Пĕрремĕш тĕлпулура çуралнă пĕрремĕш юрату

27 Дек, 2014

Кашни хĕрарăмрах темĕнле вăрттăнлăх пытаннă теççĕ. Вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем вара тупмалли юмах пекех туйăнаççĕ: ара, хăшĕсем теçетки-теçеткипе çул хыçа юлсан та вăй питтисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ - ташлас тесен ташлаççĕ, юрлас тесен юрлаççĕ, ĕçрен те пăрăнмаççĕ, çамрăксене маххă памаççĕ! Ăçтан тухать вăй-халĕ? Муркаш районĕнчи Йĕрхкассинче çуралнă Нина Семенова çинчен шăпах çапла калас килет. Çак кунсенче тăхăр теçетке çула хыçа хăвараканскер пирки ачисемпе тăванĕсем, пĕлĕшĕсем ăшă сăмах кăна калаççĕ. “Кăшкăрман, вăрçман, анчах пысăк йышри йĕркене халĕ те çирĕп тытать - куçран пăхнипех ăнланатпăр, пĕчĕк чухне те айăпа тÿрех туяттăмăр”, - каласа кăтартать Нина Семеновнăн халĕ ĕнтĕ хăйсем те асанне-кукамай, асатте-кукаçи ятне илтнĕ ывăл-хĕрĕ. Ара, шÿт-им: мăшăрĕпе Иванпа сакăр ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕт.

...Шатăртатса çунать кăмакара вутă, ахăртнех, сивĕтет-тĕр - кăвар айккинелле сирпĕне-сирпĕне çуннă чух çапла сăнав пур халăхра. Пÿртре тутлă шăршă сарăлнă - çатмара икерчĕ пичĕ саралать. Тĕлĕнмелле, кăмакана хутлать кăна çатма - тулли кĕрет, пиçсе тухать икерчĕ, анчах та сĕтел çинче турилкке пушах. Мĕн амакĕ? Сĕтел çумĕнче ачасем пĕрин хыççăн тепри тăраççĕ-мĕн, черетлĕ çатмаран куç илмеççĕ. Çывăрса вырт-ха унта, икерчĕсĕр юлатăн вĕт! Чусти пĕтсен тата... /Ял ачи, йышлă çемьере ÿсни - пушшех те, темĕн те пĕлет вĕт.../ Алла тутлă çимĕç лексен малта тăраканни хыçалалла куçать, ун хыçĕнчи пĕчĕк аллине амăшĕ еннелле тăсать. Пурне те асăрхаса ĕлкĕрет хĕрарăм: “Ку - сана, ку вара - сана...” Сĕтел хушшине ларса ĕлкĕричченех çисе тăранаççĕ ачасем...

“Çемьере нумай ача пулнă, анчах та выçă çÿренине пачах та астумастăп, - каласа кăтартать Нина Семеновна хĕрĕ Ольга Ивановна. - Кĕсьере, сăмахран, пашалу чиксех çÿреттĕм. Пĕрре çыртса илнĕ те малалла васканă...”

Хресчен çемйинче çуралнă Нина Семеновна ÿссен вĕренме ăнтăлнă. Шкул хыççăн 1942 çулта Çĕрпÿри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Çамрăк специалиста Чăршкассине ĕçлеме янă. Унта Ольга Трофимова патĕнче хваттерте пурăннă хĕр. Пĕррехинче алăка такам хăюллăн уçса янă та пÿрте... тĕлĕнмелле маттур та хитре каччă кĕрсе тăнă. Çамрăк офицера форма питĕ килĕшнĕ. Яш та пикене тÿрех асăрханă. Куçсем тĕл пулнă, чунсем кисреннĕ. Пĕрремĕш тĕлпулуранах çуралнă пĕрремĕш юрату хăвачĕ ĕмĕр тăршшĕпех чакман. Каччă кил хуçи ывăлĕ пулнă иккен. Севастополь Тинĕс-çар флочĕн офицерĕ тăван килне курма килнĕ май хăйне унта пулас мăшăрĕ кĕтнине тĕшмĕртмен те пулĕ çав. 1945 çулхи раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа çамрăксем малашне пĕр хушаматпа пурăнма килĕшнĕ - çапла çуралнă Семеновсен çемйи. Çулталăкран çамрăк арăм упăшки патне Севастополе тухса каять. Кĕçех çар çыннине Новороссийска куçараççĕ. Татах ача кĕтекен “çиппи”, паллах, “йĕппи” хыççăн. Каярахпа мăшăр тăван кĕтесрех тĕпленме тĕв тăвать. Йыш хушăнсах пырать. Пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килеççĕ тĕпренчĕксем - Тамара, Раиса, Людмила, Леонид, Владимир, Ольга, Александр, Николай...

Нумай вăхăт иртнĕ унтанпа. Ачасем ÿссе çунат сарнă, тĕрлĕ çĕрте хăйсем ăшă йăва çавăрнă. Лăш курмасăр, канма пĕлмесĕр ĕçленĕ чăваш хĕрарăмĕ тивĕçлĕ канура та алă усса ларман. 72 çула çитсен кăна ачисем канлĕ ватлăхпа киленме аран ÿкĕте кĕртнĕ. 8 ачипе, 21 мăнукĕпе, мăнукĕсен 27 ачипе савăнса пурăнать паян Нина Семеновна. Шел, çак куна мăшăрĕ кĕтсе илеймен, 1977 çулта йывăр чире пула пурнăçран уйрăлса кайнă. Çухатăва пула ыратакан чĕрине сиплеме ачисемпе тăванĕсем, ĕçтешĕсем пулăшнă хĕрарăма.

Маттур та хастар пепкесем ÿстернĕшĕн Нина Семеновăна II степень “Ача амăшĕн мухтавĕ” орденпа чысланă. “1941-45 çулсенче Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн” медале тивĕçнĕ хĕрарăм. Тăрăшулăхĕшĕн “Ĕç ветеранĕ” хисеплĕ ятпа хавхалантарнă ăна.

Ĕмĕр тăршшĕпех - ĕçре... Пĕр ача ÿстересси те çăмăл мар, саккăрăшне ура çине тăратмашкăн мĕн тÿссе ирттернине вара амăшĕ хăй кăна пĕлет пуль... Çапах та ыйту хуравне тупасах килет - мĕнре-ха тăхăрвуннăри хĕрарăм вăрттăнлăхĕ? Мĕнле майпа упрать вăл чун хавалне, куç йăлкăшăвне?

“Пирĕн аннен çулĕ çук, - йăл кулать Ольга Ивановна. - Питĕ хаваслă вăл, ырă кăмăллă, шÿтлеме юратать. Унăн килĕнче ялан кулă янăраса тăрать. Çамрăксемпе хăвăртах пĕр чĕлхе тупать, ахальтен мар ĕнтĕ ун патне туртăнаççĕ вĕсем. Çемье чăн-чăн управçи анне...”

Рита АРТИ.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.