- Чăвашла верси
- Русская версия
Ашĕ усăллă, çăмĕ çемçе
Тамбоври фермерсем сурăх ĕрчетессипе ĕçлеççĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх - ку енĕпе çемье фермисем те, хресчен ?фермер% хуçалăхĕсем те тăрăшса вăй хураççĕ. Сыснапа танлаштарсан сурăх сивве те, шăрăха та лайăх чăтса ирттерет. Сайра-хутра чирлет. Унсăр пуçне хăвăрт ĕрчет. Рассказовски районĕнчи хуçалăхра малтан аллă пуç пулнă. Виçĕ çулта унăн шучĕ 800-е çитнĕ.
«Халĕ районта 4 пин ытла сурăх, - тет район администрацийĕн ял хуçалăх уйрăмĕн пуçлăхĕ Анатолий Борисов. - Ку тĕлĕшпе ĕçлес текен татах та пур. Апла пулсан ку выльăх шучĕ малашне те ÿсĕ».
Асăннă тăрăхра сурăх ашне туянакан чылай. Сăмахран, Магомед Багандалиев фермер аш-какая вырнаçтарас тĕлĕшпе йывăрлăх çуккине палăртать. Выльăх апачĕ хатĕрлесси те ансатрах. Мĕншĕн тесен сурăх апата тиркемест. Специалистсем палăртнă тăрăх - вăл çанталăк улшăнасса лайăх туять. Çумăр е çил-тăман пулас умĕн витерен те тухасшăн мар.
Маларах сурăха ял халăхĕ те, хуçалăхсем те чылай тытатчĕç. Килсерен сахалтан та 7-8 пуç усратчĕç. Çăмĕпе, ашĕпе, тирĕпе усă курнă вăл вăхăтра. Халĕ алса-чăлха çыхакан та çукрах. Пурне те лавккаран туянатпăр. Хатĕрри ансатрах çав. Çăм атă йăвалама та килсеренех çÿретчĕç. Çăм таптармалли машина кашни ялта тенĕ пекех пулнă. Çаксем пурте иртнĕ вăхăтра юлнă. Халĕ ялта сурăх шучĕ палăрмаллах чакрĕ.
Тĕнчере çулсерен 8,5 млн тонна сурăх ашĕпе усă кураççĕ. Кăçал вара çак шут 8,7 млн тонна çитмеллине пĕлтереççĕ экспертсем.
Сурăх шучĕ чакни пирĕн республикăра çеç мар, Раççейĕпех палăрать. Хăйне евĕрлĕ юхăма пула çĕр-шыв çак выльăхран писрĕ. Раççейре халĕ хушма хуçалăхра пĕтĕмĕшле 9 млн сурăх ĕрчетеççĕ, ял хуçалăх предприятийĕсенче - 4,4 млн, фермер хуçалăхĕсенче - 1 млн çеç.
Хальхи вăхăтра ял халăхĕ ăратлă выльăх-чĕрлĕх тытма тăрăшать. Çавна май чылайăшĕ «романовски» сурăх усрать. Ку ăрат ашлă пулнипе палăрса тăрать. Унсăр пуçне çăмĕ те çăра. Ахальтен мар 30 градус сивве аванах чăтса ирттерет. Ай сарăмĕ улăмран пулсан та юрать.
Тирĕнчен чаплă кĕрĕк çĕлеме май пур. Пĕр сурăхран 1,8-3 кг çăм илме пулать. Ашĕ те чылай тухать. Çитменнине сурăх какайĕ усăллине палăртаççĕ специалистсем.
Çак ăрат питĕ ĕрчевлĕ. Пăранланă вăхăтра харăсах 2-3 путек тăвать е ытларах та. «Романовски» сурăх вăтамран 15 çул пурăнать.
Ахальтен мар фермер хуçалăхĕсем ытларах çак ăрата суйласа илеççĕ. Хăш-пĕр тăрăхра сурăха халĕ те хисеплеççĕ. «Пĕр вăхăтра 33 пуç тытрăмăр, - тет Муркаш районĕнчи Çитукасси ялĕнче пурăнакан Надежда Кондукторова. - Вĕсене сутса машина туянтăмăр. Ку выльăха çемйипех килĕштеретпĕр. Путекĕ еплерех хитре!»
Кондукторовсем мăшăрланнă чухне хăйматлăх ашшĕпе амăшĕ вĕсене сурăх парнеленĕ. Çавăнтанпа ?30 çул ытла% çак выльăха картаран кăларман. Халĕ хуçалăхра каллех вăтăр сурăх. Малашне 100 пуçа çитерме палăртаççĕ. «Вырнаçтарасси пирки пăшăрханма кирлĕ мар, - малалла сăмахлать Надежда Максимилияновна. - Тутарсем яла килсех илсе каяççĕ. Сурăх çав тери тупăшлă выльăх тесе шутлатăп эпĕ».
Ырă тĕслĕх хăвăрт сарăлни паха. Çитукасси ялĕнче маларах темиçе теçетке сурăх пулнă, иртнĕ кĕркунне вара вĕсен шучĕ 250 çитнĕ. Паллах, выльăх апачĕ те чылай кирлĕ. Ахальтен мар халăхра: «Тăватă сурăх пĕр ĕнене тăрать», - теççĕ. Вĕсене хĕл каçарма çăвĕпех утмалла. Çав вăхăтрах вите-карта пушă пулманни те савăнтарать. Эппин, ял пурăнать, кил-çуртра пурнăç вĕрет.
Валентина ПЕТРОВА.
Комментировать