Çапла чӳречене çуса тасатăр.
7. Çӳхе хырăм. Пилĕкрен çӳлерех вырнаçнă япаласене тасатнă чухне щеткăна икĕ алăпа тытмалла. Малалли кашни хусканупа килĕшӳллĕн хырăм мышцисене хытармалла, хыçалалла шăлнă май çемçетмелле.
8. Çирĕп ура хырăмĕ. Шкапăн аялти çӳлĕкĕсене шăлнă май майĕпен чĕр куçленсе ларăр. Урасене хул пуççи сарлакăшĕнче тытмалла, кĕлетке пĕçĕсен хушшинче пулмалла.
9. Лапă ураран. Çӳлĕкрен мĕн те пулин карăнса илмелле пулсан пукан çине ан тăрăр, чĕвен тăрса туртăнăр. Пӳлĕме тирпейленĕ чухне пĕтĕм ĕçе чĕвен тăрса пурнăçласан лайăхрах.
10. Çинçе пилĕк. Урайĕнче вараланчăк вырăн асăрхасан чĕр куçленмелле, хырăма туртса кĕртмелле. Урайне сăтăрнă май пĕçĕсене енчен енне хускатмалла.
Комментировать