Ăçта васкаççĕ манăн пушмаксем?
Умсăмах вырăнне – редакцие килнĕ çыру. Сывлăх сунатăп. Эпĕ Турра ĕненекен çын, Республикăмăрти храмсенчен пĕринче ĕçлетĕп, Православи темисемпе статьясем çырма юрататăп. Вĕсем ытларах чух Мускав кăларăмĕсенче пичетленеççĕ. Кăна вара чăвашла куçарса «Хыпарта» кун çути кăтартма ыйтатăп.
Ĕненÿ – чăн-чăн пуянлăх. Этемшĕн чи пĕлтерĕшли тата чи хакли – чун, çавăнпа та ăна яланах упрамалла. Пурнăç пĕлтерĕшĕ çинчен шухăшламалла, хамăртан хамăр: «Ăçта васкаççĕ манăн пушмаксем», – тесе ыйтсах тăмалла.
Пирĕн халăха çутта кăларнă И.Я.Яковлев çапла каланă: «Турра ĕненсе пурăнасси калама çук пысăк япала – пуринчен ытла эсир çавна хытă тытса тăрăр. Ĕненÿ этемĕн ăсне, кăмăлне çунатлантарса çăмăллатать, чун пурнăçне канăçлăх парать, лăплантарать* инкек-синкек, хуйхă-мĕн курнă вăхăтра чуна хăват парать* ĕçсем ăнса телейлĕ пурăннă чух ĕненÿ чуна тасатать, ăна çутатса тăрать. Турра ĕненсе пурăнсан пурнăç хытти этемшĕн хăрушă мар* Ăна ĕненсе тăмасан çĕр çинчи пирĕн пурнăç сивĕ пулать, тĕттĕм пулать».
Яковлев шухăшне кашнин патне çитерес килет. Вулакан чун-чĕринче ĕненÿ çуратса ăна çирĕплетес тĕлĕшпе сирĕн хаçатăн мел питĕ нумай.
Турă пулăштăр сире!
Тĕлĕнмелле йышăну пÿлĕмĕ
Çак тĕлĕнмелле йышăну пÿлĕмĕ пуриншĕн те уçă. Кунта кунĕн-çĕрĕн йышăнаççĕ, кăнтăрлахи апат вăхăчĕ те çук. Эсир кунта кирек хăçан та пырса шаккама пултаратăр. Пĕлĕр: сире йышăнаççех. Нимĕнле бюрократи те, коррупци те çук кунта. Ку питĕ пысăк вырăнта ларакан тÿрĕ чунлă чиновникăн ĕç вырăнĕ-и? Çук. Ку питĕ тĕлĕнмелле те хăватлă, çав тери хисеплĕ çыннăн йышăну пÿлĕмĕ. Ун алăкĕ тĕлне «Хăватсем тăвакан святой Николай» тесе çырса хунă.
Николай аттен йышăну пÿлĕмĕ çÿл тÿпере. Вăл никама та сиввĕн йышăнас çук, никам çине те çÿлтен аялалла пăхас çук. Хăй патне хисеплесе те ĕненсе, кĕл туса пыракана кашнинех итлеме хатĕр вăл, кашнинех хапăл. Унран кирек кам та пулăшу ыйтма пултарать: ыйткалакан-и вăл е пуян-и, правасăр-и е нумая хапсăнакан-и, ватă-и е вĕтĕ-и, христиан-и е урăх тĕне йышăннă çын-и. Ăна пĕтĕм тĕнче пĕлет тата ун умĕнче пуç таять. Çапла, унран кирек хăш вăхăтра та пулăшу ыйтма пулать. Çапах та çулталăкра уйрăмах пĕлтерĕшлĕ кунсем те пур. Ун чухне çĕр çинче тĕлĕнмелле хăватсем тата та ытларах пулса иртеççĕ. Акă унăн уяв кунĕсем: майăн 22-мĕшĕ /святителĕн çĕрмен ÿтне куçарни/, августăн 11-мĕшĕ /çурални/, декабрĕн 19-мĕшĕ /вилни/.
Тÿпе Патши хушнисене пурнăçласа пыраканĕ вăл, Унăн престолĕ патĕнче чыслăн тăрать, çавăнпа та эпир мĕн ыйтнисене яланах Турă патне çитерме пултарать. Вăл пирĕн хута кĕрекен шанчăклă «адвокат». Этеме йывăр инкекрен те, тем тарăнăш ахратран та çăлса кăлармалли мел шухăшласа тупатех вăл. Кирек хăш пăтранчăк ĕçе те пурнăçлать, кирек хăш чăлханса ларнă çăмхана та çăмăллăнах сÿтет. Çăлăнăç яланах пур. Ырă хăват çумрах. Çапла, вăл питĕ ĕçлĕ çын. Васкаварлă тумалли ĕçсем те питĕ нумай унăн. Çапах та ан пăшăрханăр, сирĕн ĕç ыттисен хушшинче çухалмастех. Вăл пур ыйтăва та «шута илет», хăйĕн списокне кĕртсе тимлĕн пăхса тухать, çывăрма та ывăнма пĕлмесĕр пулăшать. Святой Николая эпĕ чунтан юратса: «Манăн ырă асатте», – тетĕп. Вăл маншăн тăванран та тăван. Унăн чăн хăватне пурнăçăмра эп пĕрре мар курнă, çакăн çинчен кĕнекесенче те вуласа пĕлнĕ. Вĕсенчен пĕринпе ыттисене те паллаштарас килет.
Пĕр летчик-испытатель самолетăн çĕнĕ моделĕпе сăнавлă вĕçев ирттернĕ. Сасартăк самолет штопора лексе ÿкме тапратнă. Летчикĕ Турра ĕненменскер пулнă, анчах та пăра пек çаврăнса аялалла вирхĕннĕ май вăл кĕтмен çĕртен асламăшĕ ача чухне святой Николай çинчен каласа панине аса илнĕ. Пĕтĕм чун хавалĕпе: «Святой Николай, пулăш мана!» – тесе кăшкăрма кăна ĕлкĕрнĕ - çĕр çывăхнех çитнĕ самолет тÿрленнĕ те çăмăллăнах шасси çине ларнă. Летчик анрасах кайнă. Ăна самолетран туртса кăларнă – хăй вăл тÿрленме те, хускалма та пултарайман. Темиçе кунран тăна кĕрсен вăл малашне Турăшăн тата Чиркÿшĕн кăна ĕçлес шухăшлă пулнине пĕлтернĕ. Летчик отставкăна тухнă та манаха кайнă...
Пит ырă, таса Николай – кирек епле йывăр ыйтăва та татса паракан чи çÿллĕ шайри профессионал. Вăл бинокльпе пăхса тĕнчен кашни кĕтесне витĕр курать тейĕн. Хĕн куракансем патне вăл кирек ăçта та кирек хăçан та çитме пултарать. Аманса та суранланса пĕтнĕ чунсем валли унăн çул çÿремелли сăран сумкинче тĕлĕнмелле сиплĕ эмел, куççуль шăлмалли ачаш та черчен сăмса тутри пур.
Ун патне лекес тесен ăçта тата мĕнле çырăнмалла-ха? Ку питĕ ансат. Ăна кĕлтума тытăнмалла. Тăрăшса, ĕненсе, тÿсĕмлĕн. Чи кирли – пĕтĕм чун-чĕререн. Тата, темле йывăр пулсан та, çурма çулта чарăнмалла мар... Вăхăт çитсен Николай атте хăватне кăтартатех. Яланах юратса тăвать-çке вăл хăйĕн ĕçне...
Эй Турра юрăхлă пулнă, пит ырă, таса Николай атте, пире пиллесем тата пирĕншĕн кĕлтусам!
Надежда АРХИПОВА
Комментировать