Медальсен йышĕ ÿснĕ, тăлăхсен йышĕ чакнă

27 Дек, 2014

Иртсе каякан çул республикăри паллă çынсен асĕнче мĕнпе юлнă-ши? Çак ыйтупа чăрмантарас терĕмĕр сехет йĕппи 12 шаккаса ĕлкĕриччен...

Алексей ЯКОВЛЕВ, ЧР физкультурăпа спорт министрĕн пĕрремĕш заместителĕ:

- Ĕç енчен хакласан иртекен çул тухăçлă та ăнăçлă пулчĕ темелле. Çакна çирĕплетсех калама пултаратпăр. Спортсменсем тĕрлĕ ăмăртусене курăмлă хутшăнчĕç. Акă Елена Муратова /могул дисциплина/ Хĕллехи Олимп вăййине хутшăнчĕ. Олимп чемпионĕ Владимир Воронков хыççăн /1972 çул/ республика чысне унта урăх никам та хÿтĕлеменччĕ. "Раççей - спорт çĕршывĕ" пĕтĕм тĕнчери форум та - кăçалхи пĕлтерĕшлĕ уяв. Вăл спортшăн çеç мар, политикăшăн, экономикăшăн та сумлă. Тĕнчери 20 ытла çĕршыв хăнине йышăнтăмăр. Форум вăхăтĕнче Чăваш Ене Владимир Путин та килчĕ. Кун пек пĕлтерĕшлĕ пысăк мероприяти республикăра тата тахçан пулĕ-ха? Унсăр пуçне кăçал районта пĕрремĕш хупă пăр керменĕ уçрăмăр. Вăрнарта вырнаçнăскер ăнăçлă та тухăçлă ĕçлессе, республикăра хоккей аталантарас ĕçре пысăк та паха витĕм кÿрессе шанатпăр. Çĕнĕ Шупашкарта чылай ĕç пурнăçланчĕ. Юланут спорчĕн спорт шкулĕн хупă манежĕ ĕçлеме пуçларĕ, Пăр керменĕ, тренажер çĕнĕ залĕсем уçăлчĕç. Спорта малалла аталантарма химиксен хулинче халĕ пĕтĕмпех пур темелле. 2014 çул историре ГТО нормисене тавăрнипе те çырăнса юлать. Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕррине 50 пин яхăн çын тĕрĕслерĕ. Спортпа туслă çынсемшĕн Канаш районĕнчи Карăклă ялĕнче спорт комплексĕ уçăлни те - пысăк парне.

Хам пурнăç пирки каласан, ывăл Максим вăтам шкул пĕтерсе Мускаври таможня академине вĕренме кĕчĕ. Çакă питĕ савăнтарать. Унсăр пуçне йĕлтĕрпе ту çинчен ярăнас тĕсĕн /ски-кросс дисциплина/ Раççей пĕрлештернĕ командин йышне кĕме пултарчĕ.

Вячеслав РАФИНОВ, Чăваш Республикинчи ача прависен уполномоченнăйĕ:

- Иртекен çулталăк ыттисенчен маншăн çеç мар, пĕтĕм Раççейшĕн уйрăлса тăрать. Патриотизмла хăпартланăва пурте туйрăмăр. Шухăшсенче те, ĕçре те пĕрлĕхрен хакли çуккине тепĕр хутчен ĕнентĕмĕр. Пĕрремĕшĕнчен, Крым каялла пирĕн çума хутшăнчĕ. Иккĕмĕшĕнчен, Украинăри йывăр лару-тăрăва пула Раççейĕн ытти регионĕпе пĕрлех республикăна та куçса килекенсем пулчĕç. Вĕсен йышĕнче ачаллисем те сахал мар. Вĕсемпе ĕçленĕ май, паллах, çĕнĕлĕхсем кĕртме тиврĕ. Йышăнакан ятарлă тăватă пунктсăр пуçне çемьесем тăванĕсен, пĕлĕшĕсен килĕсенче вырнаçрĕç. Унсăр пуçне пачах палламан, ырă та уçă кăмăллă çемьесем те йышăнчĕç вĕсене.

2014 çулта тăлăхсен шучĕ чакни те савăнтарать. 3-4 çул каялла вĕсем чылайрахчĕ. Калăпăр, пĕлтĕр 390-ăн пулнă тăк, кăçалхи цифра самай пĕчĕкрех. Ытти çулсенче ачасен 80 проценчĕ ашшĕ-амăшĕ сывă çĕртенех тăлăх шутланнă пулсан, кăçал ку кăтарту 62 процент яхăн. Çакă тăлăхсен пĕтĕм йышĕ чакнипе те çыхăннă-ха. Ачасен çуртĕнче кун кунлакансен йышĕ те чакать. Малтан тăлăхсен 80 проценчĕ çемьесене вырнаçнă тăк, халĕ 92 проценчĕ опекăна, усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕпе пурăнать.

Çитес çул кашни ача тăван ашшĕ-амăшĕпе, аслисем хăйсен пепкипе юнашар телейлĕ пулччăр! Аслисем кĕçĕннисем валли савăк та хаваслă пурнăç тума тăрăшчăр. Телейлĕ ачасем - пирĕн телейлĕ те канлĕ ватлăх-çке. Пурне те çемьере килĕшÿ, ăнлану, телей, сывлăх сунатăп! Кашни ачан тăван çемйинче ÿсмелле пултăр.

Андрей КОЗЛОВ, РФ ШĔМĕн Канаш хулинчи уйрăмĕн пуçлăхĕн заместителĕ:

- Черетлĕ çулталăк сисĕнмесĕрех иртрĕ. Ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть вăл. Яланхи пекех куллен ĕçе çÿретпĕр. Палăрмалли пулăмсен йышне пирĕн 15 ĕçчен тăватă уйăх ытла Сочире пулнине кĕртмелле-тĕр. Хĕллехи Олимпиада пăтăрмахсăр, инкексĕр, лăпкă ирттĕр тесе хастаррăн тăрăшрĕç вĕсем, чăваш ятне ямарĕç. Çавăнпах тав хучĕсене, медальсене, кăкăр паллисене тивĕçрĕç. Кунĕн-çĕрĕн йĕрке хуралне сыхлакан ĕçтешсем пирки эпир те манмарăмăр, куллен шăнкăравларăмăр. Иртекен çулталăк саккуна пăснă тĕслĕхсен йышĕ ытти çултипе танлаштарсан пĕчĕкрех пулнипе те паха.

Çитес çула, паллах, вăл тата та ăнăçлăрах, лайăхрах пуласса шанса кĕтетпĕр. Йĕркене пăснă тĕслĕхсем, инкексем сахалрах пулччăр тетпĕр. Самантпа усă курса йĕрке хуралĕн мĕнпур ĕçченне Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп. Çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿ, ĕçре çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатăп.

Николай ГЛУХОВ, Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Иртсе каякан 2014 çула: "Лаша пек ĕçчен те вăйлă пуласчĕ", - тесе кĕтсе илнĕччĕ. Лашинчен ытла кая тăрса юлмарăмăр, анчах та кăçал çанталăкĕ ялхуçалăх çимĕçне çителĕклĕ туса илме памарĕ пире. Кăнтăр районĕсенче çумăр пачах та çумарĕ, çăвĕпех шăрăх тăчĕ. Уйрăмах çĕрулмие хамăр палăртнă чухлĕ пухса илеймерĕмĕр. Шел паллах. Ялхуçалăхне аталантарас тесе çĕнĕ витесем тума палăртнăччĕ. Районта пысăк икĕ ĕне ферми хута ятăмăр.

Çĕнĕ çулта çанă тавăрса, çĕнĕлле ĕçлесшĕн. Хамăр мĕн ĕмĕтленнисем пурнăçланасса шанатпăр. Лаши ĕçченччĕ, Сурăхĕ вара мăнтăр пултăрччĕ!

Çĕнĕ çула кашни çулах çемьепе кĕтсе илетпĕр. Эпĕ питĕ пуян - манăн тăватă мăнук. Çулсем пĕр сисĕнми иртеççĕ, асатте те, кукаçи те пулма ĕлкĕртĕм. Тавах турра, аттепе анне таса-сывах пурăнаççĕ. Вĕсем чупса çÿрени пире савăнтарать, тата та тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать.

Лариса ВАСИЛЬЕВА, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ:

- Çак çул чăнах та лаша пекех ĕçлерĕмĕр. Çĕрпÿ районĕнче çурт хăпартрăмăр. Канализаци, шыв кĕртрĕмĕр. Çав вăхăтрах концертпа республикăн тĕрлĕ кĕтесне çитрĕм. Репертуара çĕнĕ юрăсем кĕртнине те палăртса хăварас килет. Шупашкар районне концертпа кайсан, тĕслĕхрен, Анатолий Печников хăй кĕвĕленĕ çĕнĕ юрра парса ячĕ. Ăна ятарласах ман валли хатĕрлесе хунă вăл.

Йăлтах йĕркеллĕ: паян та юрламалла, ыран та концерта хутшăнмалла. Лаша çулĕ ăнăçлă иртсе пырать. Çитес çул та хальхи пекех лайăх пурăнма ĕмĕтленетĕп.

Надежда ВОЮЦКАЯ, ЧР тава тивĕçлĕ артистки:

- Мана кăçал театрта С.Найденовăн "Ашшĕн ачисем" спектакльти Клавденька рольне шанса пачĕç. Ăна ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Валерий Карпов лартрĕ. Çак сăнар питĕ килĕшрĕ. Усал та чеешке Клавденькăна чунтан юратса вылятăп. Наталья Сергеева лартнă "Асатте пурлăхĕнче" пысăк сăнар мар манăн, çулланнă хĕрарăмсем ват старике çавăрттаратпăр, ун тавра якăлтатса ташласа çÿретпĕр. Çак пĕчĕк роль те хăйне кура питĕ çывăх. Кировран килнĕ режиссер 15 кун хушшинче ачасем валли "Бамбуковый остров" спектакль хатĕрлерĕ. Шăпах халĕ, Çĕнĕ çул уявĕнче, пĕчĕккисене паллаштаратпăр унпа. Эпĕ - Тимĕр шапа.

Лаша çулĕ ăнăçлă пулчĕ пирĕншĕн. Хĕрĕм Настя Мускавра хваттер туянчĕ. Çемье çавăрма васкамасть-ха.

Эпĕ Вăрнар тăрăхĕнчи Шĕнертен. Аттепе анне тахçанах çук ĕнтĕ. Ватăлатăп пулмалла, юлашки вăхăтра пĕрмай тăван яла чун туртать, хулана килес те килмест. Ялта уçă сывлăш, ирĕклĕх... Çăтмахри пекех пирĕн тăрăхра. Эпир, çичĕ пĕртăван, тăван кил-çурта лайăх пăхса тăратпăр. Кивелнĕ çурт-йĕре, хуралтăсене çĕнететпĕр, яланах пĕрле ĕçлетпĕр, пĕр-пĕринпе туслă пурăнатпăр.

 

Татьяна НАУМОВА, Марина ТУМАЛАНОВА, Елена АТАМАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.