Чăрмавсăрах сутасчĕ

24 Дек, 2014

Хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк йышлă усратпăр. Кĕркунне-хĕлле аш-какай, сĕт юр-варĕ сутма Ишек пасарне каятпăр. Анчах килте туса илнĕ продукци валли те ветеринари справки ыйтаççĕ. Ăна илме Кÿкеçе çити каймалла. Нивушлĕ ăна вырăнтах йĕркелеме май çук? Эпир нумай та сутмастпăр-çке?

Нина Семенова. Шупашкар районĕ, Хыркасси.

ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе ирттернĕ ларура Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хресчене хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцие пасарта сутма чăрмантаракан бюрократлăха пĕтерме хушнă. «Ял çыннисем справка илессишĕн ветеринар патне район центрне каймаллине пăшăрханса пĕлтереççĕ. Продукци пахалăхне тĕпчесе ветеринари пĕтĕмлетĕвĕ парассине пасарти лабораторире е ял тăрăхĕнчех йĕркелемелле. Пирĕн пĕчĕк бизнеса аталантарма условисем туса памалла», - тенĕ Михаил Васильевич.

Шупашкар районĕнчи Ишек пасарне канмалли кунсенче вун-вун çын пуçтарăнать. Кÿршĕри районсенчен те аш-какай, сĕт-çу, выльăх-чĕрлĕх, улма-çырла тата тем те пĕр сутма килеççĕ. Шупашкарта пурăнакансем те Ишек пасарне тахçанах куç хывнă. Кунти хаксем хуларинчен йÿнĕрех пулни те, пахалăхĕ те илĕртет вĕсене. Ял çыннине выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк продукцине сутмашкăн ветеринари справкине вырăнта паманни тарăхтарать. Ветеринари-лаборатори экспертизин ĕçне вырăнтах йĕркелеме ыйтаççĕ вĕсем.

ЧР патшалăхăн ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов каланă тăрăх - Шупашкар районĕнчи Ишек ял тăрăхĕнче вырнаçнă «Ишек ярмăркки» тулли мар яваплă пĕрлешÿре ветеринари-санитари лабораторийĕ вырăнтах уçăлнă. Ярмăркка эренере икĕ хут - шăматкунпа вырсарникун - ĕçлет. Кунта суту-илÿ ĕçне лайăхлатассипе курăмлă утăм тунă. Выльăх-чĕрлĕх продукцине сутма аркăллă çурт туса лартнă.

Ярмăрккăра хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцие сутма ветеринари докуменчĕ - 2№ ветеринари свидетельстви тата 4№ справка - кирлĕ. Документра продукци ăçтан пулни, унăн ветеринари-санитари лару-тăрăвĕ паллă. Выльăх-чĕрлĕх сутас пулсан та çак документа илмелле. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ, выльăх апачĕ хатĕрленĕ, турттарнă, тирпейленĕ, упранă, сутнă çĕрте те кирлĕ вăл.

Ветеринари докуменчĕсене илмешкĕн ветеринари службине каймалла. Раççей Ялхуçалăх министерствин /2006 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕ, 422№/ «Ветеринари докуменчĕсене парас ĕçе йĕркелесси çинчен» хушăвĕпе килĕшÿллĕн 4/ формăллă ветеринари свидетельстви /выльăх-чĕрлĕхĕн ветеринари справкисĕр пуçне/ тавара турттарнă, упранă, сутнă чухне те вăйра шутланать. Хушма хуçалăхри кайăк-кĕшĕк какайне сутма ял тăрăхĕнчен справка илсен ?продукци хуçи кам пулнине çирĕплетсен% ветсанэкспертизăна пасартах ирттереççĕ. Чăваш Республикин патшалăх ветеринари службин «Шупашкар районĕнчи чир-чĕре хирĕç кĕрешекен станцийĕн» специалисчĕсем тавара тĕпчесе талон параççĕ. Продукци пахалăхĕ иккĕлентерсен, ăна лайăхрах тĕпчеме малалла ăсатаççĕ. Ветеринари справкисĕр выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке, районта та /хулара/, кÿршĕри районсенчен те турттарма юрамасть.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.