"Капкăн" журнал. 1 №, 2014 çул.

22 Янв, 2014

«Капкăн» журналăн çĕнĕ кăларăмĕпе паллашăр!

 

«Капкăн» журналăн кăçалхи пĕрремĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн «Пысăк ăмăрту» ÿкерчĕкĕпе уçăлать.

Шупашкар районĕн прокурор çумĕ А. Иванов çивĕч материал ярса панă, вăл «Саккун сакки» рубрикăра вырăн тупнă.

Пирĕн хастар авторсем, кулăш журналĕн шанчăклă тусĕсем, кăларăма интереслĕрех хатĕрлеме пулăшаççĕ. «Йĕплĕ йĕркесем», «Кулăш-пулăш, çавра сăмах», «Шăпăрлансем-шăхличсем» тата ытти рубрикăсенче вĕсен хайлавĕсемпе паллашма пулать.

Çавăн пекех кăларăмра Лидия Саринен «Юсав хыççăнхи уяв» калавĕ, Николай Ишентейĕн «Турă Мăкла ĕнене мĕншĕн мăйрака паман/» фельетонĕ, Владимир Кузьминăн «Кĕлпук мучи мыскари» аса илĕвĕ çапăннă. Кроссворд тата кăсăклă ÿкерчĕксем пур.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.