Çĕр калаçтарать

24 Дек, 2014

Çĕрпе çыхăннă тавлашусем тĕрлĕ сăлтавпа сиксе тухаççĕ. Сăмахран, çĕр пирки килĕшÿ тунă чухне, çĕр лаптăкĕн вăл е ку чиккине палăртман вăхăтра, документсенчи тĕрĕс-марлăх калаçтарать. Çĕр правипе çыхăннă ыйтусене татса пама çăмăлах мар.

Çĕр лаптăкĕн хуçисем час-часах суда пулăшу ыйтса пыраççĕ. Çĕр ыйтăвне татса пама Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн çĕр йĕркелÿ ĕçне туса ирттернин кăтартăвĕсен патшалăх фончĕн докуменчĕсем пулăшаççĕ /Çĕр йĕркелÿ кăтартăвĕсен фончĕ/.

Чăн та, халĕ территорие планламалли материалсемпе тимлĕ ĕçлеççĕ, çапах та Хула строительствин кодексне çирĕплетиччен те /2004 çул/, хальхи вăхăтра та çĕр йĕркелÿ докуменчĕсен çивĕчлĕхĕ çухалман.

Çĕр йĕркелÿ кăтартăвĕсен фондĕнче тĕрлĕ материал упранать. Чăн малтанах çĕр реформине туса ирттернĕ тапхăрти материалсем:

- Чăваш Республикин ялхуçалăх предприятийĕсен ялхуçалăх карттисем*

- ялхуçалăх предприятийĕсен çĕрĕсене çĕнĕрен валеçсе памалли проектсем - ку вăл граждансене çĕр пайĕсемпе тивĕçтернине çирĕплетекен документсем*

- çĕр пахалăхне хаклани, çĕре инвентаризацилени çинчен калакан материалсем*

- 2009 çулччен туса хатĕрленĕ çĕр лаптăкĕсене чикĕлемелли материалсем /2009 çултан пуçласа саккунсем улшăннине пула çĕр участокĕсен чиккисене палăртма чикĕ планĕсем туса хатĕрлеççĕ. Вĕсене кадастр учетне тăратма Кадастр палатине тăратаççĕ/.

Çÿлерех асăннă материалсемпе суд органĕсем çĕр лаптăкĕсен чиккисене палăртас тĕлĕшпе сиксе тухакан тавлашусене татса панă чухне граждансем усă кураççĕ.

Çĕр йĕркелÿ кăтартăвĕсен фончĕн çакнашкал докуменчĕсем вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене, çавăн пекех кадастр енĕпе ĕçлекен инженерсене çĕр лаптăкĕсен чиккисене палăртнă тата çĕр йĕркелÿ ĕçĕсене пурнăçланă чухне усă кÿреççĕ.

Çĕр йĕркелÿ кăтартăвĕсен фондĕнче тăпра, геоботаника тата çĕре тĕпчекен ытти материалсем упранаççĕ. Çав материалсем тăрăх тăпра тата ÿсен-тăран пахалăхĕ мĕнле улшăннине палăртма пулать.

Тăпра тĕпчевĕн материалĕсемпе час-часах тăпра пахалăхне тата тухăçа ÿстерес тĕлĕшпе усă кураççĕ. Ку документсем наука тĕлĕшпе те кирлĕ.

Çĕр йĕркелÿ кăтартăвĕсен фондне тытса пырас тĕлĕшпе паракан патшалăх пулăшăвне управленин кашни районти пайĕнчех параççĕ. Шупашкар хулинче Росреестрăн Чăваш Енри управленийĕн çĕр йĕркелÿ тата çĕре мониторинг тăвакан специалистсем пулăшу кÿреççĕ. Заявленисене тата документсене çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Лебедев урамĕ, 6-мĕш çурт.

Хушма информаципе управлени сайтĕнче www.to21.rosreestr.ru. паллашма пулать.

Кристина СТЕПАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.