Пирĕн вулакансем пурнăçран юлмаççĕ

22 Дек, 2014

Эпир, хаçат ĕçченĕсем, çул çÿреме юрататпăр. Республикăн тĕрлĕ кĕтесне çитни, унти лару-тăрупа паллашни "Чăваш хĕрарăмне" татах та пуянлатма пулăшать. Хальхинче эпир çĕнĕ юлташсем тупас тата хамăрăн вулакансемпе тĕлпулас тĕллевпе Вăрмар тăрăхне çул тытрăмăр.

Яланхи пекех ăшшăн кĕтсе илчĕç пире. Районти культурăпа кану центрĕнче почтальонсем хаçат-журнал çырăнтарма пуçланăччĕ. Ял-йышпа çийĕнчех пĕр чĕлхе тупрăмăр. "Эпир "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçата тахçантанпах çырăнса илетпĕр, юратса вулатпăр", - терĕç тĕлпулăва килнисем. Чуна уçса калаçнă хыççăн пирĕн кăларăм пысăкрах тиражпа пичетленессе шанас килет. Шăпах куçа-куçăн калаçни хăпартлантарать, халăха канăçсăрлантаракан ыйтусем хускатма хистет пире.

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Константин Никитин тавралăх илемленсе хăтлăланни çинчен каларĕ. Нумаях пулмасть çакăнта çĕнĕ садик уçăлнă. Çакă ашшĕ-амăшĕшĕн те, пĕчĕккисемшĕн те - пысăк савăнăç, парне.

"Хыпар" Издательство çурчĕн директорĕ - тĕп редакторĕ Валерий Туркай сăвăран пуçларĕ хăйĕн сăмахне. Хамăр çитĕнÿсемшĕн хăпартланма пĕлмелли çинче чарăнса тăчĕ вăл. Çавнашкалах кулленхи ĕç-пуç çинчен каласа кăтартрĕ. Унсăр пуçне Валерий Владимирович вун-вун кĕнеке парнелесе хăварчĕ Вăрмарсене. Вĕсемпе библиотекăра паллашма май килĕ.

Издательство çурчĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Павлов «Хресчен сасси» хаçатра пичетленекен статьясене вулаканпа пĕрле сÿтсе яврĕ. Пичете хатĕрленĕ çĕнĕ номере те илсе килнĕ вăл. Ырă тĕслĕхсене ăша хывмалли тавра калаçу йĕркелерĕ Сергей Лукьянович.

Паян «Хыпар» Издательство çурчĕ 16 тĕрлĕ хаçат-журнал кăларса тăрать. Пирĕн вулакансем, паллах, пурнăç уттипе тан пыраççĕ. Эпĕ те, ĕçтешсемпе пĕрле, «Чăваш хĕрарăмĕ» чăннипех кирлĕ те интереслĕ хаçат пулнине ĕнентертĕм.

Культура керменĕн залне пуçтарăннисене Алина Михайловăпа Александр Ильин юрăçсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.