- Чăвашла верси
- Русская версия
Валентина Теллина: Ман асăмра ялан - Аслă Пăла Тимеш
«Хуласене ялта хăпартмалла, унта сывлăш лайăхрах», - тенĕччĕ пĕр философ. Чăнласа та, шÿтлесе те каланă пулĕ. Ял пĕтнишĕн чунран кулянакан, пурнăçне çынсене сиплес-сыватас енĕпе ирттернĕ, общество ĕçне хастар хутшăнакан хĕрарăмпа ку сăмахсене епле çыхăнтарма пулать-ха? Ара, хуласем ялта ÿсме тытăнсан - пурнăç пĕтмест. Унта сывлăшĕ те таса. Çакă сывлăха упрама пулăшать... Шурă халатлисемшĕн çакă паха-çке. Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ Валентина Теллина пирки сăмахăма шăпах çапла пуçарас килет. Вулакана маттур та пултаруллă, хастар, ырă кăмăллă, тÿрĕ чунлă, ăш пиллĕ хĕрарăмпа çывăхрах паллаштарас терĕмĕр.
- Валентина Андреевна, калаçăва яланхи пекех ачалăхран пуçлас килет.
- Патăрьелĕнче çуралнă эпĕ. Анне Мария Сергеевна йышлă çемьере ÿснĕ, кулаксем тесе айăпланă хыççăн питĕ нушаллă пурнăç курнă. Атте Андрей Федорович ирех тăлăха юлнă. Аппăшĕ ÿстернĕ ăна. Нумай пурăнаймарĕ пулин те /52 çул/ районта çеç мар, республикăра та пĕлеççĕ ăна. Патăрьел ял хуçалăх техникин предприятийĕнче ĕçлерĕ вăл. Анне те питĕ маттур пулнă. Шкул пĕтерсенех Патăрьелти вăтам шкула кĕçĕн классене вĕрентме илнĕ ăна. Математикăна лайăх тавçăратчĕ. Эпĕ - виçĕ ачаран асли. Шкулта лайăх вĕреннĕ темелле. Куншăн анне те тăрăшнă. Класс ертÿçи Раиса Васильевна математикăна çав тери интереслĕ вĕрентетчĕ. Пире валли тĕрлĕ кăткăс хăнăхтарусем хатĕрлетчĕ. Тепĕр чухне шутлаймастăмăр та. Мана анне пулăшнă ĕнтĕ. «Ну, Валентина, тух. Кăтарт», - тетчĕ вара учитель тепĕр кун ыттисем килти ĕçе пурнăçлайманнине пĕлсен. Райкомăн пĕрремĕш секретарĕн ывăлĕ Слава Тимошев вĕренетчĕ пирĕнпе. Çавăн пек задачăсем хыççăн: «Киле çитрĕм те - ывăл кĕтсе ларать иккен. Задачăна ниепле те кăлараймарăмăр. Мĕнле шутламалла-ши?» - тесе шăнкăравлатчĕ тет ашшĕ манăн анне патне.
- Математик пулмалли çынран тухтăр епле çуралнă-ха?
- Шкула ылтăн медальпе пĕтерсен Хусанти медицина институтне вĕренме кĕтĕм. Манран малтан анне енчи икĕ сыпăкри икĕ тете тухтăра вĕренме кайнăччĕ. Каникула килсен вĕсем хавхаланса каласа кăтартнă пулĕ. Юлташăм Светлана та, шел, пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ, медицина институтне вĕренме кĕмешкĕн тĕв турĕ. Унпа пĕрле - эпĕ те. Яла килсен Раиса Васильевна курчĕ те йĕрсех ячĕ: «Мĕн чухлĕ вĕрентрĕм... Санăн математик пулмаллаччĕ».
Шăпи çавăн пек пуль. 10-мĕш класра экзаменра сочинени çырнине ас тăватăп. «Паянхи литературăри октябрь еткерçисем» темăна суйласа Василий Аксеновăн «Коллеги» кĕнекине тишкертĕм. Унта тухтăрсен пурнăçне: вĕреннине, ĕçленине, шăпине - сăнланă.
- Студент - ялан выçă халăх теççĕ...
- Эпĕ ун пек калаймастăп. Килтен те пулăшнă. Унсăр пуçне пысăклатнă стипенди 56 тенкĕччĕ, çиме те, тăхăнма та çитетчĕ.
- Тухтăр ĕçне пуçăнни асрах-тăр?
- Вĕренсе пĕтерсен ăçта каясса суйлаттарчĕç. Пурте яла каймалли вырăнсемччĕ. Чи лайăххи - Вăрнарти тĕп больница. Хальхи пек ас тăватăп. Шупашкара килтĕм те мана хамăр района яратпăр теççĕ. Атте: «Хăть те ăçта кай, анчах Патăрьелне ан кил», - тенĕччĕ. Хамăр тĕллĕн пурăнма вĕрентесшĕн пулнă-тăр. Сывлăх сыхлав министерствин коридорĕпе хуçăк кăмăлпа утатăп. Хирĕç пĕр хĕрарăм килет. Ун чухне эпĕ республикăри тĕп терапевта Нина Никоновăна палламастăп-ха. Хăйĕн пÿлĕмне илсе кĕчĕ те Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимеш участок больницине кайма ÿкĕтлерĕ. Килĕшрĕм.
Чăнах та унта мана çав тери лайăх йышăнчĕç. Ун чухне Анатолий Леонтьевичпа Надежда Михайловна Васильевсем ĕçлетчĕç. Кăштахранах вĕсем Кабарда-Балкарие тухса кайрĕç. Эпĕ пĕччен юлтăм. Тĕп тухтăр пулма тиврĕ. Кунти больницăна колхоз хăй вăйĕпе хăпартнăччĕ. Районти те çитейместчĕ ăна. Коллектив çамрăкчĕ, çав тери туслăччĕ. Килĕштерсе ĕçленĕ, канма та пĕлнĕ. Больница ĕçченĕсем концерт кăтартнине пĕлсен пĕтĕм ял пухăнатчĕ.
Ирех чирлисене пăхса çаврăнаттăм та çулталăкченхи ачасене пăхма чупаттăм. Медсестра та питĕ лайăхчĕ. Тепĕр чухне чирлĕ ачасем килĕсенче пĕчченех выртатчĕç, амăшĕсем хире ĕçе тухса каятчĕç. Килте ларма вăхăт пулман вĕсен. Кĕреттĕмĕр те вĕрискерне чĕркесе тухса каяттăмăр. Амăшĕ ачи хыççăн хăех килет. Ялти хĕрарăмсене урăхла итлеттерейместĕн вĕт.
Йывăр чирлисем те пулнă. Пăла урлă Тутарстан пуçланать. Пĕррехинче пĕр тутар лашапа çирĕм çулсенчи ачине илсе килчĕ. Ÿпки вăйлах шыçнă хайхин. Вилес çĕртен чĕртрĕмĕр. Кăштахран ашшĕ сурăх какайĕ йăтса килчĕ. Кирлĕ мар тесе тутара каяллах кăларса ятăм, тав тăвас шухăшлăскер хуçăк кăмăлпах кайрĕ. Çамрăк пулнă, парти йĕркипе çитĕннĕ. Ваттисем: «Атьăр пĕçерсе пĕрле çиер», - тесе мĕншĕн каламан-ха тесе шухăшлатăп халĕ.
12 çултан Шупашкарти строительсен больницине лекрĕм. Интернатура тухма терапи уйрăмăн земестителĕ Валентина Сидорова патне ячĕç. Вăл ман чăн-чăн вĕрентекен пулса тăчĕ. Хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех вĕрентме тăрăшрĕ. Кунтах 25 çул тĕп тухтăр пултăм. Çав тери йывăр çулсем килчĕç чĕрĕк ĕмĕрте. Укçа çитмен тапхăр, ваучерсемпе те аппалантăмăр. 4-5 уйăх ĕç укçи тÿлейменни те пулнă... Ĕçтешсем лайăхчĕ çав, каласан - ăнланнă, тĕрев панă.
- Политикăна епле лекрĕр?
- Çав тери маттур тухтăрсем пурччĕ. Нумайăнччĕ вĕсем. Пĕрле пуçтарăнса калаçаттăмăр, ыйтусене сÿтсе яваттăмăр. Медицина страхованийĕ пуçланчĕ. Пур çĕрте те ассоциацисем тунăран эпир те 1995 çулта пуçтарăнса Чăваш Республикин медицина ассоциацине йĕркелерĕмĕр. Республикăри мĕн пур тĕп тухтăрсем пухăнтăмăр ун чухне. Министерство та хирĕçлемерĕ. Мана председатель пулма шанчĕç. 19 çул ертсе пытăм ăна. Общество пурнăçĕ çавăнтан пуçланчĕ те. 2012 çулта Владимир Путинăн шаннă çынни пулма суйларĕç.
- Сирĕн тивĕç мĕнпе çыхăннă?
- Эпир - Президентăн хăлхисем, куçĕсем. Пысăк Раççейре пурне те пĕччен сăнама çук-çке. Халăхпа тачă çыхăну тытма халĕ Владимир Владимирович Халăх фрончĕ йĕркелерĕ. Пирĕн республикăра та унăн уйрăмĕ ĕçлет. Виçĕ ĕç ушкăнĕ çынсене тĕрлĕ ыйтупа йышăнать. Халăх фрончĕ мĕн иккенне хальлĕхе пурте ăнланмаççĕ-ха. Унта хăть те кам та, кирек мĕнле ыйтупа та пыма пултарать. Черет тăма, хут çырма тивмĕ. Камăн мĕнле ыйту, сĕнÿ-канаш пур - пурте Шупашкарти Союзсен çуртне пыма пултараççĕ. Теприсем Президента хурлаççĕ. Эпир пулăшмасан пĕччен мĕн тутăр-ха? Кашни çын çемйинче, килĕнче, çуртĕнче, урамĕнче, ялĕнче лайăх ĕçлесен çеç пурнăç малалла каять.
- Владимир Путина епле хаклатăр?
- Пирĕн вăхăтшăн чăннипех те пысăк çын. Телекуравпа вăл урăх. Унпа куçа-куçăн калаçсан - пачах расна. Ырă атмосферăпа хăйĕн патне туртать, ăна итлес, унпа хутшăнас килет. Хăть те мĕнле çынна та, темле айван ыйту парсан та, тĕппипех итлет, хурав парать. Çакă тĕлĕнмелле: кашнине курма, илтме пĕлет. Вăл мĕнле политик пулнине пысăк çынсем хаклаччăр.
- Килте ларма вăхăт çук-тăр?
- Ачасем ÿснĕ чухне анне нумай пулăшнă мана. Октябрь уйăхĕнче килетчĕ те мартченех пурăнатчĕ. Икĕ ывăлăма кĕтсе илнĕ, апат çитернĕ вăл. Çулла ачасем ялта пурăннă. Манăн та мăнуксене пăхма вăхăт çитрĕ пулĕ /хальлĕхе вĕсем иккĕ. - Авт./. Килте ларма, чăнах та, вăхăт çук. Активлă пурнăçран та уйрăлас килмест. Пулăшма пултарайнă чухне тăрăшатăп-ха.
Çулла пахчара ĕçлетĕп. Пахчаçимĕç те, чечек те нумай ÿстеретĕп.
- Пурнăç çапла иртнишĕн ÿкĕннĕ самант пулман-и?
- Хама телейлĕ пулĕ тетĕп. Халĕ вĕт участок больницине каякан çук. Эпĕ ним хăрамасăр кайрăм. Манăн пурнăçра Аслă Пăла Тимешри больница пулнăшăн эпĕ Турра тав тăватăп. Вăл мар тăк паянхи Валентина Андреевна пулаймастчĕ те пулĕ. Эпĕ унта сиплекен тухтăр та, тĕп тухтăр та, депутат та пулнă. Культура мероприятийĕсене йĕркелекенĕ те - эпех. Унтах мăшăр тупса пурнăçа йĕркеленĕ...
Татьяна НАУМОВА.
Комментировать