Нимелле - кермен

24 Дек, 2014

Яштака пÿллĕ çамрăк хĕрарăмпа кантур çуртĕнче паллашрăмăр. Аллинче пĕр купа хут. Докуменчĕсене алă пустарасшăн чупса çÿрет иккен.

- Çурта ниепле те хута яраймастпăр-ха, - ăнлантарчĕ вăл мана. - Халĕ газ кĕртессипе ăшталанса çÿретĕп.

Ирина Иванова Канаш районĕнчи Пайкилтре тымар янă. Нумаях пулмасть çамрăк çемье çурт-йĕр çĕкленĕ.

- Ăна 2011 çултах тума пуçларăмăр-ха. Укçа-тенкĕ çитсе пыманнипе ĕç вăраха кайрĕ. Яла аталантармалли программăпа патшалăхран пулăшу илме Пайкилт ял тăрăхне черете тăтăмăр. Кăçал пире тинех çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 370 пин тенкĕ субсиди пачĕç. Унпа строительство материалĕсем туянтăмăр. Пирĕншĕн сисĕмлĕ те кĕтмен пулăшу ку, - савăнăçне пытармарĕ вăл.

Хальлĕхе çемье ашшĕ-амăшĕпе пурăнать. Шухăшласан аслă ăрупа пурăннине мĕн çиттĕр тейĕн? Кил-тĕрĕшре ĕçлекен, ача-пăчана пăхакан пур. Çамрăксене те çăмăл. Анчах пĕр çуртра тăххăрăн тăпăртатнине шута илсен савăнтарсах каймасть. Ватăсен çунатти айĕнче икĕ çамрăк çемье хÿтлĕх тупнă. Иринăпа Виталин икĕ пĕчĕк ача. Ÿссе пыраканскерсене хăйсен тăван кĕтесĕ кирлех.

- Йышлăн пулин те килĕштерсе пурăнатпăр, хамăра хĕсĕккине туйсах кайман. Çапах кашни çемьен уйрăм çурт-йĕр пулмаллах, - палăртрĕ Ирина. - Тăван килте хăвна май хуçаланатăн, никамран ыйтса тăмастăн.

Çĕнĕ пÿрте ашшĕ-амăшĕннипе юнашарах хăпартса лартнă. Аякри тăванĕ кивĕ çурт-йĕрне çамрăксене сутнă - вăл хупăнса лармасса, тĕпрен улшăнса çĕнелессе пĕлнĕ.

Докуменчĕсене алă пустарнă хыççăн Ирина хаваспах çуртне кăтартма килĕшрĕ. Аслă урампа ял тăрăх утрăмăр. Чаплă çуртсене тĕлĕнсе те савăнса сăнатăп.

- Кунта пуян çынсем пурăнаççĕ пулас, хăватлă керменсем лараççĕ, - ыйтатăп унран.

- Аплах калас килмест. Ялта ĕçленипе пысăк шалу илеймĕн. Акă эпĕ шкул завхозĕ шутланатăп, уйăхри ĕç укçийĕ 6 пин тенкĕ. Мĕн тума çиттĕр вăл? Канаша кайса вырнаçсан та çул укçи сахал мар тухса каять. Вăйпиттисем пысăк хуласене, Çурçĕре ĕçлеме çÿреççĕ, çурт-йĕрне çĕнетеççĕ. Юрать мăшăрăм Мускавра тăрăшать. Унсăрăн пÿрт мĕнпе лартаттăмăр? - терĕ вăл. Унтан шурă чулпа купаланă пысăк çурта тĕллесе кăтартрĕ. - Çакăнта вăхăтлăха пурăнатпăр эпир.

- Хĕллехи вăрăм каçсенче çамрăксене ялта кичем мар-и? - тĕпчетĕп унран аслă урампа утнă май.

- Çамрăксем нумай, анчах ытлашши тухса çÿремеççĕ. Ялта клуб ĕçлет-ха, унта шкулта вĕренекенсем кăна. Концерт, пысăк мероприяти пулсан кайкаласа килетпĕр. Клуба çÿреме вăхăт сахал. Кăсăклантарма пăрахрĕ-и, тен? Ватăлатпăр пулас, - тесе çамрăк хĕрарăм кулса ячĕ.

Кĕçех хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă капмар çурт умне çитсе тăтăмăр. Пÿрт умĕнче хăйăр купи. Картишĕнче çынсем калаçни илтĕнет. Пире асăрхасан Ирина мăшăрĕ Виталий урама тухрĕ. Ивановсем çурт-йĕре кăна мар, хуралтăсене те çĕнетеççĕ-мĕн. Халĕ пÿрте газ илсе пырасса кĕтнĕ май вите-сарай тума тытăннă. «Укçана инфляци çăтса яриччен строительство материалĕсем илсе хутăмăр. Вăхăт пур чухне ахаль ларасран, вите-сарай купалама пуçларăмăр», - терĕç вĕсем. Пурăнма куçиччен вĕсене те хута ярасшăн. Выльăх-чĕрлĕхе те пĕрлех куçарасшăн. Çемье малашне хушма хуçалăха аталантарма, вăкăрсем самăртма палăртать.

- Кун пек чаплă çурт çĕклесе лартма укçа-тенкĕ самай тухса кайрĕ-тĕр? - кермене ытараймасăр тинкернĕ май ыйтатăп вĕсенчен.

- Кĕсьене пушатсах хăварчĕ. Юрать нимелле çĕклерĕмĕр.

Пайкилтре ĕлĕкхи ырă йăла - çурт тума ниме пуçтарасси - халĕ те пĕтмен-ха. Пысăк ĕçе тытăнас умĕн тăванĕсене, ял-йыша килĕрен киле чĕнсе тухаççĕ. Каменщик ĕçне пĕлекенсене яваплă вырăна - кĕтес купалама - тăратаççĕ. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç тенĕ. Кайран кил хуçисем ыттисене пулăшма каяççĕ.

- Çĕнĕ пÿрт ĕçкине хăçан паллă тăвасшăн-ха? - кăсăкланатăп эпĕ.

- Кăçал куçса пĕтĕпĕр-ши? Туса пĕтермелли нумай-çке. Чи кирли - газ кĕртесси. Пÿртре ăшă пулсан шалти ĕçсене майĕпен вĕçлеме пулĕ. Шывне кайран та кĕртĕпĕр.

Иккĕмĕш хутне те хальлĕхе хута ярасшăн мар. Строительство ĕçĕсем пынă май Виталий килтех-ха: «Кайран Мускавах кайма тивет-тĕр. Унсăрăн çемьене тытса пыма йывăртарах», - палăртрĕ вăл.

- Кăçал Пайкилт ял тăрăхĕнче «Çамрăк çемье» программăпа икĕ çемьене патшалăхран 370-400 пин тенкĕ тивĕçрĕ. Черетре татах пур. Юлашки вăхăтра çамрăк çемьесем вырăнтах юлма тăрăшни савăнтарать. Вĕсене пулăшас килет, - пĕтĕмлетрĕ Пайкилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Аркадий Григорьев. - Пирĕн тĕллев - вĕсен пурнăçне çăмăллатасси, туллирех тăвасси.

Лариса АРСЕНТЬЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.